21 сентября 2016 г.
теççĕ Акчел ялĕнче Указов хушаматпа çÿрекен çынсене. Çакăн пек каласси ăçтан пуçланса кайни çинчен Патреккел ялĕнчи Успени чиркĕвне 1863 çулта çылăха каçарттарма килнĕ çынсен списокĕнчен вуласа пĕлме пулать: Акчел ялĕнче Яков Петров /1803 çулта çуралнă/ тата унăн арăмĕ Ульяна Захарова /1789 çулта çуралнă/ пурăннă. Яков Ульянăн иккĕмĕш упăшки пулнă. Вĕсен ывăл пулман пирки Яков Петров арăмĕн вилнĕ упăшкинчен - Гаврилран пулнă ывăлне - Ильяна хăйĕн ывăлĕ пекех шутланă. Çавăнпа хăйĕн хуçалăхне тытса пыма та ăнах шанса панă.
1863 çулта 41 çул тултарнă Илья Гаврилов Хусан кĕпĕрнине кĕрекен Теччĕ уесĕнчи Элкел вулăсĕнчи кантурта ĕçленипе пĕр вăхăтрах тăван мар ашшĕн çирĕп хуçалăхне тытса пынă. Çирĕп сывлăхлă, хуçалăхĕ те тĕреклĕ пулнăран ăна Акчел çыннисем хушма ят панă - «Тăн-тăн бабай» тенĕ. Пĕррехинче кĕр мăнтăрĕпе Акчел ялĕн уявĕнче - Михаил Архангел кунĕ хăйсен ратнине, çывăх юлташĕсене пухса пысăк ĕçкĕ тума шутланă. Килĕрен йыхравпа тухсан хăнасене çак ĕçке указпа, приказпа килме хушатăп, тенĕ. Ĕçкĕ хыççăн Илья Гаврилова тата «Указ Ильчи» теме те пуçлаççĕ.
Илья Гаврилов хăй те икĕ хутчен авланнă пулнă. Икĕ арăмĕ те ывăл ача нумай çуратнă. Çавна май вĕсен çĕр пайĕ те сахалах пулман. Çапла майпа Указовсен пысăк йăх тымарĕ Илья Гавриловран пуçланать. Хальхинче сăмах Указов Михалян /вăл Илья Гавриловăн мăнукĕ пулать/ йăх-несĕлĕ пирки пулĕ. Михаляна ялти çынсем хисеплесе Михаил Григорьевич тенĕ. Унăн Владимир - Улатимĕр ятлă ывăлĕ пулнă. Каярахпа хăйĕн пурнăçĕнче те тимĕр ĕçĕпе ĕçлекен çын пулса тăнăран уншăн çак ят питех те килĕшÿллĕ пулнăн туйăнать. Улатимĕрĕн ывăлĕсемпе хĕрĕ те ашшĕ çулне суйласа илнĕ - тимĕрпе ĕçлекен паллă çынсем пулса тăнă. Анчах унăн ачисемшĕн çак пурнăç çулĕ питех те йывăр килсе тухнă.
20 ĕмĕр пуçламăшĕнче Акчел ялĕнчи Владимир Михайлович Указов таврари чи чаплă тимĕрçĕ - хăй ĕçĕнчи чăн ăста пулнă. Ахальтен мар ун пирки ял çыннисем: выльăх çинчи сикекен пăрçана та таканлама пултаракан, тенĕ. Унăн ашшĕ çăпата хуçма тата уй-хирте тырă туса илме кăна пĕлнĕ пулсан, ывăлĕ вара тимĕртен темĕн те пĕр ăсталама пултарнă. Владимир Михайлович 1888 çулта çуралнă. Анчах ĕмĕрĕ кĕске килнĕ, 46 çул тултарсанах çĕре кĕнĕ. Шкулта 4 çул анчах вĕреннĕ пулин те Улатимĕр тете пысăк тавракурăмлă çын пулнă. Вăл ачаранах тимĕр ĕçĕпе кăсăкланнă анчах мар, чăн-чăн тимĕрçĕ пулма çирĕп тĕллев тытнă. Ахальтен-и, 12 çулхи арçын ача килĕнчен тухса кайса хальхи Канаш районĕнчи Сиккасси ялĕнче Димитрий Михайлов вырăс патĕнче тимĕрçĕ пулса ĕçлеме тытăннă. Михайлов, таврари паллă тимĕрçĕ, хăйĕн вĕренекенĕ питĕ тăрăшуллă та ĕçчен ача пулнине ăнланса илет. Çавăнпа вăл арçын ачана хăй мĕн пĕлнине пĕтĕмпех вĕрентме тăрăшнă. Тимĕрçĕ ăсталăхне çирĕп алла илнĕ Улатимĕр 21 çула çитиччен Сиккасси ялĕнче тимĕрçĕ пулса ĕçленĕ. Çак тапхăрта Акчел ялĕнчи ашшĕн çĕрне те пăрахман, ăна кашни çул сухаласа тырă акнă. 1909 çулта вăл авланнă, кÿршĕллĕ Патреккел ялĕн хĕрне - Каринкина Ирина Митрофановнăна качча илнĕ. Иринăн Михаил, Никандр тата Макар ятлă шăллĕсем пулнă. Михаил Никандрович Каринкин йыснăшĕнчен, Владимир Михайловичран, унпа юнашар ĕçлесе, тимĕрçĕ ĕçне вĕренет. Каярахпа вăл та Елчĕк тăрăхĕнчи паллă тимĕрçĕсенчен пĕри пулса тăрать. Никандр Митрофанович Каринкин Елчĕк МТСĕн ăста механикĕ пулнă. Кунта вăл нумай çул ĕçлесе вун-вун çынна трактор çÿретме вĕрентнĕ. Макар Митрофанович Каринкин вара шкул ачисем хисеплекен тата юратакан математика учителĕ пулнă. Вăл нумай çул Патреккелти шкулта вăй хунă. Анчах Ирина Митрофановна та, упăшки пекех, нумай пурăнайман. 1892 çулта çуралнăскер, 40 çул тултарсан çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.
Çемье çавăрнă хыççăн Владимирпа Ирина Сиккасси ялĕнче çурт туянаççĕ, хăйсен хуçалăхне тытса пыма пуçлаççĕ. Кунта вĕсен аслă ывăлĕсем: Поликарп, Василий, Владимир тата Валентина хĕрĕ çуралнă.
1912 çулта ял тимĕрçине - Владимир Михайлович Указова патша çарне - хĕсмете илеççĕ. Вăл патша çарĕнче пулнă вăхăтра Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçланать. Владимир Указов çапăçусене хутшăнать, йывăр суранланать. Вăл килне таврăнать, суранĕсем пирчесен тепĕр хут тимĕрçĕ пулса ĕçлеме тытăнать. Çемйи те хутшăнсах пынă. Аслă ывăлĕсем ашшĕпе юнашар вăй хунă. Пушă вăхăтра таврари ялсенчи уйрăм çынсен, Канаш хулинчи предприятисен çурчĕсен тăррисене хĕçтимĕр витме хутшăннă. Çапла майпа Владимир Михайловичăн ывăлĕсем те тимĕр ĕçĕн ăстисем пулса пынă, пĕтĕм ĕçе хăйсен аллипе тума пултарнă.
1925 çулхи çуркунне Сиккасси ялĕнче пысăк пушар тухнă, нумай кил, çав шутра Указовсен çурчĕ те çунса кайнă. Ун хыççăн Владимир Михайлович Указов çемйи Акчелне куçса килнĕ. Кунта вĕсем хăйсем маларах хăпартса лартнă 7х7 аршăн лаптăкăшлĕ /1 аршăн - 0,71м/ çуртра пурăнма пуçлаççĕ. Вăл пысăк çемьешĕн тăвăр пулнă. Çывăрма вырăн çитменнипе урайне вырăн сарса выртнă. Унсăр пуçне, хĕллехи сивĕре пăрăва, çамрăк сурăх путеккисене те пÿрте кĕртмелле пулнă. Çавăнпа Владимир Михайлович хĕрлĕ кирпĕчрен икĕ хутлă çурт хăпартма тĕв тытать. Тимĕрçĕ ĕçĕнчен пушă вăхăт тупăнсан вăл аслă ывăлĕсемпе пĕрле 1925 çулхинех Кĕçĕн Пăла хĕрринчи çырмари тăмпа тата унти хăйăрпа кирпĕч çапма пикенет. Çĕре чавса кирпĕч хĕртмелли кăмакасем тунă, кирпĕче хĕртме кăмрăк вырăнне вутăпа усă курнă. Кунтах çапнă кирпĕче типĕтмелли сарай та туса лартнă. Пĕтĕмпех алă вăйĕпе тăвакан çак ĕç, паллах, çăмăл пулман. Апла пулин те Указовсен ĕçрен хăраман çемйи 1925-1926 çулсенче, çуркуннехи-çуллахи вăхăтпа усă курса, 30 пин кирпĕч çапса хатĕрлеме пултарнă.
Сиккасси ялĕнчен куçса килсен Владимир Михайлович Указов хăйĕн вăйĕпе Елчĕкре тимĕрçĕ лаççи уçать. Акчел ялĕнче пурăнаканскере, кашни кун унта ĕçе çÿреме меллĕ те пулман. Çакна шута илсе Елчĕкре пĕр çул ĕçленĕ хыççăн тимĕрçĕ лаççине пăсса Акчел ялне куçарса килеççĕ. Ăна Анаткас вĕçне, Кĕçĕн Пăла хĕррине вырнаçтарса лартаççĕ. Унта тимĕрпе ĕçлеме кирлĕ пĕтĕм хатĕре вырнаçтараççĕ. Тимĕрçĕсен кашни япали тирпейлĕ, хăй вырăнĕнче пулнă. Мĕншĕн тесен вĕсем çак ĕç хатĕрĕсене хăйсем тăрăшса ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕпе туяннă-çке. Тимĕрçĕ лаççине хăйсен ĕçĕсемпе пыракан çынсем Указовсен ĕçĕпе кăсăкланса паллашнă. Вĕсем мĕн тери пултаруллă та ĕçчен çынсем пулнине курса нумайăшĕ тĕлĕннĕ. Акчел ялĕнче пурăннă вăрçăпа ĕç ветеранĕ, манăн атте - Николай Ефимович Московский хăй пурăннă чухне çапла аса илсе каласа кăтартатчĕ: «Эпир, ял ачисем, час-часах Указовсен Кĕçĕн Пăла хĕрринчи тимĕрçĕ лаççи çывăхне пухăнаттăмăр. Хĕртнĕ тимĕре йывăр мăлатукпа çапнă хыççăн вут-хĕлхем пĕтĕм таврана сирпĕннине сăнама юрататтăмăр. Хĕртнĕ тимĕр чуста пек пулса ларни пирĕншĕн питех те тĕлĕнмелле пекчĕ. Мăлатуксемпе шаккаса кăларакан, таврана ян! каякан кĕвве итлеме çитĕннĕ çынсем те пухăнатчĕç. Çакна курса тимĕрçĕсем тата тăрăшса ĕçленĕ, паллах».
Платниксем çурт-йĕр хăпартнă çĕрте усă куракан хăлăп, тыткăч, юнашар пĕренесене çыхăнтармалли тимĕр çекĕл, лаша урапин кустăрми, пичкесемпе шетниксен кăшăлĕсем, кĕрпе, шывпа çил арманĕсен тĕрлĕ валĕсем, çу çапакан, çăм тапакан машинăсен япалисем - çаксем пурте Владимир Михайловичпа унăн ывăлĕсен алли витĕр тухнă.
Указовсем кирпĕч çурт хăпартма тытăнас вăхăт çитет. Юлашки самантра мăшăрĕ, Ирина Митрофановна, çак шухăша хирĕç пулать, çĕнĕ саманара икĕ хутлă кирпĕч çурта тытса илме пултарни те хăратнă ăна. Мăшăрне ÿкĕте кĕртнĕ-кĕртнех. Килте çапса тунă кирпĕче сутмалли майсем те тупăнаççĕ. Елчĕк больницинче, сыватмалли çĕнĕ уйрăмсем тума пуçланă май, унта кирпĕч кирлĕ пулнă. Больница ертÿçисем Указовсен килте çапса тунă кирпĕчне йÿнĕрех хакпа туянма пулни çинчен хыпарлаççĕ. Владимир Михайлович килĕшнĕ. Çав кирпĕчĕн пĕр пайĕпе хальхи Елчĕк больницин, юлашкинчен шăл сыватмалли уйрăмĕ вырнаçнă çуртăн кирпĕч никĕсне тума усă курнă. Вăл халĕ те çирĕп ларать. Кирпĕчĕн тепĕр пайĕпе Елчĕкри кантур çурчĕн /хальхи вăхăтра кунта БТИ - техника инвентаризацийĕн бюровĕ вырнаçнă/ никĕсне хăпартнă.
Указовсем кирпĕч сутнă укçапа Акчелĕнчи Никонор Никифорович Иванов малтанах сутма хатĕрленĕ йывăç пурана туянса пилĕк стеналлă хăтлă çурт хăпартса лартнă. Çурт тăррине хĕçтимĕр витеççĕ. Тимĕр ĕçне анчах мар, платник ĕçĕсене те кил хуçипе ачисем хăйсемех тĕплĕн пурнăçлама пултарнă. Çав çулсенче Анаткасри пăралукăн икĕ енĕпе тимĕр çивитти витнĕ икĕ çурт илемлĕн курăнса ларнă. Пĕри - Указовсен, теприн хуçи Ульяна Ежова пулнă. Ежован çурчĕн çамкин тăррине тимĕр листи çине касса кăларса çапла çырса хунă пулнă: «Даешь железо! Черепица скоролом!» Иртсе çÿрекенсем çак кăсăклă сăмахсене чарăнса тăрсах вуланă. Мĕншĕн тесен ун чухне Акчел ялĕнче урăх никам та çурт тăррине хĕçтимĕр витеймен. Хăмаран витнĕ çурт тăрри те темиçе çыннăн анчах пулнă, ыттисен пурин те улăм витнĕ тăрă пулнă.
Анчах Указовсен çĕнĕ çуртри телейĕ нумая пыман. Кил хуçи арăмĕн шиклентерекен шухăшĕ йывăç çурт тĕлне те килсе тухнă. 1929 çулта ялта колхоз йĕркелеме пуçласан ялти куштансем Владимир Михайлович Указов хуçалăхĕ «кулаксен» йышĕнчи тесе Елчĕке пысăк çăхав çырса яраççĕ. Ун хыççăн «кулак» тесе Улатимĕр хуçалăхне пысăк налук хураççĕ. Нумай ачаллă çемье çак налука тÿлесе татма пултарайман. Укçа тÿлеймен пирки вĕсен пилĕк стеналлă çуртне туртса илеççĕ. Çурт-йĕр пĕтĕмпех колхозăн пулса тăнине çирĕплетекен хута кил хуçине тыттарнă. Çапла нумай ачаллă çемье çуртсăр тăрса юлнă. Ялти çамрăксем пилĕк стеналлă пурăнакан çуртăн варринчи стенине касса кăларса клуб туса хураççĕ. Унта пухусем иртеççĕ, спектакльсем лартма тытăнаççĕ. Клубра каçсерен купăс сасси, балалайка кĕвви янăранă вăхăтра нумай ачаллă çемье куççуль юхтарнă - вĕсем мунчара пурăннă. Кил хуçи, нимĕн тăвайман енне, укçа тÿлесе те пулин хăйĕн çуртне каялла илес тенĕ. Çак тĕллевпе аслă ывăлĕпе Поликарппа иккĕшĕ Донбаса шахтăна ĕçлеме тухса кайнă. Апла пулин те вĕсем ÿстерсех пыракан налука тÿлесе татма укçа çитереймеççĕ. Çитменнине, кил хуçи шахтăра ĕçленĕ вăхăтра йывăр чирлесе ÿкет. 1931 çулта пурнăç асапĕ хуçнă ашшĕпе ывăлĕ киле таврăнаççĕ.
(Малалли пулать).
В.МОСКОВСКИЙ,
тăван ен тĕпчевçи, ĕç ветеранĕ. Акчел ялĕ.