28 сентября 2016 г.
Пушар хăрушă инкек пулнине пурте лайăх пĕлетпĕр. Çапах та чылай чухне асăрханулăха çухататпăр, хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнасси çинчен манса каятпăр. Вут-кăварпа тимлĕ пулманранах çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать. Мухтав Турра, юлашки çулсенче ун пек хăрушă инкексем районта пулман. Пушар асăрхавĕн тата профилактика ĕçĕн районти уйрăмĕн ертÿçипе Александр Сайкинпа шăпах пушартан мĕнле асăрханмалли çинчен калаçрăмăр.
- Александр Николаевич, халĕ шăпах кунсем сулхăнланма пуçларĕç. Кăмакасене хутмалли тапхăр пуçланчĕ...
- Газпа хутса ăшăнатпăр пулсан та кил-çуртра, мунчапа паварсенче кирпĕч кăмакасемпе куллен усă куратпăр. Çакна манса каяр мар: кăмакасемпе каланккасем умĕнче тимĕр листин татăкне вырнаçтармалла, кăмакасемпе тĕтĕм çулĕсене штукатурка тумалла, шуратса тăмалла. Енчен те тĕтĕм çулне асбестран тунă пулсан, ăна хĕллехи сивĕ çанталăкра пăхса тăмалла - вăл çурăлма пултарать. Кăмакапа çуртăн йывăç стени хушшинче ятарлă хушă пулмалла, стенана çунман материалсемпе хÿтĕлемелле. Пушарсем мунча хутнă чухне тухнине шута илсен вĕсене пăхса тăмалла, ачасене мунча хутма шанмалла мар.
- Пĕчĕк ачасене килте пĕччен хăварма юраманнине кашни ашшĕ-амăшĕ лайăх пĕлет. Енчен те ача килте пĕччен юлчĕ пулсан?
- Чи малтанах ашшĕ-амăшĕн çунса кайма, шыв илме тата ытти инкексем пулма пултарассине шута илмелле. Енчен те ача телефонпа усă курма пĕлет пулсассăн номерăра пысăк цифрăсемпе хут листи çине çырса курăнакан çĕре çакса хумалла. Çивĕч самантра пĕчĕк ача çывăх çынна шăнкăравласа илме пултарни – чи хакли. Ача-пăча пĕтĕм япалапа интересленнĕрен вĕсемпе хăрушлăх кăларса тăратакан япаласем пирки те час-часах калаçмалла, шăрпăк, зажигалка, электричество шнурĕсемпе розеткисем пушар кăларма пултарнине асăрхаттарсах тăмалла. Май пулсан ачасене кÿршĕсене, çывăх тăванăрсене парса хăварма тăрăшмалла е хваттере çывăх çыннăрсене ачăрсене пăхма чĕнмелле.
- Александр Николаевич, эсир районти яваплă службăсемпе «Пурăнмалли çурт-йĕр» программăпа килĕшÿллĕн ялсенчи ватăсем патĕнче, сахал тупăшлă, нумай ачаллă, ăнăçсăр çемьесенче пулатăр, мĕн асăрхатăр?
- Ял çыннисемпе курнăçса профилактика калаçăвĕсем йĕркелесси çирĕп йăлана кĕчĕ. Темĕнле лару-тăрура пурăнакан та пур пирĕн хушăра. Кăмакисем юсавсăр, электрооборудовани кивелнĕ хуçалăхсем уйрăмах йышлă. Вĕсене асăрхаттаратпăр, çитменлĕхсене пĕтерме хушатпăр. Вут-çулăм шÿте юратманнине ăнлантаратпăр.
- Шкул ачисемпе те калаçу тăтăшах йĕркелетĕр пулĕ?
- Çапла. Вĕренÿ учрежденийĕсенче пулса шкул ачисене пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене вĕрентетпĕр. Енчен те «хĕрлĕ автан» алхасма пикенсен хăйсене мĕнле тытмаллине тĕплĕн ăнлантаратпăр. Кашни ача огнетушительпе усă курма пĕлтĕр тесе тăрăшатпăр. Çулсеренех вĕренекенсем хушшинче «Неопалимая Купина» конкурс йĕркелетпĕр. Сочиненисен, ÿкерчĕксен конкурсĕсене йышлăн хутшăнни савăнтарать. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсемпе парнесем парса чыслатпăр.
Çавăн пекех ача садне çÿрекенсемпе шкул ачисем Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар чаçне экскурсие килсех тăраççĕ. Кунта пушарнăйсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштараççĕ, ачасем шăрпăкпа выляни хăрушă инкек патне илсе пынине тĕплĕн ăнлантараççĕ. Вĕренекенсем вут-çулăма хирĕç кĕрешессинче усă куракан техника хатĕрĕсемпе кăсăкланса паллашаççĕ, пушар сÿнтерекенĕн тумĕсене те тăхăнса пăхаççĕ.
- Александр Николаевич, хальхи вăхăтра районта пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе лару-тăру мĕнлерех?
- Кăçал районта 10 пушар пулнă /пĕлтĕр – 11/. «Хĕрлĕ автан» 810 пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăрти тăкак - 1200 пин тенкĕ. Пушарсем ытларах пурăнмалли секторта тухнă. Тĕп сăлтавĕсем - электрооборудованипе, кăмакапа усă курнă чухне пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнманни, çулăмпа асăрханусăр пулни. Çавăн пекех юсавсăр транспорт хатĕрĕсене усă курни те инкек патне илсе пынă.
Хисеплĕ граждансем! Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене яланах асра тытмалла. Вĕсене пăхăнни сирĕн сывлăхăра, пурнăçăра тата пурлăхăра сыхласа хăварма май парать. Пушар е ытти чрезвычайлă лару-тăру тухнине асăрхасанах 01 телефонпа е карас телефонĕпе 112 е 101 номерсемпе пĕлтерме ыйтатпăр. Ун пек чухне кашни минут шутра. Пурнăç пуриншĕн те хаклă.
- Калаçушăн тавах, Александр Николаевич.
- Хăвăра тавтапуç.
В.КИРИЛЛОВА калаçнă.
Сăнÿкерчĕкре: А.Сайкинпа Елчĕкри ВДПО председателĕ О.Патшина «Неопалимая Купина» конкурс çĕнтерÿçисемпе тата призерĕсемпе.