Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăрчăкан пек вăр-вар, хастар

24 сентября 2016 г.

Пăрчăкан пек вăр-вар, хастар

Ирхине тăватă сехет çитнине систерсе шаккарĕ пÿлĕмри сехет. Лена вара  вырăн çине  пуçне хурса та ĕлкĕреймерĕ. Çĕрĕпе ыйхă килмерĕ унăн. Çавăнпа та кил-çуртне тирпейлерĕ. Унтан хăяр-помидор тăварларĕ, ăнса пулнă çырласенчен компот хатĕрлерĕ. Çĕрле те фермăна кайса килчĕ. Пушмак пăру  пăрулама тапратнă та, хуралçă пĕччен нимĕн те тăвайманнине пĕлтерсен, кĕрхи çумăра пăхмасăр  фермăна васкарĕ.  Кĕр кунĕсем ахаль те тĕттĕм, хунар çутмасан урамра нимĕн те курăнмасть. Çулĕ те çывăхах мар. Чылайранпа такăрлатакан сукмака куç хупса пĕлнĕрен  вăшăл-вашăл утрĕ Елена Геннадьевна. Фермăра тепĕр чун хутшăннăшăн хĕпĕртесе таврăнчĕ килне. Çын пулăшăвĕсĕр пăрулаймастчĕ çамрăк ĕне. Çавăнпа хыçне пăрахичченех кĕтсе тăчĕ ферма заведующийĕ.

Кĕркунне часах çутăлмасан та картари выльăх-чĕрлĕхе ирех вăратать кил хуçи хĕрарăмĕ. Чи малтанах ĕнине сурĕ. Усламçăсем «шурă ылтăна» ир-ирех килсе илеççĕ. Ĕçе кайиччен ытти ĕне выльăхĕсене, чăх-чĕпне тăрантарчĕ, кил  картине тирпейлерĕ.

Ултă сехетре фермăна çитрĕ Елена Карсакова заведующи. Кашни витери ĕçсемпе  тĕплĕ паллашрĕ, выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ĕç-хĕлĕпе интересленчĕ. Коллективра 23 çын тăрăшать. Елена Геннадьевна кашнийĕнпе пĕр чĕлхе тупма тăрăшать. Кирлех пулсан хăшĕ-пĕрне тепĕр чухне хытăрах калама та тивет, тепринче мухтама та пултарать. Тÿрĕ кăмăлпа вăй хуракан заведующи ячĕшĕн ĕçлекенсене кăмăлламасть.

- Шанса панă ĕçре кашнийĕн яваплăха туймалла. Тухăçлă вăй хурсан шалăвĕ те ÿсет. Хуçалăх аталанăвĕнчен килет ял çыннин пурнăç шайĕ, - тет Елена Геннадьевна çирĕппĕн.

Хуçалăхра 520 пуç ĕне выльăх. Сăвăнакан ĕнесем 166 пуç .Вĕсене 4 доярка сăвать.

- Унччен район хаçатĕнче кашни хуçалăх куллен миçе килограмм сĕт суса илнине пĕлтерекен сводка пичетленетчĕ. Халĕ эпир кÿршĕсем мĕнле ĕçленине те пĕлместпĕр. Камсемпе ăмăртса ĕçлемелле? Камсен ĕç опычĕпе паллашмалла? «Паян кам малта?» сводкăна пичетлĕр-ха, - теççĕ дояркăсем пĕр шухăшлăн.

Тĕмерсем хальхи вăхăтра куллен пĕр ĕнерен 15 килограмм ытларах сĕт суса илеççĕ.

Елена Геннадьевна ирхи ĕçсемпе паллашнă хыççăн хуçалăх правленине кĕчĕ. 6 сехет те 30 минутра ялхуçалăх производство кооперативĕн ертÿçин кабинетĕнче ĕç хушăвĕ иртрĕ. Кулленхи ĕç планĕпе паллашнă хыççăн ферма заведующийĕ умри тĕллевсене пурнăçлама тытăнчĕ. Ĕне витинчи шыв шăваркăчне улăштармалла, тырă тиеттермелле... Елена Карсаковăна ялта «колхоз лаши» тесех калаççĕ. Ара, ферма заведующи кăна мар вăл, бригадир та, кладовщик та хăех. Кирлех пулсан, ветеринар та, техник-осеменатор та.  Тепĕр чухне, мĕн пытармалли, навусне те хăй кăларать, ĕнине те сăвать. Тытса туман ĕçĕ çук Елена Геннадьевнăн.

Раиса Ивановнăпа Геннадий Васильевич Уткинсен йышлă çемйинче çуралса ÿснĕ Лена. Аслă хĕрĕ сакăр класс пĕтерсен Калуга облаçне овощевода вĕренме каяссине пĕлсен ашшĕпе амăшĕ хирĕçлемен. «Ялта кирлĕ професси, çĕр çыннин ĕçĕ сумсăр мар», - тенĕ вĕсем.  Хĕрне çăмăл пулмассине ăнланнă пулсан та ачаран ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕскер ята ярас çуккине ĕненнĕ ашшĕпе амăшĕ. Чăн та, дипломлă хĕр тăван ялах таврăннă. Сăнĕ-пичĕпе илемлĕ, пăрчăкан пек вăр-вар хĕре ялти маттур каччăсем тÿрех асăрханă. Тепĕр уйăхранах чăвашсен авалхи йăлипе Ленăна Валерий Карсаков вăрласа кĕнĕ. 18 çулхи пике харсăр пулнăран упăшкин ашшĕ-амăшне те пит килĕшнĕ.

Часах çамрăк мăшăр тĕп килтен уйрăлса тухса йывăç, каярахпа пысăк кирпĕч çурт лартнă. Ленăна «Знамя» колхозăн пĕрремĕш комплекслă бригадинчи пахча çимĕç бригадине ертсе пыма шаннă. Иртнĕ ĕмĕрĕн сакăрвуннăмĕш çулĕсенче 39 гектар çинче мĕн кăна çитĕнтермен Тĕмерсем? Сухан-севок, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, кишĕр, хăяр, купăста ÿстерсе патшалăха сутнă.

- 15 хĕрарăм пайпа вăй хуратчĕ. Амăшĕсем çумĕнче ачи-пăчи  çĕр ĕçне юратма вĕренетчĕ. Çемьесем шăкăл-шăкăл калаçса тăрăшни кăмăла çĕклетчĕ, - аса илет Елена Геннадьевна.

1992 çултан хуçалăх пахча çимĕç çитĕнтерме пăрахнă. Еленăн ирĕксĕрех юратнă профессипе сывпуллашма тивнĕ. Вăл шкула техничкăна, буфетчицăна вырнаçнă. Тăватă çултан каллех колхоза чĕннĕ. Тăрăшуллă хĕрарăма ял бригадине ертсе пыма уйăрса лартнă. 1999 çултан Елена Карсакова - «Труд» хуçалăхăн хисеплĕ ĕçченĕ. 2002 çултанпа кладовщик тивĕçне те чыслăн пурнăçлать. 2013 çулхи май уйăхĕнче пултаруллă хĕрарăма вăхăтлăха тесе фермăна ертсе пыма ыйтаççĕ те мĕн паянхи кунччен  вăл шанăçа тÿрре кăларать.

Елена Карсакова Питравра тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Анчах кам калĕ ăна пенсире тесе; Эпĕ унпа тĕл пулма кайнă кун, шăпах хуçалăхра хĕрсех кĕрхисене акатчĕç те, Э.Германова агрономпа иккĕшех  вăрлăх тиетчĕç. Тулли тырă миххисем  вĕсен аллисенче вылянатчĕç кăна.

Кунĕпе ĕçре тăрмашса вăхăт иртнине те сисмест хĕрарăм. Тепĕр чухне апат çиме те манать.

- Лена, кăштах канса лар-ха, - теççĕ урамри кинемисем килне васкакан заведующине.

- Канма май çук. Сирĕн çула çитсен канăп-ха кăштах. Халĕ ĕçлемеллех. Картишĕнчи выльăхсем эп килнине сиссе, авă, сасă параççĕ, - тесе кăмăллăн калаçса иртет Елена Геннадьевна.

Пĕлеççĕ кас çыннисем: Лена канлĕх мĕнне пĕлмест. Çемьене хăй тытса пырать. Каçхине, выльăхĕсене пуçтарсан, пÿрте кĕрсен чун-чĕрене тунсăх пусать. Виçĕ тĕпренчĕкĕ телефонпа шăнкăравласанах амăшĕн кăмăлĕ çĕкленет. Кун каçа ĕшенни тем самантра иртсе каять, çĕнĕ куна ырă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илет.

Карсаковсен аслă ывăлĕ Алеша Шупашкарта хунав янă. Унăн мăшăрĕ - Светлана - юрăç. Денис ывăлĕ тĕп хуларах ĕçлет. Вăл та çемьеллĕ. Кĕçĕнни, Надя, педколледжра юлашки курсра вĕренет. Тăван киле манмаççĕ  ачисем. Килсех çÿреççĕ.  Икĕ мăнукĕ килсен Елена Геннадьевнăн савăнăçĕ куç тулли.

- Пĕтĕм телейĕм – ачасенче, - тет  сăпайлă хĕрарăм.

Лена пек ăшпиллĕ те хастар  хĕрарăмсем пурнăçа тытса пынă чухне ял тĕлĕрменнине, малаллах аталаннине  тепĕр хут чун-чĕрепе туйрăм. Чăннипех те маттур эсĕ, хресчен ĕçĕнчен хăраман Елена Карсакова...

В.КИРИЛЛОВА.

Сăнÿкерчĕкре: Елена Карсакова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика