05 октября 2016 г.
Октябрĕн 1-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчипе паллă тăвакан Ваттисен кунне уявласси çинчен ООН Генеральнăй Ассамблейи пуçарнипе 1990 çулхи декабрĕн 14-мĕшĕнче йышăннă. Çак вăхăтран тытăнса вăл аннесене, асаннесемпе асаттесене уйрăм тимлĕх уйăрма май паракан ăшă та çутă уяв пулса тăчĕ.
Аслă ăру çыннисене сума суса паллă тăвакан уявăн пĕлтерĕшĕ çулсерен ÿссе пырать. Ку вăл çапла пулмаллах. Мĕншĕн тесен кирек хăш самана тапхăрĕнче те ватă çынсем пысăк хисепре пулнă. Вĕсен пурнăç тăршшĕпе вĕренсе пухнă ăс-хакăлĕ, ырă кăмăлĕ çамрăксемшĕн патриотизм туйăмĕсене вăратма пулăшакан ырă тĕслĕх вырăнĕнче.
Сăмах май, хальхи вăхăтра районта аслă ăрури 7654 çын пурăнать. Вĕсенчен ытларахăшĕ вырăнсенче йĕркеленĕ çак уява хутшăнма пултарни савăнтарать.
Ваттисен кунĕ кашни çĕрте хăйне евĕрлĕ, кăсăклă иртнĕ. Тĕслĕхрен, Тип Тимешре пурăнакан, ялти ветерансен канашĕн председателĕ Алексей Иванов 18 çул каялла ялти хĕрарăмсем Питрав уявĕнче вăййа тухнине ÿкернĕ видеофильма кăтартнă. Уява пынă ялти аслă ÿсĕмри хĕрарăмсемпе арçынсем çулсем иртнĕ хыççăн тепĕр хут иртнĕ вăхăта таврăннă, çавна май аса илсе калаçмалли те нумай пулнă вĕсен. Уява йĕркелекенсен ваттисен кунне Раççейре - Кино, Чăваш Республикинче Ĕç çыннин çулталăкĕ пулнипе сăлтавлама май тупăннă.
Октябрĕн 1-мĕшĕ - çуран утакан çынсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ те. Çакна асра тытса Çĕнĕ Пăвари аслă ÿсĕмри çынсем ялти пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕн тухтăрĕпе Алина Васильевăпа пĕрле утма тухнă. Вĕсем хăйсене вăй танçи чупу та йĕркелеме пултарнă. Районти тĕп больницăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ватăсем çăлтăрпа пĕрле зарядкăна тăнă.
Ăрусем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетес, ачасене мĕн пĕчĕкрен ваттисене хисеплеме тата куç тĕлне тума хăнăхтарас тĕллевпе Елчĕкри «Шевле» ача садне çÿрекен ачасене уяв кунĕ ясли-сада аслашшĕсемпе тата асламăшĕсемпе килме ыйтнă. Пĕчĕкскерсем малтан хăйсен воспитателĕсем пулăшнипе тĕплĕн хатĕрленнĕ, вĕреннĕ сăвă-юрăпа çывăх çыннисене паллаштарнă.
Ваттисен кунне мĕнпур çĕрте тивĕçлĕ шайра йĕркелесе ирттерме тăрăшнă. Аслă Таяпара çак ятпа паллă артистсем хутшăннипе пысăк концерт йĕркеленĕ, ял-йыш Фарида юрăçăна курса савăннă. Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Петров Çĕнĕ Тÿскел, Çĕнĕ Патреккел, Петровка тата Каркалар ялĕсенче пурăнакан ватă çынсене пĕрле пухăнма, шăкăл-шăкăл калаçса ларма май туса панă. Хăйсене ăнланма пултарнăшăн ырă кăмăллă ял тăрăхĕн пуçлăхне ватăсем чун-чĕререн тав тунине палăртнă.
Район хаçачĕн редакцийĕпе типографире ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă хисеплĕ ĕç ветеранĕсене те Ваттисен кунĕнче уяв кĕрекине йыхравларăмăр.
Вĕсене хаçат редакторĕ Николай Алексеев саламларĕ. Шанса панă ĕç вырăнĕсенче малашлăхшăн ырми-канми вăй хунăшăн кашни ветерана ятран палăртса тав турĕ. Çирĕп сывлăх тата канлĕ ватлăх сунчĕ.
Тĕлпулу ăшпиллĕ иртрĕ. Аса илмелли те сахал мар. Редакцие килнĕ Иван Иноходов, Зинаида Никифорова, Юлия Кузьмина, Елизавета Зайцева, Светлана Карлина, Антонина Сергеева, Анатолий Тимофеев, Николай Григорьев, Илья Ишмуратов, хальхи тĕл пулăва килеймен Петр Михайлов, Алексей Синин, Валентина Яковлева, Елена Васильева, Лидия Седова, Александрпа Галина Васильевсем вăйпитти, чи илемлĕ çулĕсене çак коллективра ĕçлесе ирттернĕ, çав çулсенчи çăмăл мар условисенче хăйсене шанса панă ĕçре тивĕçлĕ тÿпе хывнă. Эпир те вĕсене пурне те хисеплетпĕр, май пур таран ялан куç тĕлне тытма, кирлĕ чухне пулăшма тăрăшатпăр. Тавтапуç сире пархатарлă ĕçĕршĕн. Эсир пирĕншĕн яланах ырă тĕслĕх вырăнĕнче, лайăхрах, тухăçлăрах ĕçлеме те пире эсир хавхалантарса пыратăр.
Аслă ÿсĕмри çынсен кăмăлне курма нумай кирлĕ-и; Тараватлăн йышăннăшăн вĕсем коллектива чун-чĕререн тав тунине палăртрĕç.
Светлана АРХИПОВА.