Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Парикмахерсен ăсталăхĕпе паллашнă

01 октября 2016 г.

Парикмахерсен ăсталăхĕпе паллашнă

Районăн экономикăпа социаллă аталанăвĕнче предпринимательлĕх ĕç-хĕлĕн пĕлтерĕшне ÿстерес,  парикмахерсемпе стиль ăстисене хăйсен пултарулăхне кăтартма тата ăна малалла аталантарма пулăшас тĕллевпе район администрацийĕ çирĕплетнĕ ятарлă йĕркепе килĕшÿллĕн нумаях пулмасть районти парикмахерсем хушшинче  «Ылтăн хачăсем» конкурс иртнĕ.

Кăçал ăна пĕрремĕш хут йĕркеленĕ. Апла пулин те пуçламăшĕ - лайăх, вăл пурне те килĕшнĕ. «Професси енĕпе чи лайăххи» ята çĕнсе илессишĕн çивĕч тупăшăва хăйсем тĕллĕн ĕçлекен  Венера Мальцева /«Венера»/, Анастасия Иванова тата Антонина Григорьева /«Клеопатра»/, Надежда Карсакова /«Надежда»/ парикмахерсем хутшăннă. Анастасия Васильева уйрăм предпринимателĕн «Анастасия» илем салонĕн  чысне Кристина Егорова парикмахер хÿтĕленĕ.

Çынна илемлĕ пулма пулăшакан ăстасем районти культурăпа кану центрĕн фойинче 14 çула çитмен арçын ачасене модăллă прическăна палăртнă вăхăтра тума ĕлкĕрес тесе епле тупăшнипе курма пынисем кăсăкланса паллашнă. Хĕр пикесен каçхинехи - уява каймалли прическине тăвасси илем ăстисен килте пурнăçламалли ĕçĕ пулнă.

Жюри комиссийĕн председателĕ, район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова палăртнă тăрăх, асăннă конкурса йĕркелесе ирттерни малашне районта халăхăн йăла ыйтăвĕсене туллин тивĕçтересси тата çак сферăри малта пыракан опыта аталантарасси çине ырă витĕм кÿме тивĕçлĕ.

С.АНАТОЛЬЕВА.

Сăнÿкерчĕкре: Парикмахерсен тăрăшуллă ĕçĕ мĕнпурин куçĕ умĕнче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика