21 сентября 2016 г.
Районти культура çурчĕсенче çĕнĕ сезон уçăлнине палăртса хаваслă та кăсăклă мероприятисем ирттернĕ.
Кĕçĕн Таяпа. Культура çуртĕнче ĕçлекенсем анлă программа хатĕрленĕ. Ăна «Вут çутипе ăшăнма килĕр» ят панă. Клубри тĕрлĕ кружок членĕсем хăйсен пултарулăхне пур енлĕн кăтартнă. Куракансем уйрăмах «Шăпăрлан», «Очаровашки», «Салампи», «Светлячок» кружоксене çÿрекенсен юрри-ташшине ăшшăн йышăннă. Библиотекăри выставкăсемпе те ял çыннисем интересленсе паллашнă.
Сăнÿкерчĕкре: А.Савинова, Н.Михайлова, М.Галкина тата Л.Колсанов аккомпаниатор.
Çирĕклĕ Шăхаль. Культура ĕçченĕсем куракансене «Талантсен çăлтăрлăхне» йыхравланă.
Концерта Çирĕклĕ Шăхальти культура çурчĕн директорĕ Ольга Муравьева уçнă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Кошкин пултарулăх сезонĕ уçăлнă ятпа саламласа чи активлисене - Римма Федоровăна, Хăвăлçырмари культура çурчĕн заведующине Вера Галкинăна, Зинаида Краснова техслужащие Тав хучĕсем парса чысланă.
Куракансене эстрада, халăх юррисем ытларах килĕшнĕ. Уйрăмах куракансем Римма Федорова, Елизавета Баринова, Ирина Герасимова, «Тарават» ансамбль, библиотекарьсем юрланине тăвăллăн алă çупса йышăннă.