24 сентября 2016 г.
Тивĕçлĕ канăва тухнă çынсем пушă вăхăта тĕрлĕрен ирттереççĕ. Пĕрисем килти хуçалăхра ĕçлесе кун кунлаççĕ, çын çине сахал тухса çÿреççĕ. Иккĕмĕшĕсем килти хуçалăха тытса пыма та, общество пурнăçне хутшăнма та вăхăт тупаççĕ. Елчĕкри культура çурчĕ çумĕнчи ветерансен «Туслăх» ятлă хорĕн членĕсем пирки шăпах çакăн пек калама пулать.
Ветерансен хорĕ 2010 çулта йĕркеленнĕ. Ăна «Елчĕк районĕнчи централизациленĕ клуб системи» культурăн муниципаллă бюджет учрежденийĕн пултарулăх руководителĕ Иван Шурбин ертсе пырать. Çиччĕмĕш çул ĕнтĕ ĕç коллективĕсене, ялсене концертсемпе тухса çÿрет, фестивальсемпе конкурссене хутшăнать. Пур çĕрте те коллектива хапăл туса кĕтсе илеççĕ. Куракансем хор коллективĕн пултарулăхĕ ÿссе пынине палăртаççĕ. Çакна тĕрлĕ конкурссемпе фестивальсенче çĕнсе илнĕ Хисеп хучĕсем те çирĕплетеççĕ. Акă, Шупашкарти «Салют» культура керменĕнче хор коллективĕсен регионсем хушшинчи чемпионачĕ «Ватă çынсем чĕрепе çамрăк» ятлă концерт программипе иртнĕ. Жюри Елчĕксен професси ăсталăхĕ пысăк пулнине палăртнă, Тав çырăвĕпе чысланă.
2015 çулта Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарас умĕн ветерансен юрă творчествин «Çуркуннехи çак кун манăçа тухас çук» республикăри фестивальне хутшăннă, «Хор коллективĕсем» номинацире Чăваш Республикинчи Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин Дипломне тивĕçнĕ.
Хор коллективĕ кашни çулах районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕн сцени çине тухать, район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçет. Районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен кашни кварталта иртекен пленумĕн участникĕсене хитре юрăсемпе те савăнтарать.
Хор репертуарĕнче чăваш, вырăс халăхĕсен юррисем те, уйрăм авторсем кĕвĕленĕ хайлавсем те пур. Куракансем районта ĕçлесе пурăннă Николай Краснов юррисене кăмăлласа йышăнаççĕ.
Хор коллективĕпе пирвайхи кунран пуçласа паянхи кунчченех Иван Шурбин ĕçлет. Ятарлă аслă пĕлÿ илнĕ вăл. Хор тăватă сасăпа юрлама пултарнинче унăн тÿпи калама çук пысăк.
Хора çÿрекен ытти участниксем пирки уйрăммăн чарăнса тăрас килет. Янăравлă та уçă сасăллă Лидия Васильевна Траншкинăна районта пĕлмен çын çук та пулĕ. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех районта культура ĕçĕнче пулнă. Пысăк концертсем унăн юррисемсĕр иртмен. Халĕ те вăл хор коллективĕн активлă членĕ.
Галина Трофимовна Московская та Шупашкарти Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищине пĕтернĕ хыççăн Елчĕкри ачасен искусство шкулне ĕçлеме килнĕ. Кунтанах тивĕçлĕ канăва кайнă. 2010 çултанпа хорта юрлать.
Вера Ивановна Васильева аслă шкул пĕтернĕ хыççăн 32 çул ялхуçалăх управленийĕн тĕп зоотехникĕ пулнă. Вăл та ыттисем пекех мĕн пĕчĕкрен юрлама юратнă. 2011 çултанпа хора çÿрет.
Елена Алексеевна Козлова аслă пĕлÿ илнĕ, нумай çул районти вăрлăх инспекцине ертсе пынă. Вăл тата унăн мăшăрĕ Петр Федорович Козлов - хорăн активлă членĕсем.
Елена Пантелеймоновна Уразгильдина, Дария Павловна Кудряшова, Елена Вениаминовна Алексеева тивĕçлĕ канăва тухичченех Елчĕкри тата Таяпа Энтринчи шкулсенче ачасене вĕрентнĕ, воспитани панă. Елена Ивановна Николаева «Сказка», «Солнышко» ача сачĕсенче воспитательте, Василий Александрович Ксенофонтов Елчĕкри ача сачĕсенче баянистра ĕçленĕ. Елена Николаевна Савинова хăй вăхăтĕнче райпо председателĕн заместителĕ пулнă, халĕ предприниматель ĕçĕпе пурăнаканскерĕн пушă вăхăт та сахал. Анчах хора çÿреме ăна тупатех.
Хор коллективĕн старости София Витальевна Тинякова, Тамара Александровна Ишмуратова, Галина Витальевна Чернова, Нина Ивановна Сивкова, Лилия Борисовна Шурбина, Валерий Николаевич Архипов, Олег Иванович Федотов культурăра тата ытти çĕрте ĕçлеççĕ. Çĕнĕ юрă вĕренме е концерт лартма каймашкăн йыхравласанах чуна уçакан юрă ытамне васкаççĕ. «Туслăхра» вĕсем чунпа ватăлмаççĕ.
Н.АЛЕКСЕЕВ.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.