28 сентября 2016 г.
Производство кăтартăвĕсене çулран çул ÿстерсе пыракан «Комбайн» ялхуçалăх производство кооперативĕнче тăрăшакансене ĕç укçине те тивĕçлипе тÿлеççĕ.
Ĕçлекенсен шалăвĕ кăçалхи çак тапхăрччен те виçĕ хутчен ÿснĕ. Нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕр çыннăн уйăхри вăтам ĕç укçи 15 пин те 786 тенкĕ, çур çулхи кăтартусем тăрăх вăл 16 пин те 732 тенкĕ пулнă пулсан, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 19 пин те 202 тенкĕпе танлашнă. Çапла майпа 8 уйăхри тапхăрта кунта ĕçлекен пĕр çыннăн уйăхри вăтам ĕç укçи 22 процента яхăн ÿснĕ.
- Тивĕçлĕ ĕçшĕн çынна тивĕçлĕ шалу тÿлесси - ĕç параканăн тĕп тивĕçĕ. Унсăр пуçне, пысăк ĕç укçи алла илекен япăх ĕçлесен ăна çухатма пултарасса та пĕлсе тăрать. Çакна ăнланакан кирек епле лару-тăрура та шанăçа тÿрре кăларма тăрăшатех, - тет ялхуçалăх предприятийĕн председателĕ Гурий Федоров.