05 октября 2016 г.
Манăн кăçал больницăна лексе операци тутармалла пулса тухрĕ. Шупашкар, Патăрьел тухтăрĕсем патĕнче сиплентĕм. Унтан Елчĕкри тĕп больницăра сывлăха çирĕплетрĕм. Эмелпе те , ăшă сăмахпа та сыватма пултаракан тухтăрсене – Любовь Сергеевна Молоствовăна, Алена Васильевна Михайловăна, Раиса Аркадьевна Трофимовăна, Вера Алексеевна Лапшинăна, медицина сестрисене – Екатерина Ермолаевăна, Валентина Щипцовăна, Ирина Горшковăна, Елена Судаковăна, Вера Алюкинăна, Нина Спиридоновăна чун-чĕререн пысăк тав сăмахĕ калатăп. Чыс та мухтав сире! Тавтапуç мĕнпур санитаркăна, пире, чирлĕ çынсене, таса пÿлĕмсенче, таса вырăнсем çинче сипленме май туса парассишĕн ырми-канми тăрăшнăшăн. Тавах Раиса Ореховăна. Çиес килмен çĕртенех ăшă сăмах каланă май систермесĕрех апат çитерсе каять. Çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал та телей сунатăп сире пурне те.
Таяпа Энтринчи А.А. Михайлов. Унпа пĕрле унăн çемйи, амăшĕ Елена Лаврентьевна ывăлне сиплесе ура çине тăратнăшăн чĕререн тав тăваççĕ.