05 октября 2016 г.
Наркомансене реабилитацилесси, вĕсене сиплеме ярасси тата наркотиксен çаврăнăшне хирĕç кĕрешмелли саккунсене пурнăçа кĕртесси - çак ыйтусем тĕп вырăнта пулнă наркотиксене хирĕç кĕрешекен районти комиссин черетлĕ ларăвĕнче. Лару ĕçне комисси членĕсемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.
Курнавăш тата Тăрăм ял тăрăхĕсенчи наркотиксене хирĕç кĕрешекен комиссисен председателĕсем Ю.Смирновпа А.Трофимов ку енĕпе кăçалхи 9 уйăхра пурнăçланă ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ. Кунта ытларах наркотиклă ÿсен-тăрансене çитĕнтернĕшĕн, вĕсемпе усă курнăшăн çирĕп явап тыттарасси, сывă пурнăç йĕркине пăхăнасси çинчен калаçу пынă.
Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене наркотиксене хирĕçле профилактика ĕçĕсене ирттернĕ чухне тин çеç тĕрмесемпе колонисенчен таврăннă, çавăн пекех условнăй майпа айăпланнă çынсене явăçтарассипе тимлеме сĕннĕ.
Раççей Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн полицин Елчĕк районĕнчи пайĕн начальникĕн çумĕ А.Петров оперативлă профилактикăн «Мăкăнь-2016» операцийĕ район территорийĕнче мĕнле иртни çинчен каласа панă.
Сывлăх сыхлавĕн, вĕренÿ тытăмĕсенче çамрăксене наркотиксемпе психикăна сиен кÿрекен хатĕрсенчен сыхлас енĕпе мĕнле ĕçсем туса ирттерни çинчен районти тĕп больницăн психиатр-наркологĕ Р.Шакова, библиотекăсен пĕрлехи тытăмĕн директорĕ Н.Романова, ППМС-центр директорĕ И.Кузьмина пĕлтернĕ.
Наркотиксене хирĕç кĕрешекен районти комиссин председателĕн çумĕ Л.Левый районта ку енĕпе лару-тăру çивĕч мар пулин те, лăпланса лармалла маррине, профилактика ĕçне тивĕçлипе туса пыма кирлине палăртнă.