Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чукун çулсем çинче çынсем вилеççĕ

24 сентября 2016 г.

«Раççей чукун çулĕсем» ОАО чукун çулпа çула тухакан граждансен хăрушсăрлăхне сыхлас тĕллеве тĕп вырăна хурать. Компани çак тĕллевпе  кашни çул сахал мар укçа-тенкĕ уйăрать.

Техника мероприятийĕсене пурнăçлаççĕ, çак шута çуран çÿрекен çынсем каçмалли кĕперсемпе тоннельсем, платформăсем тăвасси тата вĕсене реконструкцилесси, сасăпа хыпарлакан хатĕрсем, çынсем çул урлă çуран каçмалли вырăна светофорсем, видеосăнав, куçа курăнакан информаци хатĕрĕсене  вырнаçтарасси тата ыт.те кĕреççĕ.

Юлашки икĕ çул хушшинчи йĕркелÿпе техника мероприятийĕсен программипе килĕшÿллĕн Чулхула чукун çул территорийĕнче çын пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратакан транспорт хатĕрĕпе пулакан инкексене асăрхаттарас тĕллевпе пурĕ 534,94 миллион тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. 2016 çулта техника мероприятийĕсене 114,461 миллион тенкĕлĕх ĕçе кĕртме палăртнă, çав шутра инвестици тăкакĕсем валли - 58,7 миллион тенкĕ, капиталлă юсав ĕçĕсемшĕн - 50,115 миллион тенкĕ, эксплуатаци тăкакĕсемшĕн - 5,646 миллион тенкĕ. Иртнĕ уйăхсенчи тапхăрта çак ĕçсене пурнăçлама 57,3 миллион тенкĕ усă курнă.

2010 çултан тытăнса компанире «Раççей чукун çулĕсем» ОАО инфраструктура объекчĕсенче граждансене сусăрланассинчен асăрхаттарасси» инвестици проекчĕ ăнăçлă ĕçе кĕрет. Инвестици программин проектне 2020 çулхи тапхăрччен хатĕрлесе çитернĕ. 2017 çул валли уйăрнă лимит 70 миллион тенкĕ пулмалла, 2018 çулта - 78 миллион тенкĕ, 2019 çулта - 56 миллион тенкĕ, 2020 çулта - 63,2 миллион тенкĕ.

Çынсен хăрушсăрлăхне сыхлас тата асăрхаттарас тĕллевпе компани енчен палăртакан тата туса ирттерекен ĕçсене пăхмасăр чукун çулсем çинче граждансен айăпĕпе пулакан инкексен тĕслĕхĕсене те каламасăр иртме çук. Çул çитмен граждансем чукун çул транспорчĕн объекчĕсем çинче пулнă чухне йĕркене пăхăнманни, сусăрланни пурне те пăшăрхантарать. Ачасемпе çул çитмен çамрăксене чукун çул тăрăх çÿреме, çитменнине, çул тăрăх телефонпа калаçса, хăлхалăх тăхăнса кĕвĕ итлесе утма е çĕнĕ мода хыççăн кайса «селфи» тума кам хистет? Час-часах инкексем çак самантсенче пулаççĕ те. Çапла майпа 2015 çулта Раççейри чукун çулсем çинче 3210 çын суранланнине шута илнĕ, вĕсенчен 2165-шĕ вилнĕ. Чулхула чукун çулĕ çинче палăртнă тапхăрта хăйсен айăпне пула 217 çын сусăрланнă, вĕсенчен 151-шĕ вилнĕ. Кăçал 128 çын аманнă, çав шутра 15 ача пулнă, 89 çын вилнĕ, çав шутра 7 ача. Чăваш Республикинче  8 çын сусăрланнă, çав шутра 1 ача пулнă, шел пулин те, вăл вилмеллех сусăрланнă.  

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика