21 сентября 2016 г.
Кÿлпуçĕнче пурăнакан Вера Яшинăпа кăçал çулла тăвансене пулăшнă чухне пĕрле ĕçлеме тÿр килчĕ. Вăл 80-ра, анчах ăна никам та çакăн чухлĕ çул парас çук. Хастар, вăр-вар ĕçлет, ÿркенсе тăмасть, сывлăхĕ çирĕп, кăмăлĕ ырă та таса. Хăйĕн мăшăрĕпе, Мефодий Афанасьевичпа, вĕсем 6 ача пăхса çитĕнтернĕ: икĕ хĕр те тăватă ывăл. Шел, çемье пуçĕ нумаях пулмасть пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Халĕ Вера Ивановна пысăк та хитре, кермен пек çуртра пĕчченех пурăнать. Хĕрĕ, Валентина, мăшăрĕпе ялта пурăнать, ытти ачисем тĕрлĕ хуласене саланнă. Вĕсем, паллах, час-часах килсе çÿреççĕ, ашшĕпе амăшĕн çуртне юсаса, хитрелетсе тăраççĕ. Тимĕр хапхине эрешлесе илемлетнĕ, çурчĕ хитре, умри пахчине калама çук чаплă тытнă. Газпа хутса ăшăтакан çуртра тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланать. Ăна темиçе пÿлĕме уйăрнă, йĕри-тавра тĕрĕсем, ÿкерчĕксем çакăнса тăраççĕ, хитре сĕтел-пукан, урайĕнче паха кавирсем. Шывĕ пÿрте кĕрет, каялла та юхса тухать. Çăвăнмалли кабина пур, туалет та пÿртрех - хулари чаплă хваттерсенчи пекех. Ахальтен мар Мефодий Яшин хуçалăхĕ Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕ 2012 çулта ирттернĕ конкурсра çĕнтерсе «Чи лайăх хуçалăх» ята тивĕçнĕ. Мала тухнăшăн панă диплома курăнмалли вырăна - тĕп пÿлĕмри стена çине вырнаçтарнă. Калас пулать, ял тăрăхĕн администрацийĕ ялсене тирпейлĕхпе хăтлăх кÿрес тесе çакăн пек конкурссене çулсеренех ирттерет, ырă та пархатарлă ĕç тăвать. Çурта çакăн пек тытса тăма, паллах, кунĕн-çĕрĕн ĕçлемелле, ĕçе юратмалла.
Ашшĕпе амăшĕ ачисемшĕн яланах тĕслĕх пулнă. Мефодий Афанасьевич ĕмĕрĕпе колхозра шоферта ĕçленĕ. Вера Ивановна 5 çул фермăра, 12 çул колхоз садĕнче, 10 çул грузчикра ĕçленĕ, 12 çул механизаци паркĕнче хуралта тăнă. Иккĕшĕ те ялта хисеплĕ çынсем, ĕçченлĕхпе палăрнă. Халĕ те Вера Ивановна ĕçсĕр лармасть, килте пахча çимĕç нумай туса илет.
Верăпа Мефодий Яшинсем ачисене пĕчĕкрен ĕçе вĕрентнĕ, çуллахи вăхăтра колхозра ĕçлеттернĕ, килти ĕçе явăçтарнă. Учитель пулнă май астăватăп, шкулта та вĕсен ачисем лайăх вĕренетчĕç. Çул çитсен тăватă ывăлĕ те салтак тивĕçне чыслăн пурнăçларĕç. Гена ывăлĕ Германире службăра тăнă, Коля - Азербайджанра танкист, Станислав - Узбекистанри Фергана хулинче десантник, Сергей - Оренбургра спорт ротинче пулнă. Хĕрĕ, Галина, Кострома хулинче ялхуçалăх техникумне пĕтернĕ, халĕ Шупашкарта пурăнать. Яшинсен аслă хĕрĕ, Валентина, тăван ялта пурăнать. Вăл медицина училищинчен вĕренсе тухнă, 34 çул çынсене сиплес ĕçре вăй хурать. 25 çул районти тĕп больницăра хирурги уйрăмĕнче ĕçлерĕ. Халĕ Хăвăлçырмари фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ. Мăшăрĕпе, Владимир Николаевич Сазоновпа икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Ывăлĕсем иккĕшĕ те Шалти ĕçсен министерствинчи службăран отделени командирĕсем пулса таврăннă. Владимир Николаевич районти чи паллă механизаторсенчен пĕри, паянхи кун та пуçарулăхĕпе палăрса тăрать, ватăлмасть. Германире службăра пулнă салтаксенчен йĕркеленĕ пенсионерсем хушшинче те вăл хастаррисен ретĕнче. Вăл кире пуканĕ йăтассипе нумаях пулмасть республика шайĕнче иртнĕ ăмăртура пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
...Вера Ивановнăн ултă мăнук. Яшинсен çемйи туслăхпа чăмăртаннă, çавăнпа вĕсем телейлĕ. «Пĕр-пĕрне сивĕ сăмахпа кÿрентерес йĕрке пирĕн çемьере нихçан те пулман. Анне пире çын çинчен те усал калама хушман», - каласа парать Валентина Мефодьевна. - Çемьере эпир яланах пĕр-пĕрне ăнланса пурăнатпăр, кирек хăçан та пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшатпăр», - тет вăл.
Ман шутпа, чи малта вара вĕсен çемйинче - ĕçе юратни. «Кайăк хитре тĕкĕпе, этем хитре ĕçĕпе», - теççĕ ваттисем.
Вера Ивановнăна тата нумай çула ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу, малашне те кил ăшшине тытса пыма чăваш сурпанĕ пек вăрăм ĕмĕр сунас килет.
Галина КАРСАКОВА,
Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ,
Раççейри чи лайăх учительсен конкурсĕн çĕнтерÿçи.