Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паха вĕри апат - сывлăх тĕрекĕ

24 сентября 2016 г.

Паха вĕри апат - сывлăх тĕрекĕ

Юлашки çулсенче районти шкулсенчи столовăйсем çĕнелсех, пуянлансах пыраççĕ. Вĕренекенсен 100 проценчĕ /районта 1913 шкул ачи/ куллен пĕрре е икĕ хутчен апатланать.

Патреккелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул - районта чи çĕнни. 2009 çулта хута янăскер, инçетренех илемлĕн çуталса ларакан вĕренÿ учрежденийĕ хăтлăхĕпе, ăшăлăхĕпе кирек кама та тыткăнлать. Шкул ачасен хаваслă сассипе кĕрленине илтсен чун савăнать. Кунта 121 ача пĕлÿ пухать.

Акă виççĕмĕш урок вĕçленнине систерсе шăнкăрав шăнкăртатрĕ. Пĕрремĕш хутра вĕренекен пуçламăш класс ачисем столовăйне васкарĕç. Утса каякансем сахалрах, ытларахăшĕ чупаççĕ.

- Хырăмăрсем выçрĕç-им? - тетĕп вĕсене.

- Аха, - теççĕ пĕринчен тепри сывлăх сунса.

Çутă столовăйра апатланма питĕ меллĕ. Сĕтелсем хушшине тăватшар ача вырнаçнă. Стена çинче эрнери менюпа паллашма май пур.

- Тутлă пĕçереççĕ-и? - ыйтатăп виççĕмĕш класра вĕренекенсенчен.

- Питĕ тутлă, - теççĕ  пурте пĕр харăссăн.

Вĕренекенсем икĕ сменăпа апатланаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрĕ шкулта вĕри апат çитĕр тесе уйăха 450 тенкĕ тÿлет. Пĕр инвалид ачана тÿлевсĕр çитереççĕ.

- СанПинпа килĕшÿллĕн менюна улăштарсах тăраççĕ. Çăкăр, аш-какай продукчĕсене «Прогресс» АХОран, улма-çырлана А.Сыкин уйрăм предприниматель лавккинчен туянатпăр, - пĕлтерет Ольга Петрова директор.

Поварсем хальхи йышши технологи çинче никĕсленнĕ оборудованисемпе тухăçлă ĕçлеççĕ кунта. Светлана Сергеева поварпа ăна пулăшакан Даша Максимова ачасене паха апат çитерес тесе тимлеççĕ. Апат пахалăхне Алина Можаева медсестра тĕрĕслесе-сăнаса тăрать. Апат хакĕ ÿссе ан кайтăр тесе кашни ашшĕ-амăшĕ çĕрулми илсе килсе панă. Ытти пахча çимĕçе, калăпăр, купăстана, хĕрлĕ чĕкĕнтĕре, хăярпа помидора вĕренекенсемпе вĕрентекенсем хăйсем шкул пахчинче ÿстереççĕ. Çăвĕпе вĕсене çумкурăкран тасатаççĕ, шăвараççĕ. Кăçал ытти çулхинчен ăнса та пулнă иккен.

Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти столовăй ĕçĕпе паллашма çитнĕ çĕре шкул ачисем апатланнăччĕ ĕнтĕ. Людмила Мешкова повар хĕрсе кайсах кишĕр туратчĕ. Халĕ кăна илсе панă çĕнĕ мясорубка поварăн ĕçне самай çăмăллатать. 132 ачана кишĕр салачĕ çитерме алă вĕççĕн нумай турамаллаччĕ-ха.

Столовăйри оборудованисем çĕнĕ мар. Çавна май повар сĕтел-пукана, хурана улăштарасса кĕтет.

- Çĕнĕ вĕренÿ çулне кухньăри чÿречесене улăштартăмăр. Çывăх вăхăтра апатлану залĕнчи чÿречесене улăштарма палăртнă. Вара зал аван çуталмалла, - пĕлтерет  директорăн çумĕ Тамара Никонова.

Аслă Елчĕксем ачасене вĕри апат çитерме ашшĕ-амăшĕнчен 7-11 çулхисемшĕн 460 тенкĕ, 12-17 çулхисемшĕн 480 тенкĕ пухаççĕ.

- Вĕренекенсем ытларах иккĕмĕш блюдăсене кăмăллаççĕ. Çапах та  менюна эрнере пĕрре яшка та кĕртетпĕр, - тет Людмила Мешкова повар.

Вĕренекенсем вĕри апата виçĕ сменăпа çиессине йĕркеленĕ. Пĕр кунри апат хакĕ вăтамран 20 тенкĕпе танлашать.

Людмила Алексеевна тутлă пĕçернипе ачасем кăна мар, учительсем те кăмăллă. Пĕчченех тăрăшать вăл кунта.

Пахча çимĕçне хăйсем туса илеççĕ. Аш-какай, çăкăр-булка, макарон изделийĕсене туянассипе «Акатуй» лавккапа /ертÿçи В.Падуев/ килĕшÿ тунă. Ачасем ытларах чăх какайне, сосискине кăмăлланине палăртать повар.

 

Хаклав

Валентина БОРИСОВА:

- Пирĕн Максим мăнук Патреккелĕнчи шкулта виççĕмĕш класра вĕренет. Вăл шкултан килсенех паян тутлă апат çитерни çинчен каласа парать. Ачасене вĕри апат çитерни питĕ лайăх. Лавккана чупса тĕрлĕ чипс, кириешки туянманни паха.

 

Эльвира ФЕДОРОВА:

- Манăн Мария хĕрĕм пиллĕкмĕш класра вĕренет. Шкулта вĕри апат çитернĕшĕн савăнатăп. Малтанах  шкулта ирхи апат та çитерме палăртнăччĕ. Ашшĕ-амăшĕ хирĕç пулчĕ: ачасене ирхи апат çитермесĕр шкула кăларса ямастпăр вĕт. Кăнтăр апатне вĕри апат çитернипе кăмăллă эпир. Менюра тăтăшах пахча çимĕç салачĕ, улма-çырла компочĕ пур. Ашшĕ-амăшĕнчен уйăхра пухакан укçа-тенкĕ пысăках мар. Ача куллен вĕри апат çиет, укçана организма сиен кÿрекен ăпăр-тапăр туянса пĕтермест.

В.КИРИЛЛОВА.

Сăнÿкерчĕкре: Патреккел шкулĕнчи повара пулăшакан Д.Максимовăпа С.Сергеева повар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика