Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей çарĕн юпа уйăхĕнчи паллă кунĕсем

05 октября 2016 г.

1. Çак кун 1609 çулта Смоленск хулине Польшăпа Литва çарĕсенчен нумай çул хÿтĕлесси пуçланнă.

9. 1760 çулта вырăс çарĕсем çичĕ çул тăсăлнă вăрçăра Берлин хулине пĕрремĕш хут тытса илнĕ. 1813 тата 1945 çулсене курса тăнă евĕр, ун чухне Шувалов граф çапла каланă: «Берлинтан Петербурга туртăнса çитме пулаймĕ, çапах Петербургран Мускава яланах çитĕпĕр».

14. 1811 çулта Михаил Кутузов ертсе пыракан вырăс çарĕсем Дунай юханшывĕ урлă каçса сасартăк тапăнса Рущук /халĕ Болгарин Русе хули/ патĕнче турккăсен 20 пинлĕ çарне пĕтĕмпех çапса салатнă. Вырăссем çак çапăçура 9 салтака çеç çухатнă.

18. Çак кун 1813 çулта вырăс çарĕсем союзниксемпе пĕрле Лейпциг хули патĕнче «Халăхсен çапăçăвĕнче» Наполеон çарне çĕнтернĕ. Французсем 80 пин ытла салтака, пĕтĕм артиллерие тенĕ пекех çухатнă. Çак çапăçу хыççăн Франци Европăра маларах тытса илнĕ территорисене çухатнă.

20. 1827 çулта вырăс флочĕ союзниксемпе пĕрле Греци çывăхĕнчи Наваринăри çапăçура турккăсен флотне çапса салатнă. Вырăссем пĕр карапа та çухатман. Турккăсен 60 карапĕ тинĕсре путнă. Вырăссен эскадрин «Азов» флагманĕ кăна турккăсен 5 карапне путарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика