01 октября 2016 г.
Район прокуратури пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче право йĕркисене пăснине тупса уçса парас тĕлĕшпе право сыхлавĕн органĕсен координаци канашлăвне ирттернĕ.
Канашлăва район прокурорĕ В.Николаев, Раççей Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн начальникĕ Г.Кокшин, экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупцие хирĕç кĕрешекен пай начальникĕ С.Свинин, полицин районти пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан А.Карабурнашев, полицин оперативлă ĕçченĕсем, Раççей Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕн ертÿçи А.Иванов, право сыхлавĕн районти ытти органĕсен ертÿçисем хутшăннă.
Канашлу вăхăтĕнче пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх тытăмĕнчи уголовнăй ĕçсене тупса вĕсене уçса парас ĕçри çитменлĕхсене пĕтересси, çавăн пекех асăннă тытăм ĕç-хĕлĕ пирки пĕлтернисене йышăнасси, вĕсене регистрацилесе пăхса тухасси пирки те калаçу пынă.
Канашлу пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх право сыхлавĕн органĕсем пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнчи преступленисене тупса палăртса тĕпчес енĕпе палăртнă мероприятисем пирки йышăнусем тунă.