21 сентября 2016 г.
Куликово хирĕнчи Мускав тата Владимир хулисен аслă кнеçĕ Дмитрий Иванович ертсе пыракан вырăс полкĕсемпе Мамай ханăн çарĕ хушшинчи çапăçу вырăс халăхĕ Ылтăн Урта пусмăрĕнчен хăтарассинчен пуçарнă кĕрешÿре паллă вырăн йышăнать.
XIV ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче Ылтăн Уртана ертсе пыраканĕ аслă эмирсенчен пĕри - Мамай пулса тăнă. Вăл хăйĕн çарне 1378 çулта Воже юханшывĕ патĕнче çапса салатнăшăн вырăс кнеçĕсене хирĕç тухса Ылтăн Уртана ытларах пăхăнтарас тĕллев лартнă. 1380 çулхи çулла пысăк çар тухса Руç çине килме тухнă.
Урта çарĕ Мускав патне килнине илтсен, Дмитрий Иванович аслă кнеç тăшмана хирĕç тăма вырăс ополченине пухма чĕнсе каланă. Вырăс çарне Коломна хулинче пуçтарма йышăннă - унта Руçăн Çурçĕр-Хĕвелтухăçĕнчи пĕтĕм çĕрсенчен тенĕ пекех представительсем хутшăннă. Алă айĕнчи кнеçсемсĕр пуçне Суздаль, Тверь, Смоленск аслă княжествăсенчен те çарсем килнĕ. Вырăссен çарне Сергей Радонежский преподобный пилленĕ.
Çапăçу 1380 çулхи сентябрĕн 16-мĕшĕнче Дон тата Непрядва юханшывĕсен вăрринче вырнаçнă Куликово хирĕнче иртнĕ. Ăна вырăссен воинĕ Пересвет инокпа монголсен паттăрĕ Челубей пуçланă. Вĕсем иккĕшĕ те вилнĕ. Каярахпа çапăçу хĕрÿлленнĕçемĕн хĕрÿленсе пынă. Вăл вăраха тăсăлнă. Летописецсем палăртнă тăрăх, вилесем урлă лашасене утма вырăн пулман. Дмитрий Иванович кнеç хăйĕн çарĕн малти ретĕнче çапăçнă. Тăшман хĕснине тÿсеймен - каялла чакма, юлашкинчен тарма пуçланă. Засада полкĕ тутарсене 50 çухрăм ытла хăваланă, нумайăшне вĕлернĕ. Мамай çарне пĕтĕмпех çапса салатнă.
Куликово хирĕнчи çапăçу - вырăс тата ытти халăх монгол-тутарсен пусмăрĕнчен хăтăлассипе çĕкленĕ кĕрешÿ - историре паллă вырăн йышăннă. Вăл Руçа монгол-тутарсен пусмăрĕнчен пĕтĕмпех хăтарайман пулин те, Ылтăн Урта арканасси патне илсе пынă. Çак çапăçу Вырăссен пĕрлĕхлĕ патшалăхне йĕркеленĕ чухне Мускавăн витĕмĕ ÿссе пынине çирĕплетнĕ.