Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçчен, пуян чун-чĕреллĕ Антоновсем

28 сентября 2016 г.

Ĕçчен, пуян чун-чĕреллĕ Антоновсем

Элекçей Тимеш ялĕнчи Антоновсен çемйи паянхи ырлăх-пурлăхлă пурнăçа нумай çул хушшинчи кашни кунхи ырми-канми ĕçĕпе тивĕçнĕ. Ĕçчен мăшăр - Александр Михайловичпа Светлана Николаевна çĕрне-кунне, канлĕх мĕнне пĕлмесĕр вăй хунине пĕтĕм ял-йыш пĕлет, курать.

Çамрăклах ашшĕпе амăшĕн хÿттисĕр тăрса юлнă çемьери 10 пĕртăванăн пурнăçĕ çăмăл килмен. Ашшĕ 44 çултах вилнĕ,  чире пула амăшĕ те  48 çултах пурнăçран уйрăлса кайнă. Шуркка - тăваттăмĕш ачи, амăшĕ вилнĕ чухне вăл салтакран таврăнайнă анчах. Ыттисем пĕри тепринчен çамрăкрах.

- Чи кĕçĕнни - Оля, пĕрремĕш класа кайрĕ, - салхуллăн иртнине аса илчĕ  ун чухне çĕнĕ кин пулнă Светлана.

...Салтакран таврăнсан ялти кирпĕч заводне ĕçе кайса кĕнĕ Александр Михайловичăн никамран  пулăшу кĕтмелли шанăç пулман. Аслисем çемье çавăрса хăйсем те тин ура çине тăма пуçланă, кĕçĕннисене - хăйсене пулăшмалла. Пурнăç çулĕпе алла-аллăн тытăнса утма суйласа илнĕ  мăшăрĕ, ĕçрен хăраман хĕрарăм, арçын шухăшĕпе килĕшекен тата ăна пулăшакан  çын пулни ăна хăрамасăр пысăк ĕçсене пикенме хистенĕ. Çамрăк мăшăр виçĕ çул ытла тĕп килте пурăннă хыççăн  уйрăлса тухса çĕнĕ çурт-йĕр хăпартнă. Пурнăçа сыпăнтарса пырас тесе килти хушма хуçалăхра хĕлĕн-çăвĕн йышлă выльăх-чĕрлĕх усранă. Ун чухнех вĕсем пĕр харăс 5-6 ĕне сунă, вăкăрсемпе сыснасем самăртса сутнă, сурăхсем ĕрчетнĕ. Сергей тата Миша ывăлĕсене те мĕн ачаран ĕçе хăнăхтарса ÿстернĕ. Ашшĕпе амăшĕ ĕçре пулнă вăхăтра килти выльăх-чĕрлĕхе апатлантарассипе айсарăмне тасатассине тата ытти ĕçсене пурнăçлассине вĕсем пĕтĕмпех хăйсем çине илнĕ. Яваплă ĕç вырăнĕсенче тăрăшакансен киле кая юлса таврăнасси те час-часах пулнă.  Водительте вăй хунă Александр Михайлович çуллахи вăхăтра уй-хиртен таврăнма пĕлмен, хĕлле вара вăрман турттарнă. Пĕр сăмахпа, пĕр кун та рейса каймасăр юлман.

- Автомашина чăхăмласан та  килти картишĕнче çĕрлехи вăхăтра  çутă çутса юсанă. Ирхине пĕрех ыттисенчен малтан ĕçе çитнĕ, - тет  мăшăрĕ ун пирки. Хăй, медицина училищинчен вĕренсе тухнăскер, нумай çул сывлăх хуралĕнче тăрăшнă, чун ыйтнипе суйласа илнĕ тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă, чирлесе пулăшу ыйтма пынисен умĕнче ят-сума тивĕçнĕ.

...Икĕ алă вăйĕпе ĕçлесе ырлăх-пурлăх пухнă Антоновсем куллен кирлĕ таварсемпе сутă тăвакан лавкка уçни те 12 çул иртрĕ. Хăтлă та тирпейлĕ лавкка хуçисем ял çыннисен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Кунти ĕçсене йĕркелесе пырассине вĕсем ытларах Марина кинне шаннă. Тараватлă та уçă кăмăллă çамрăк хĕрарăма лавккана тавар туянма пыракансем те юратаççĕ, хисеплеççĕ. Пуçаруллă, ĕçрен хăраман пăяташшĕпе пăянамăшĕ вара хăйсем çине тепĕр пысăк ĕç илнĕ: унччен ялти пуçламăш шкул пулнă территорие харпăрлăха илсе ферма йĕркелесе янă. Фермер ĕçне пикенме шут тытнă кил хуçипе Сергей ывăлĕ малтан çĕнĕ вите тумаллине ăнланнă. Выльăх-чĕрлĕхе мĕнле условисенче усрама кирлине Александр Михайлович лайăх ăнланать пулин те, строитель пулма ятарласа вĕреннĕ Сергей ывăлĕн сĕнĕвĕсене тĕпе хунă. Тăватă çул каялла туса лартнă вите меллĕ те пулса тухнă - хăмаран хăпартнă маччасем пĕрре те йĕпенмен, халь тунă пек сап-сарă. Витене сĕт пăрăхĕ, сивĕтмĕш вырнаçтарнă. Фермăри пек те мар кунта, хăтлă та тирпейлĕ. Вите чÿречисем килти пек çап-çутă, таса.

- Районти ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен фермисен çывăхĕнче илемлĕ чечек-курăк çитĕнни çинчен эсир район хаçачĕн страницисенче тăтăшах аса илсе шăрçаланине шута илсе малашне эпир те территорие хăтлăрах тăвасси, тирпей-илем кĕртесси çинчен шутлатпăр, - тет Светлана Николаевна. Кил хуçи хĕрарăмĕ пире çитес çулхи çуркуннерен тытăнса чечексем акса çитĕнтерме уйăрнă вырăна кăтартрĕ. Антоновсем хăйсен харпăрлăхĕнчи территорире кÿлĕ чавма та ĕлкĕрнĕ, кунта вĕсем епле пулă ĕрчетнине куртăмăр.

Çемье ферминче выльăх-чĕрлĕх хисепĕ кашни çул хутшăнса пырать. Хальхи вăхăтра кунта 65 пуç ĕне выльăх шутланать, çав шутран 26-шĕ - сăвăнакан ĕнесем. 

Хăтлă витене вырнаçтарнă кашни ÿсĕмри ĕне выльăха уйрăм пăхаççĕ. Ку чухне зооветеринари йĕркисене çирĕп пурнăçласа пырассинчи яваплăха Светлана хăй çине илнĕ. Медицина ĕçченĕ пулни те ăна çак ĕçе пĕлсе пурнăçласа пыма май парать. Сывă выльăх çитĕнтерес тата вĕсенчен кирлĕ таран продукци туса илес тесен, паллах, пăрулаттаракан уйрăмри ĕнесемпе пĕчĕк пăрушкасене уйрăм тимлĕх кирлĕ. Самăртакан ушкăнри ĕне выльăх умĕнче такана тулли паха апат. Авăн уйăхĕ тăтăш çумăрлă тăнине пула ферма тенĕ çĕрте пылчăксăр та мар. Апла пулин те ĕне выльăхсене лайăх пăхни куç умĕнче - вĕсем таса. Мĕнпур пек кирлĕ апата та рационпа килĕшÿллĕн тăрантараççĕ. Сивĕ хĕл кунĕсем алăкран килсе шаккасран та хăрамалли çук. Утă-улăма, сĕтеклĕ апатсене çителĕклĕ таран саппасланă. Унсăр пуçне, жмыхпа урпа хывăхне тата ытти минераллă апатсене те кирлĕ таран туянаççĕ.

Фермăра ĕçлеме ют çынсене тара тытман вĕсем, кашни кунхи ĕçе хăйсен çемйипе пурнăçласа пыма вăй-хал çитереççĕ. Ашшĕпе Сергей ывăлĕ кун каçа тенĕ пекех фермăра. Светлана Николаевна хăçан канать-ши? Ыйхи çук, тейĕн. Çынсем тутлă ыйхăпа çывăрнă вăхăтра вăл ура çинче ĕнтĕ. Ирхине 4 сехетре фермăна çитет, ĕнесене сума хатĕрлет. Александр Михайлович кашни кун сунă сĕте, вăл 400 килограмран кая мар пулать, Елчĕкри сĕт-çу заводне леçет. Ăна вăл усламçăсем килсе илессе кĕтсе лармасть. Мал ĕмĕтлĕ, мĕн пуррипе анчах лăпланса ларма пултарайманскерсем, кăçал анчах ферма территорийĕнче пысăк гаражсем хăпартса лартрĕç.

- Кирлĕ мĕнпур техникăна та хамăр туяннă. Çавăнпа вĕсене ытларах вăхăта упрас тетпĕр, - тет Александр Антонов.

Ĕçчен çынсенчен ĕç хăраса тăрать. Вĕсем арендăна илнĕ çĕр лаптăкĕсемпе те усă  кураççĕ. Унта, тĕпрен илсен, выльăх апачлĕх культурăсене çитĕнтереççĕ. Унсăр пуçне, хăйсен тата тăванĕсен 2,5 гектар çĕрĕ çинчен кăçал та тухăçлă севок пухса кĕртнĕ.

Сăмах май, вĕсен кĕçĕн ывăлĕ Миша çемйипе хулара пурăнать пулсан та тăтăш ялта. Хăш-пĕр çынсем пек канма мар, ятарласа ĕçлеме, пулăшма килеççĕ. Настя кинĕ те Маринăран кая мар ĕçчен. Светлана Николаевнăпа Александр Михайлович 5 мăнукĕпе савăнаççĕ. Стас, Руслан, Арсений, Матвей, Милана - асламăшĕпе аслашшĕн чун йăпатмăшĕсем, вĕсене мал ĕмĕтпе пурăнма, тата тăрăшса ĕçлеме хавхалантаракансем. 

...Антоновсем чун-чĕрипе те пуян çынсем. Вĕсем никамран пĕр тенкĕ укçа пуçтарса çÿремесĕр, хăйсен чун-чĕрин хистевĕпе сăваплă ĕç тунă - ял варринче кĕлĕ тумалли вырăн - часавай туса лартма та пултарнă.  Ял-йыш малтан çакăн çинчен пĕлнĕ хыççăн епле савăннине каласа кăтартма сăмах çитмест.

Пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă ашшĕпе амăшĕн - Михаил тата Анастасия ячĕсене асра тытса хуйхăллă çынсене лăплантаракан Турă Амăшĕн праçникĕ ячĕпе /ноябрĕн 6-мĕшне килекен Элекçей Тимеш ялĕн престол уявĕ/ хисепленекен часавая Турă пулăшнипе кĕске вăхăтра хута янă.

- Часавай тăрринчи хăватлă хĕрес  ирхине-ирех куçа йăмăхтармалла çуталса ялкăшма тытăнни яла инкек-синкекрен, усал-тĕселтен сыхласа тăнăн туйăнать, - теççĕ ял çыннисем.

Чиркÿ настоятелĕсем вĕрентсе каланă чухнехи асра юлнă: «Çынна Турă патне илсе пыракан çул тĕрлĕрен. Вĕсем мĕскĕнсене пулăшаççĕ, халăхшăн тăрăшаççĕ, турăшсем тутараççĕ». Апла пулсан, Антоновсем - Александр Михайловичпа Сергей ывăлĕ Турра хăйсемпе усă курма ирĕк панă çынсем, çапла майпа вăл вĕсене ялта пысăк палăк лартма ирĕк панă. Турă та вĕсен çулне уçсах пырать... 

Светлана АРХИПОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕнче: Антоновсем - ашшĕпе ывăлĕ кашни куна хĕрÿ ĕçре ирттереççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика