Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Тăн-тăн бабай йăхĕнчен…»

24 сентября 2016 г.

«Тăн-тăн бабай йăхĕнчен…»

Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 74-мĕш номерте.

Çемьене выçлăхран çăлас тесе Владимир Михайлович колхоза кĕрет, тимĕрçĕ пулса ĕçлеме тытăнать. Çав вăхăтрах туртса илнĕ çуртне каялла тавăрса пама ыйтса республикăри тĕрлĕ учрежденисене  çырусем çырать, хăй те нумай çĕре çитет. Йывăрпа пулсан та тĕрĕслĕх çиеле тухать. Совет влаçĕн аслă органĕсем тĕрĕслевсем ирттернĕ хыççăн нумай ачаллă çемьен çуртне тытса илни вырăнти влаçсен йăнăшĕ тесе çирĕплетеççĕ. Указовсене çурта каялла тавăрса параççĕ. Анчах касса, вакласа пĕтернĕ клуб-çуртра сивĕ, пурăнма май килмен. Çемьен витере - ăшăрах çĕрте хĕл каçма тивнĕ.

1932 çулта Ирина Митрофановна йĕкĕреш ача çуратнă хыççăн йывăр чирлесе ÿкет, вĕрĕлнĕ хыççăн ура çине урăх тăраймасть. Виçĕ уйăха та çитеймен йĕкĕреш ачасене - Клавдипе Петьăна пăхса çитĕнтерме Валентина хĕрĕн, хăй те ача анчах пулнă-çке, епле чăтăмлăхĕ, вăй-хăвачĕ çитнĕ? Арăмĕ вилнине, хĕрĕ амăшĕсĕр тăрса юлнă икĕ пĕчĕкскере епле нушаланса пăхнине курса тăни йывăр чирпе асапланакан, вырăнпах выртакан кил хуçин чунне тата ыраттарнă. Владимир Михайлович 1934 çулта вилнĕ. Çапла Указовсен 13 çулхи Валентина хĕрĕ çула çитмен 7 ачапа  тăлăха тăрса юлать. Аслă тетĕшĕсем: Поликарп, Василий, Владимир  авланса  хăйсен çемйисемпе пурăнма тытăннă, анчах вĕсем те тин ура çине тăма пуçланă.

«Тĕнче хĕвел çутисĕр юлнă пек туйăнатчĕ», - аса илетчĕ çав вăхăтри пурнăç çинчен Валентина Владимировна Ежова /хĕр чухнехи хушамачĕ Указова/. Çамрăк ачасемшĕн амăшĕ вырăнне тăрса юлнă хĕрачан кунне те, тепĕр чухне çĕрне те пĕлмесĕр ĕçлемелле пулнă, кĕçĕн шăллĕсемпе йăмăкне епле пулсан та выçă лартас темен.

«Эпĕ мĕн чухлĕ куççуль тăкнине пĕр Турă анчах пĕлет. Пире ăнланакансем, пулăшас текенсем пулнă, анчах «кулак ачисем» тесе пÿрнисемпе тăсса кăтартакансем те нумаййăнччĕ. Эпир, выçăллă-тутăллă ачасем, урам тăрăх иртсе пынă чухне вăрттăн пăшăлтататчĕç». Валя аппа калас тенине каласа пĕтереймерĕ, ларнă çĕртен хăвăрт тăчĕ те чÿрече умне тăрса ĕсĕклесех йĕме тытăнчĕ. Çак калаçу Валя аппа сывă пурăннă чухне, унăн килĕнче пулса иртнĕччĕ, ун чухне вăл самай çирĕп хĕрарăмччĕ.

Вăхăт иртнĕ май Валентина Владимировна хăйĕн çирĕп кăмăлĕпе, ĕçченлĕхĕпе ял хушшинче ят-сума тивĕçет. Вăл ачасене мĕнле нушаланса ÿстернине, ура çине тăратнине ял халăхĕ курса тăнă. Пурнăçа епле те пулин саплаштарса пырас шутпа Валентина Владимировна Указова 1942 çулта Елчĕк МТСĕ çумĕнче йĕркеленĕ трактористсен курсĕнчен вĕренсе тухать. 1942-1946 çулсенче МТСра тракторист пулса ĕçлет, СХТЗ-30/15 йышши трактора арçынсенчен кая мар çÿретет. Мастерскойра Василий тетĕшĕ юсав ĕçĕсене ертсе пынă пулин те «хурçă ута» хăй тĕллĕнех юсама пултарнă. Валентина Указован сăнÿкерчĕкне районти Хисеп хăми çине вырнаçтарни ахальтен мар. Йăмăкĕн харсăрлăхĕнчен тепĕр чухне тетĕшĕ те тĕлĕннĕ. Çав çулсене аса илнĕ самантра Валя аппа: «Хĕрарăмпа арçын алли хушшинче нимĕнле уйрăмлăх та çук. Тен, хĕрарăм алли вăйсăртарах пулĕ, çавă çеç», - тени халĕ те асрах.

Валентина Владимировна Елчĕк МТСĕнче пĕрремĕш бригадăра ĕçленĕ. Вĕсемпе тракторист тата плугарь пулса 32 çын ĕçленĕ. Бригадăна Патреккел çынни  Иван Павлович Арбузов ертсе пынă, унăн пулăшаканĕ Елчĕк ял çынни  Емельян Никитич Чернов пулнă. Çак бригада «Осоавиахим» ?Патреккел/,Тимирязев ячĕллĕ /Акчел/, «Октябрь» /Елчĕк/, «Красные Темяши» /Элекçей Тимеш/ колхозсен çĕрĕсем çинче ĕçленĕ. «Эпир иккĕн ĕçленĕ. Тепĕр трактористки Патреккел хĕрĕ Мария Трифоновна Блинова пулнă. Питĕ килĕштереттĕмĕр эпир унпа. Иксĕмĕрĕн те кăмăлсем пĕр пек пулнă пулĕ», - тесе аса илнĕччĕ Валя аппа çакăн çинчен.

Ун чухнехи урапаллă СХТЗ-30/15 маркăллă тракторсем çинче кабинăсем пулман. Тракторист çумăрлă çанталăкра та, юр çунă чухне те çара вырăнта ларса пынă. Сивĕ çил мĕнпур енчен вĕрнĕрен трактористăн ури-алли витĕр шăнса пынă. Çамрăк трактористкăсем шăнса хытнă аллисене ăшăтаймасăр куççулĕпе йĕни çинчен каласа кăтартнине темиçе хутчен те илтме тÿр килнĕ.

Сивĕ вăхăтра трактора хускатма питĕ йывăр пулнăран хĕрарăмсем ăна хускатмалли рукоятка çине кивĕ çăм атă, ун çинчен вĕрен тăхăнтарса иккĕн-виççĕн туртса двигателе хускатса янă.

...«Кулаксем» тесе айăпланă çемьери ачасем пурнăç кăларса тăратнă йывăрлăхсене пăхмасăр çĕршыва юрăхлă çынсем пулса тăнă. Медицинăпа çар академийĕнчен вĕренсе тухнă Иван ывăлĕ медицина наукисен  кандидачĕ пулса тăнă, нумай çул Харьков хулинчи наукăпа тĕпчев институтĕнче вăй хунă. Поликарп суту-илÿ институтне пĕтернĕ, Харьков хулинчи суту-илÿ тытăмĕнче, яваплă должноçсенче ĕçленĕ. Николай Хусан хулинче химипе технологи институтне пĕтернĕ. Малтан вăл Хусанта ĕçленĕ, каярахпа Дзержинск хулине пурăнма куçнă. Кунта мĕн ватăличченех çар тĕллевлĕ хими заводĕнче цех начальникĕ пулса вăй хунă. Валентина Акчел ялнех качча тухнă, пăрчăкан пек ĕçчен хĕре мăшăр пулма Михаил Анисифонович Ежов суйласа илнĕ. Вĕсем икĕ хĕрача çуратса ÿстернĕ. Василипе Владимир ывăлĕсем ялхуçалăх техникумĕсене вĕренсе пĕтерсе нумай çул Елчĕк МТСĕнче вăй хунă.  Владимир Владимирович Указов республикипе паллă экскаваторщик пулнă. Хăватлă экскаваторпа шыв пăрăхĕсем хумалли траншейăсене чавса вăл районти нумай колхозсенчи фермăсене шыв кĕртме пулăшнă. Унсăр пуçне, Улатимĕр ывăлĕ Владимир çунтармалли газпа тивĕçтерекен тата газăн ĕç хатĕрĕсене вырнаçтарса ĕçлеттерекен районти пĕрремĕш çынсенчен пĕри пулнă. Сăмах май, Елчĕкри газ участокне йĕркеленĕренпе çак кунсенче 50 çул çитет. Организацин кун-çулĕнче кунта нумай çул ĕçленĕ Владимир Указов газовикăн ячĕ тивĕçлĕ вырăн йышăнать. МТСăн хастар механизаторĕ Алтай крайĕнче çерем çĕрсене уçма хутшăннă. Кунта вăл 2 çул ĕçленĕ.

Василий Владимирович малтан Елчĕк МТСĕн тракторисчĕ, ун хыççăн механик, тĕп инженер пулнă. Вăл ертÿçĕ анчах мар, хăйне евĕрлĕ çын, паллă ăславçă шутланнă. Хăй вăхăтĕнче унпа пĕрле ĕçленĕ çынсем: «Вăл кашни кун мĕнле те пулин кăсăклă, çĕнĕ япала шутласа кăларма пултарать», - тетчĕç. Мĕншĕн тесен Василий Указов  мĕн пĕчĕкрен ашшĕпе пĕрле тимĕрçĕре ĕçлесе тĕрлĕ япаласем ăсталама хăнăхса çитĕннĕ. Вăл Аттелĕхĕн Аслă вăрçин çулĕсенче юсавпа çыхăннă ĕçсенче нумай çĕнĕлĕх ĕçе кĕртет. Кунтах - Елчĕк МТСĕн юсав мастерскойĕнчех СХТЗ-30/15 маркăллă тракторсен головка прокладкине тума май пуррине çирĕплетет. Ун хыççăн вĕсене вырăнтах тума тытăнаççĕ.

Вăрçă хыççăн, 60-мĕш çулсенче Елчĕк МТСне çĕнĕ комбайнсем илсе килме тытăнаççĕ. Вĕсем çине çĕнĕ СМД-7 маркăллă двигательсем вырнаçтарнă пулнă. Анчах двигательсем муфта сцепленийĕнчи пружинисем сăлтавсăрах хуçăлнă пирки час-часах стройран тухнă. Василий Владимирович ятарлă хатĕр туса çак пружинăсене юсав мастерскойĕнче ăсталама пуçлать. «1963 çулта тырă вырнă вăхăтра Чăваш Республикинчи Елчĕк районĕнче В.В.Указов ăсталанă пружинăсемпе уй-хирте 10 комбайн ĕçленĕ», - тесе çырнă   Мускавра пичетленсе тухакан «Предложения сельских  рационализаторов» /1966 çул, 13-мĕш номер/ журналта.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче районти «Сельхозтехника» уйрăмĕнче автомашинăсен рамисене çĕнетсе пуçтарма тытăнсан рамăсен пайĕсене заклепкăпа хытарса пуçтармалла пулнă. Çак ĕçре вăл ăсталанă хытармалли клещепе -«жимокпа» усă курнă. Вăл гидравлика насусĕнчен вăй илсе ĕçленĕ. Анчах çак клеще, ун çине нумай вăй лекнине пула, час-часах çурăлнă, юрăхсăра тухнă. Клеще мĕнле ĕçленине асăрхаса тăракан Василий Владимирович ку чухне çирĕп те тачка тимĕр кирлине ăнланса илнĕ. Çак шухăшпа вăл Ульяновскри танк училищине çитнĕ. Унта вăл груз тиекен автомашина тытса кайнă. Училище ертÿçи малтан килнĕ çынна питĕ тимлĕн итленĕ, унтан кирлĕ офицер-танкистсене пуçтарса канашлу ирттерет. Канашлăва пухăннă çар çыннисем Василий Указова Т-34 танкăн аяк енчи броня листине парса яма калаçса татăлаççĕ. Полигонри танкистсем броня листине автомашина çине тиесе яма та пулăшаççĕ. Çапла майпа Василий Владмирович ăна Елчĕкри юсав мастерскойне илсе çитерет. Часах вăл броня листинчен заклепкăсене хĕсекен клещене тепĕр хут ăсталама тытăнать. Çапла майпа хĕсекен клеще юсав мастерскойĕн ĕçлĕ хучĕсем çинче «жимок» ятпа курăнма пуçлать. Василий Указов ăсталанă клещепе çĕр-çĕр автомашина рамине пуçтарнă. Вăл пуçаруллă ĕçлеме пĕлнине кура «Сельхзтехника» çав çулсенче мĕн чухлĕ тупăш илмен-ши?

«Тăн-тăн бабай» йăхĕнчен тухнă Указов Улатимĕрĕн ачисем Тăван çĕршыва тĕреклетессишĕн, унăн пуласлăхĕшĕн тăрăшнă. Çакна вĕсем хăйсен пурнăçĕпе, хастар та тÿрĕ кăмăллă ĕçĕпе çирĕплетсе панă.

«Елчĕк ен» хаçат ĕçченне, Владимир Владимирович Указов мăнукне Светлана Анатольевна Архиповăна историлле тĕпчев ĕçне пичете хатĕрленĕ вăхăтра вĕсен йăх-тымарне тĕпчеме пулăшнăшăн - пысăк тав.

В.МОСКОВСКИЙ,
тăван ен тĕпчевçи, ĕç ветеранĕ, Акчел ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика