01 октября 2016 г.
Ун пек çын çинчен сăмах пуçарсан пин-пин çын ăна тĕрлĕ енлĕ аталаннă талант тесе палăртать. Çапла, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧР Композиторсен ассоциацийĕн членĕ, Раççей Писательсен союзĕн членĕ, «Елчĕк ен» ентешлĕхе йĕркелесе яракансенчен пĕри Николай Сергеевич Карлин хăй вăхăтĕнче колхозра та, шкулта та, ялсенчи культура çурчĕсенче тата Шупашкарти предприятисенче те ĕçленĕ, вăл сăвă та, юрă та çырать, калавсем, балладăсем, легендăсем хайлать. Николай Сергеевичăн çепĕç те чуна пырса тивекен юррисене Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан йăхташсем, халăх хорĕсем, республикăри профессионал коллективсем шăрантараççĕ. Вăл - Елчĕк районĕн гимнĕн авторĕ.
Ахăртнех, Николай музыкант тата культура ĕçченĕ пулмах çуралнă. Аслă Елчĕкре пурăнакан ĕçпе вăрçă ветеранĕ, районти сумлă педагог П.А.Печков аса илнĕ тăрăх, пĕчĕк Коля шкула çÿреме пуçличченех хуткупăс каланă, лайăх юрланă.
- Унăн кукашшĕ, Климентий, иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче Аслă Елчĕкри чиркÿ пачăшкиччĕ. Вăл Пăла тăрăхĕнчи чи чаплă юрăç шутланнă. Коля ашшĕ, Сергей Карлин, Хура Тинĕс флочĕн морякĕ пулнă. Сергей Степанович юрлама кăна мар, картинăсем ÿкерме, ялти йывăç çуртсене илемлетес тĕлĕшпе питĕ ăста çынччĕ. Ашшĕнчен тĕслĕх илсе Коля виçĕ çултах музыкăпа кăсăкланатчĕ, чăваш халăх юррисене шăрантаратчĕ, - çапла каласа панăччĕ пире 40 çул ытла каяллах Аслă Елчĕкри чи ватă çынсенчен пĕри Петр Алексеевич.
Манăн асра - 1969 çулхи çуркунне. Эпĕ ун чухне ВЛКСМ Елчĕк райкомĕнче пай заведующийĕнче ĕçлеме пуçларăм. Шăп вăл вăхăтра паллашрăм та районти культура çурчĕн илемлĕх ертÿçипе. Вырма пуçлансан эпир Николай Карлинпа Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.А.Тимофеев ертсе пыма пуçланă агиткультбригадăна лекрĕмĕр. Пуçланчĕ вара кăсăклă çулçÿрев. Уйăх çурăра эпир тăван районти кашни яла кăна мар, Тутарстан Республикинчи Апас, Пăва тата Теччĕ районĕсенче те пулса куртăмăр. Пирĕн çамрăк баянист тата сăвăç Николай Карлин ун чухне Сĕве юханшывĕн сулахай çыранĕсем хĕррипе вырнаçнă Тăхăръялăн илемне ытараймасăр «Шурă хурăн» сăвă çырчĕ. Тепĕр икĕ-виçĕ кунранах тăватă куплетран тăракан çак сăвă çепĕç те чуна пырса тивекен юрă пулса тăчĕ. Акă унăн пĕрремĕш куплечĕ:
Шурă, шурă хурăн,
Кăтра çивĕтсем.
Сывлăмпа йĕпеннĕ
Сан туратусем.
Пĕррехинче паллă композитор, Шупашкарти музыка училищин теори уйрăмĕн заведующийĕ В.А.Ходяшев Елчĕк районĕнче командировкăра пулнă чух хĕрсен ушкăнĕ шурă хурăн çинчен хайланă юрра шăрантарнине илтнĕ. Виктор Александрович юрă вĕçленсенех Елчĕк районĕн культура пайĕн ертÿçинчен А.Г.Миллинран çак çепĕç юрă мĕнле майпа тата ăçта çурални çинчен ыйтнă.
- Сăввине те, кĕввине те культура çурчĕн ĕçченĕ Николай Карлин хайланă. Вăл малашне те çĕнĕ юрăсем çырма ĕмĕтленет. Питĕ маттур каччă вăл, - мăнаçлансах пĕлтернĕ Шупашкартан килнĕ хăнана Александр Георгиевич.
Часах Ходяшев чĕннипе Миллин пÿлĕмне Н.Карлин хăй пырса кĕнĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе паллашнă хыççăнах Виктор Александрович Николай Карлина Шупашкарти Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме кĕме сĕннĕ. Çапла майпа Аслă Елчĕк каччи студент пулса тăнă. Кунта Н.Карлинăн чи юратнă педагог-наставникĕ В.А.Ходяшев композитор пулнă.
Ăçта кăна ĕçлемерĕ пуль юлашки 40 çул хушшинче манăн чи çывăх юлташăмсенчен пĕри: Шупашкарти «Текстильмаш» производство пĕрлешĕвĕнче, 4-мĕш профтехучилищĕре, Красноармейски районĕнчи Пикшикри вăтам шкулта тата «Заволжская» газ уçлакан станцире. Пур коллективра та Николай Сергеевич ырă йĕр хăварнă. Чи малтанах вăл тăватă е ултă сасăпа юрăсем шăрантарма пултаракан хăватлă хор йĕркеленипе чапа тухнă. Вĕсем пурте «халăх хорĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
Вунултă çул каялла Николай Карлин Самар облаçĕнчи Сергиевск район администрацийĕн ертÿçисем чĕннипе унта вăхăтлăха ĕçлеме тесе тухса кайнă. Кунта пирĕн ентеш часах Хурамал Этелек ялĕнчи культура çуртĕнче чăвашсен «Асамат» юрăпа ташă ансамбльне йĕркелет. Тепĕр икĕ çултанах çак коллектив облаçри халăх пултарулăх коллективĕсен смотрĕнче Гран-при парнене тивĕçет. Çакăн хыççăн Сергиевск район администрацийĕ пуçарнипе Николай Сергеевича Хурамал Этелекре ятарлă çурт лартса панă.
Çакна та палăртар: Н.С.Карлин композитор 250 яхăн юрă кĕвĕленĕ.
Çак уйăхра халăх юратакан композитор, музыкант тата поэт çуралнăранпа 70 çул çитрĕ. Хăйĕн юбилейĕ тĕлне Николай Сергеевич темиçе кĕнеке хатĕрлесе çитернĕ. «Юмах, легенда, баллада» сборник 2000 çул пуçламăшĕнче Шупашкарти «Пегас» издательство çуртĕнче кун çути курчĕ. Ăна хăйне евĕрлĕ илемлĕ картинăсемпе Н.С.Карлинăн çывăх юлташĕ тата ентешĕ, Чăваш халăх художникĕ, ЧР Патшалăх тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ республика премийĕсен лауреачĕ В.И.Агеев илемлетнĕ. Çавăн хыççăн Н.С.Карлина Чăваш халăх поэчĕ Ю.С.Сементер сĕннипе ЧР Профессионал писательсен союзне йышăнчĕç.
Вунçиччĕмĕш çул пурăнать ĕнтĕ Самар облаçĕнче сумлă та мухтавлă Николай Сергеевич Карлин. Манмасть вăл тăван тăрăха, час-часах тăван Чăваш Ене çÿрет. Çавна май канăçсăр ветеран Атăл тăрăхĕнче пурăнакан чăвашсен кăмăл-сипечĕпе характерне, вĕсен çыхăнăвĕсемпе пăшăрханăвне лайăх пĕлсе çитнĕ.
Николай Карлин 1946 çулхи авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче Аслă Елчĕкре колхозниксен çемйинче çуралнă. Шупашкарти «Елчĕк ен» ентешлĕх хастарĕсем кăçал унăн чаплă юбилейне халалласа, пуринчен малтан Чăваш наци библиотекинче пултарулăх каçне йĕркелерĕç.
Чăваш наци конгресĕпе Шупашкарти «Елчĕк ен» ентешлĕх юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче Яков Ухсай культура керменĕнче «Чĕре ялан вунçиччĕре» савăнăçлă каç йĕркелеççĕ.
П.СИДОРОВ.
Николай Карлин юррипе сăввисем
Çичĕ чÿрече
Тÿлек те ăшă çил
Ман тăван ял çинче,
Пур пирĕн савнă кил,
Ун çичĕ чÿрече.
Кашни чÿречинчен
Пăхать пĕрер тăван,
Çав çичĕ чÿрече
Телейлĕччĕ ялан.
Анчах тăван килтен
Саланчĕ çичĕ çул,
Ĕмри иртет иккен,
Миçе-ши иртрĕ çул?
Кашни чÿречинчен
Çав çичĕ çул енне
Халь тинкерет пĕччен
Шур тутăрлă анне.
Пÿрт умĕнчи йăмра
Чÿречерен шаккать,
Чÿречине вара
Анне уçса пăхать.
Тен, вăл чĕнет мана,
Тен, йăмăка чĕнет,
Çичĕ енчен ăна
Хуравласса кĕтет.
Хура-шурне курма
Тÿр килчĕ çÿресе,
Пур манăн талисман -
Вăл çичĕ чÿрече.
Кашни чÿречинчен
Пăхать пĕрер тăван,
Çав çичĕ чÿрече
Ан сÿнтĕр нихăçан.
х х х
Г.Н.Волкова, академика
Эп шкулта кĕнеке курсаччĕ,
Хулăн мар, çемçе хуплашкисем:
«Асанне юмахĕсемччĕ» ячĕ,
Çыраканĕ - Аслă Елчĕксем.
Ÿснĕçем, пĕрре çеç мар тĕл пулнă
Ентеше Пăла çĕршывĕнче,
Мерчен евĕр, пĕрчĕн-пĕрчĕн пухнă
Чăнлăха ун кĕнекисенче...
Шел пулин те, упрама пĕлмеççĕ
Тÿресем чăваш туррисене.
Ăсчахсем Мускав енне вĕçеççĕ
Шырама хăй çăлтăрĕсене.
Улăпсем ниçта та пуç усмаççĕ,
Хăпарма тивсен те тăвалла,
Ма тесессĕн лайăх ăнланаççĕ,
Тăвалла пулсан та - малалла!
Шупашкар урамĕнчех вăл халĕ,
Палăкĕ те сумлă вырăнта,
Пурпĕр çăмăл мар пуль ăраскалĕ -
Пĕр канми тăмашкăн çакăнта.
13.06.2016.
х х х
Йышпа çеç пурнăç лайăх,
Йыш илемне кÿрет этем.
Совет Союзĕн Геройне Александр Филиппович Беляева
Ватă Днепр юхать васкамасăр,
Сивĕ çил авăрсем çавăрать.
Çакăнта виçĕ çул чарăнмасăр
Юнлă вăрçă пушарĕ çунать.
Салтаксем шавламасăр ишеççĕ,
Командирĕ Беляев чăваш.
Ăна пурте кунта хисеплеççĕ -
Вăл хăюллă та паттăр юлташ.
Вутлă çумăр тытса чараймарĕ -
Днепрăн сылтăм çыранĕ умра.
Тăшмана хăратса янăрарĕ
Аслати пек хăватлă - «Ура!»
Сакăр хут тăшмансем хупăрларĕç,
Александр Беляев çарне,
Хĕрĕх пĕрмĕш дивизи чакмарĕ
Сыхласа Украина çĕрне.
Ирĕклĕ аслă Днепр çыранĕ,
Пурпĕрех чун-чĕре макăрать.
Йывăр пулчĕ Беляев суранĕ,
Вăл кунта вăранми çывăрать.
Елчĕкре паттăра астăваççĕ
Ентешсем те лаштра йăмрасем,
Ун çинчен чаплă юрă юрлаççĕ
Кĕмĕл саслă Пăла хумĕсем.
х х х
Тĕнчипе паллă спорт маçтăрне
Ардалион Игнатьев ентешĕме
Кĕрлет стадион аслати пек,
Ура çине тăнă тĕнче.
Кун пек кĕрешÿ пулас çук тек
Австралийĕн тĕп хулинче.
Олимп вăййисем пуçтараççĕ
Пули-пулми мар çынсене,
Кунта çĕнтерме пултараççĕ
Парсассăн мĕнпур вăйсене.
Халех пуçлама йыхăраççĕ
Нумай калаçман тÿресем,
Кĕçех малалла ыткăнаççĕ
Чупса ăмăртан арçынсем.
Чĕре ăнтăлать çĕнтересшĕн,
Ăс-тăн та, вăй-хал ун валли.
Çĕршывăн чапне хÿтĕлесшĕн
Чăваш Йăкăнат Артали.
Ĕнел ялĕнче вăл çуралнă,
Вĕреннĕ шкулта Елчĕкре,
Тăван таврара çунатланнă
Пулма чи малти ĕретре.
Пин-пин сасă витĕр çухалчĕ
Таçта пистолетăн сасси,
Пуçланчĕ, тăванăм, пуçланчĕ,
Эппин, пултăрах пуласси.
Çеккунт юппипе тупăшаççĕ
Пуçри çĕр те пин шухăшсем.
Хăйсен вăйĕпе пулăшаççĕ
Сана халь чи çывăх çынсем.
Ача чухнехи тусусем те,
Фронтран килекен çырусем,
Аçу та, аннÿ те, эпир те,
Çак çут тĕнчери чăвашсем.
Кĕрлет стадион аслати пек,
Ура çине тăнă тĕнче.
Кун пек çĕнтерÿ пулас çук тек
Австралийĕн тĕп хулинче.
х х х
Пĕртăван çар летчикĕсене: Миша, Улатимĕр, Петĕр
Ахмеровсене
Виçĕ кайăк вĕçетчĕç,
Виççĕн пĕр йăваран.
Савăнса тинкеретчĕç
Çĕр çине уçлăхран.
Ашшĕ-амăш ÿстернĕ
Кăйкăр-кайăк пулма,
Çунат хушнă, вĕçтернĕ
Тÿпене ăнтăлма.
Виçĕ мăшăр çунатчĕ,
Виçĕ харсăр чĕре.
Ырă ĕçшĕн çунатчĕç
Çакă çут тĕнчере.
Çăханпа туслашмарĕç
Кăйкăрсем пулнăран,
Никамран хăрамарĕç
Çунатсем вăйлăран.
Çавăнпах тапăнаççĕ
Кăйкăр пек çынсене,
Йăх-яхсем тупăнаççĕ
Вĕсен çулĕ çине.
Сахал мар тĕрĕсмарлăх -
Пурнăç шав хăйне май:
Кĕвĕçÿ, курайманлăх
Пур çĕрте те нумай.
Тÿсеймерĕ пĕр кăйкăр
Çăхансен сассине,
Тек вĕçме тăрăшмасăр
Ÿкрĕ хăй çĕр çине.
Эх! Эс, кăйкăрăм, кăйкăр,
Чи вăйли, чи ăсли,
Кăйкăр амăшĕ, хуйхăр,
Урăх çук сан асли...
Тÿпере халь çÿреççĕ
Икĕ кăйкăр-тăван,
Вĕсене тинкереççĕ
Чĕпписем йăваран.