05 октября 2016 г.
Çулла е кĕрхи ăмăр кун - ир-ирех ура çинче Наталья Николаевна. Елчĕкри вăтам шкулта учительницăра тăрăшаканскерĕн тул çутăличчен тăмасан майĕ те çук. Педагог пĕччен пысăк хуçалăх тытать. Ĕне те сăвать, вăкăрсемпе сурăхсем, чăх-чĕп йышлă усрать. Пĕринче çапла, ачисене итлесе /вĕсем амăшне йывăр тесе картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраттарасшăн мар, канлĕ пурăнтарасшăн/, Наталья Носова ĕнине сутса ячĕ. Уйăх кăна ĕнесĕр пурăнса пăхрĕ. «Çук, капла ĕçсĕр пурăнма юрамасть. Ĕне кирлех хуçалăхра», - тесе çĕннине туянчĕ. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытсан хăйне чăн-чăн ял çынни пекех, халĕччен ĕçпе палăрнă Носовсемпе Карамаликовсен ятне яманнине туять. Çур ял тăван унăн.
Ултă сехет тĕлне Наталья Николаевна кил хушшинчи ĕçсене вĕçлесе çула пуçтарăнчĕ. Вăрăмхăва-Елчĕк çулĕ çывăх мар: çавăнпа вĕрентекен аслă çул çине васкарĕ. Асфальтлă çул çине тухма çывăхах мар, çĕрĕпе çунă çумăр хыççăн çеремпе васкамасăр утрĕ. Рейслă автобус çине ĕлкĕрсе хăйĕн юратнă вĕренекенĕсем патне васкарĕ.
Наталья Носова Елчĕк шкулĕнче ĕçлеме пуçлани нумаях мар-ха. Çиччĕмĕш çул кăна. Вăрăмхăва шкулĕ хупăнсан ăна район центрĕнчи шкула чĕннĕ. Пĕрремĕш кунран коллективпа пĕр чĕлхе тупнă вĕрентекен часах педагогсем хушшинче ят-сум çĕнсе илнĕ. Ачасем те пысăк тавра курăмлă, хăйсене юратакан, çирĕп ыйтакан учительницăна хисеплеççĕ. Вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенĕн вĕренекенĕсем олимпиадăсенче те лайăх балсем пуçтараççĕ.
- Пиллĕкмĕш класс ачисен ертÿçи пулма шанчĕç мана малтанах. Халĕ вĕсем вунпĕрмĕшне çитрĕç. Класс руководителĕ кăна мар, аслă юлташĕ пулма тăрăшатăп, - тет Наталья Николаевна.
Хăйĕн класĕпе мухтанма та пултарать вăл.
- Чăннипех те пĕринчен тепри маттур, нумай пĕлес тесе ăнтăлаççĕ. 35 çул хушшинче манăн начар ачасем пулман, - хăйĕн вĕренекенĕсемпе чăннипех савăннине пытармасть ăста педагог.
Вăл ачасем паянхи пурнăçа ăнланччăр, ыррине усаллинчен уйăрса илме, итлеме вĕренччĕр, итлесе пĕтерсен хăйсен шухăшĕсене уççăн калаччăр тесе тимлет. Класс тулашĕнчи ĕçсенче Наталья Николаевна яланах вĕренекенсемпе юнашар. Класри 21 вĕренекен куçран пăхать ăна.
Урампа иртсе пынă чухне вăл вĕрентнĕ ача ăна сывлăх сунмасăр иртнине астумасть. Пачах тепĕр майлă, автомашинăпа пынă чухне те чарăнса пуç таяççĕ. Апла пулсан, начара вĕрентмен вăл.
Учитель профессине ахальтен суйласа илмен Наташа. Ачаранах нумай пĕлме, кĕнеке вулама юратакан хĕрача шкулта лайăх вĕреннĕ. Хăйне пĕлÿ паракан педагогсен ĕçĕ хисеплĕ те пархатарлă пулнине курса ÿснĕ. Çавăнпа та Вăрăмхăвари сакăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсанах Теччĕри педагогика училищине çул тытнă. Алла диплом илсен çамрăк педагога Тутарстан Республикинчи Альметьевскри шкула ĕçлеме янă. Пуçламăш классен учительници çав çулах заочно майпа Хусанти педагогика институтне вырăс чĕлхипе литература факультетне вĕренме кĕнĕ. Виçĕ çул Альметьевскра ĕçленĕ хыççăн Наталья Николаевна тăван тăрăха куçса килнĕ. Амăшĕ, Антонина Николаевна, йывăр чирленĕрен ăна пăхакан кирлĕ пулнă. Çамрăк тăван тăрăхра ĕç шыранă. Тăван ялĕнчен тăватă çухрăмра вырнаçнă Нурлат шкулĕнчи ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме илнĕ ăна. Мĕн ачаран тутар чĕлхине пĕлнĕрен ют çĕрте йывăрлăх мĕнне пĕлмен. Тепĕр çултанах тăван ялти шкулта вырăн тупăннă - Наталья Николаевна Вăрăмхăва ачисене вĕрентме пуçланă. Мĕн шкул хупăничченех тăрăшнă пултаруллă педагог тăван ял шкулĕнче.
Ĕçчен те сăпайлă маттур пикене ял ачиех - Илья Носов куç хывнă. 7 çул туслă çÿренĕ хыççăн çамрăксем пĕрлешнĕ. Наташăн мăшăрĕ чăннипех те пурнăç çынни пулнă. Çемьешĕн, ачи-пăчишĕн çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрăшнă. Пăва хулинче водительте ĕçленĕскер отпуск мĕнне те пĕлмен. Шел, çамрăклах операци сĕтелĕ çине выртма тивнĕ арçыннăн. Йывăр чире парăнтарса 12 çул пурăннă-ха, çапах çамрăклах куçне хупнă.
- Ачасене ÿстерме пулăшрĕ-ха çапах, - мăшăрне ăшшăн аса илет Наташа.
23 çул пĕрле шăкăл-шăкăл пурăнса икĕ ача ÿстернĕ Носовсем. Аньăпа Володя ăшă йăваран вĕçсе кайса хăйсен юратнă ĕçĕсемпе тăрăшаççĕ. Мускаври хĕрĕн Максим çитĕнет. Наталья Николаевна кукамай ятне те илтнĕ.
Çичĕ çул каялла Наташа юратнă мăшăрĕсĕр тăрса юлнă. Çулталăк хушшинче икĕ виле пытарма тивнĕ хĕрарăмăн. Йывăр чирпе асапланнă хунямăшне ултă çул пĕчĕк ачана пăхнă евĕр пăхнă кинĕ. Елчĕк шкулĕн коллективĕ йывăрлăхра пуçне усма паман хастар педагога, май килнĕ таран пулăшу аллине тăснă. Çирĕп кăмăл-туйăмлă Наташа юратнă вĕренекенĕсемпе йăпанса малалла талпăннă, пуçне усман. Паян та ыйхă мĕнне пĕлменскер çĕрĕпе кĕнеке алран ямасть, çĕнĕ методикăпа паллашать, конкурссене хутшăнать. Тĕрлĕ çулсенче «Çулталăкри вĕрентекен», «Чи лайăх класснăй» конкурссенче призлă вырăнсем çĕнсе илнĕ.
Наталья Николаевна юрă ăсти те. Пĕр вăхăт кĕçĕн классене музыка та вĕрентнĕ вăл. Халĕ шкулти учительсен хорĕнче юрлать. Тăванĕсемпе, йышлăн вĕсем, пуçтарăнсан шăкăл-шăкăл калаçу тăрать ăшă та типтерлĕ кил-çуртра. Куккăшĕсем, упăшкин тăванĕсем паллă çынсем. Академик та пур, офицерсем те, хăйĕнпе пĕр варта выртнисем те республика шайне çÿле çĕклеççĕ. Тăванĕсемпе савăнать Наталья Николаевна, вĕсене сума сăвать, тĕп килте тараватлăн кĕтсе илет. Юрать, кăнтăр кунĕнче выльăх-чĕрлĕхне амăшĕ кайса пăхать. Унсăрăн йывăр килĕччĕ кунĕпе ачасене пĕлÿ тата воспитани парас тесе тăрăшакана.
Таврана каç сĕмĕ çапсан таврăнчĕ килне Наталья Николаевна. Кил картинчи ĕçсене вĕçлерĕ те телевизор ячĕ. Çĕнĕ хыпарсене кăна пăхать вăл, телесериалсемпе интересленмест. Тетрадьсене тĕрĕсленĕ хыççăн вырăс классикĕсен кĕнекисемпе тепĕр хут паллашассине ырă йăлана кĕртрĕ.
Чун-чĕре хушнипе пурнăçлакан ĕç савăнăç кÿрет Наталья Носовăна. Тÿрĕ кăмăллă, опытлă педагогăн хастар ĕçшĕн панă Хисеп грамотисем йышлă. Халĕ сумлă наградăсем çумне «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ят хутшăнчĕ. «Хам ума лартнă тĕллевсене пурнăç ыйтнипе тата чĕре хушнипе пурнăçлама тăрăшатăп», - тет вăл. Çакăн пек сăмахсене ăшран кăларма пултаракан çын чăннипех телейне хăй суйласа илнĕ юратнă профессире тупнине ĕненетĕн.
В.СМИРНОВА.
Сăнÿкерчĕкре: Н.Носова.