21 сентября 2016 г.
Çирĕп сывлăхлă тата хитре пуласси тĕрĕс апатланнинчен нумай килет. Çакăн пек чухне çын хăйне лайăх та, вăйлă та туять.
Апат-çимĕç пĕлтерĕшĕ, мĕнле тĕрĕс апатланмалли пирки Шупашкар хулин клиника центрĕн диетолог врачĕпе Лариса Валерьевна Агеевăпа калаçрăмăр.
- Чăнах та, тĕрĕс апатланни çын сывлăхĕшĕн питĕ яваплă. Çавăнпа та рациона тĕрлĕ апат-çимĕçпе пуянлатмалла: аш-какай, пулă, кĕрпе, турăх, чăкăт, чĕрĕ пахча çимĕç, çырла, мăйăр, кăмпа, ÿсен-тăран çăвĕ, ĕне çăвĕ, симĕс курăк /петрушка, укроп, серте тата ыт. те./, çăкăр.
- Тата калăр-ха, апатланнин кун йĕркине мĕнле тытса пымалла?
- Апата 4-5 хутчен сахал порципе çимелле. Апатланнă хушă ытла вăрах пулмалла мар. Кулленех ирхи, кăнтăрлахи, каçхи апат тумалла. Выртас умĕн турăх е кефир ĕçмелле.
Апата кашни кун пĕр вăхăтра çиме тăрăшмалла. Вăл апат хуранне тата пыршăсене лайăх ĕçлеме пулăшать.
- Юлашки вăхăтра сахăр тата тăвар сахалтарах çиме калаççĕ. Кун пирки мĕн калама пултаратăр?
- Сахăр нумай çиме юрамасть. Ăна кунне 5-6 чей кашăкĕнчен ытла çимелле мар. Сахăра пылпа ылмаштарсан лайăхрах. Анчах ăна вĕри чей çине ямалла мар. Унăн усăллăхĕ чакать. Сахăр нумай çини тĕрлĕ чирсем патне çитерме пултарать: сахăр диабечĕ тата ытти те.
Тăвара та сахалрах çиме тăрăшмалла. Мĕншĕн тесен, юн тымарĕсен пусăмне пысăклатма пултарать.
- Тĕрлĕ пахча çимĕç нумайтарах çимелле теççĕ. Вĕсем мĕн енчен усăллă?
- Чăнах та, кунне 400-500 грамм тĕрлĕ пахча çимĕç çимелле: панулми, груша, купăста, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, сухан тата ытти те. Вĕсем организма кирлĕ минералсемпе, витаминсемпе тата клетчаткăпа пуянлатаççĕ. Чĕрĕлле çиме юраманнисен духовкăра пĕçерсе çимелле.
- Паллах, апат-çимĕçсĕр пуçне шыв ĕçмелле. Чылайăшĕ вара таса шыв вырăнне тĕрлĕ газ шывĕсем ĕçеççĕ. Ку вара тĕрĕс-ши?
- Таса шыв - чи лайăххи. Кун каçипе таса шыв ĕçни чăнах та усăллă. Вăл ÿт-тире типсе кайма памасть, тĕрлĕ кирлĕ мар токсинсене организмран тасатма пулăшать. Çыннăн талăкра 1,5-2 литр шыв ĕçмелле.
- Апатăн пахалăхĕ ăна тĕрĕс хатĕрленинчен те килет пулĕ. Кун пирки мĕн калама пултаратăр?
- Тĕрĕс хатĕрленĕ апат сывлăха лайăхлатма пулăшать. Апата пĕçернĕ чухне нумай вĕретмелле мар. Ăна ăшăтса тепре çисен, унăн пахалăхĕ чакать. Тата ăшаланă апат-çимĕç те сывлăхшăн сиенлĕ, тĕрлĕ чир-чĕр патне илсе пыма пултарать.
Тата çакна каласа хăварас килет. Каçа кофе е чей ĕçме юрамасть. Çакă çывăрма чăрмантарать. Типĕ апатпа час-часах усă курмалла мар. Вăл апат хуранне сиен кÿме пултарать тата мăнтăрлатать.
- Организмра витаминсем çитмесен гиповитаминоз аталанма пултарать теççĕ. Сăлтавĕ мĕнре-ха?
- Гиповитаминоз сăлтавĕсем вăрах чирсем, çав шутра - вар-хырăм çулĕсен, пĕвер, пÿре чирĕсем, хăш-пĕр эмеле ĕçни - пулма пултараççĕ. Анчах чылай чухне ку тĕрĕс мар апатланнипе, эрех нумай ĕçнипе, пирус туртнипе çыхăннă. Ача кĕтнĕ, кăкăр ĕмĕртнĕ, вăй-хал ĕçĕ тунă вăхăтра, ватлăхра организма витаминсем тата ытларах кирлĕ. Операци хыççăн, стресс пуçлансан та çаплах. Витаминсен çителĕксĕрлĕхĕ аталансах пыни япаласен ылмашăвне пăсать, кирек мĕнле чире те йывăрлатать, сывалма чăрмантарать.
- Гиповитаминоз паллисене каласа хăварăр, тархасшăн?
- Витамин çитменлĕхĕн хăш-пĕр паллисене асăрхасси йывăр мар. Çуркунне чылайăшĕ хăвăрт ывăнма, ыйхăлаттарма пуçланине, аппетит чакнине, ыйхă пăсăлнине туять. Пуç ыратни, пуç çаврăнни, час-часах шăнса пăсăлни, апат ирĕлтерекен органсен чирĕсем тăтăшрах аптратма тытăнаççĕ.
Тĕслĕхрен, С витамин /аскорбин йÿçекĕ/ çитменнине час-часах шăнса пăсăлни, шăл тунисем юхăнни, суран вăрах ÿт илни, ыйхă пăсăлни систереççĕ.
В1 витамин /тиамин/ çитмест тĕк пуç ыратать, астуса юласси япăхать, вăй пĕтет, сывлăш пÿлĕнет, йĕрес килет.
В2 витамин /рибофлавин/ çитменнин паллисем - тута хĕрри çуркаланни, ÿт япăхни, сăмса-тута хутламĕсем тĕлĕнче шыçни.
А витамин /ретинол/ çителĕксĕр пулнине ÿт типни, çÿç тăкăнни, куç çивĕчлĕхĕ чакни, çутта тÿсейми пулни, куççуль юхни палăртать.
- Лариса Валерьевна, кун пек чухне çынна мĕнле пулăшу пама пулать-ха?
- Организма витаминсемпе тивĕçтермелли икĕ меслет кăна пур - тĕрĕс апатлану тата витаминсем ĕçни. Вĕсем пĕр-пĕрне пуянлатаççĕ. Рациона тĕрлĕ апат-çимĕçпе пуянлатмалла: аш-какай, пулă, кĕрпе, турăх, чăкăт, чĕрĕ пахча çимĕç, çырла, мăйăр, ÿсен-тăран çăвĕ, ĕне çăвĕ, симĕс курăк /петрушка, укроп, серте, пултăран тата ыт. те./, çăкăр. Мĕнле витаминсем ĕçесси пирки вара хăвăрăн врачпа канашламалла.
- Çулла эпир организма витаминсемпе çителĕклĕ тивĕçтерес тесе чĕрĕ улма-çырла, пахча çимĕç ытларах çиме тăрăшатпăр. Анчах, шел те, хĕлле-çуркунне эпир вĕсене çителĕклĕ çиейместпĕр. Витаминсемпе çулталăкĕпех тивĕçтерме хĕл валли улма-çырлана, пахча çимĕçе мĕнле хатĕрлеме пулать-ха? Вĕсен усăллă енĕсене упраса хăварма пулать-ши?
- Консерваци мелĕпе усă курса упраса хăварма пулать. Çак шутра - маринадлани, йÿçĕтни, тăварлани, шăнтни, типĕтни, сахăрлани. Вĕсем çинчен тĕплĕнрех каласа парăпăр.
Тĕслĕхрен, маринадлани меслечĕпе кирек мĕнле улма-çырлана, пахча çимĕçе, кăмпана тирпейлеççĕ. Лайăх енĕ - вĕрилентерсен кальципе магни арканманни, пахча çимĕçре ликопин виçи ÿсни. Маринадланă çимĕçсене ăшăрах пÿлĕмре те упрама юрать.
Анчах асăннă меслетĕн çитменлĕхсем те пур: çимĕçсене тирпейленĕ чухне хими япалисем /уксус, сахăр, маринад/ хушаççĕ, вĕрилентерме тивнипе пысăк температура сиенлĕ организмсемпе пĕрле минералсемпе витаминсене пĕтерет. Тĕслĕхрен, В ушкăнри витаминсен виçи - 30 процент, А витаминăн - 50 процент, С витаминăн 70 процент чакать.
- Ытларах çынсем пахча çимĕçе тăварлаççĕ, йÿçĕтеççĕ. Вĕсем хăш енчен усăллă?
- Çак мелсем çимĕçсен усăллă енĕсене упраса хăварма кăна мар, вăйлатма та пулăшаççĕ. Усăллă япаласен 70-80 проценчĕ сыхланса юлать. Йÿçĕтнĕ купăстапа панулмире С витамин чĕррисенче пурринчен чылай ытларах. Январьте вĕсенче С витаминпа В ушкăнри витаминсем августри чухлех. Çак апат вар-хырăм ĕçне, аппетита лайăхлатать, организма кирлĕ тăварпа тивĕçтерет.
Пĕртен-пĕр çитменлĕх - çак меслетпе тирпейленĕ çимĕç йÿçме пуçлать, шывне улăштарсах тăма, çимĕçсене çуса тасатма тивет.
Тата тепĕр усăллă меслет - шăнтни. Вăл çимĕçсене хĕл валли хăвăрт та канлĕ тирпейлеме май парать. Çак тĕллевпе чылайăшĕ пысăк морозильниксем туянаççĕ. Шăнтнă чухне сивĕпе мĕнпур микроорганизм пĕтет, усăллă япаласем туллин упранса юлаççĕ. Шăнтнă улма-çырлапа пахча çимĕç чĕрринчен нимĕнпе те кая мар.
Паллах, шăнтас пулсан çимĕçсене упрамалли условисене çирĕп пăхăнмалла, пĕрре ирĕлтерсен тепре шăнтма юрамасть, пахалăхĕ пĕтет.
- Тата хăш-пĕр çынсем çимĕçсене хĕлле валли типĕтеççĕ. Ку меслет пирки мĕн калама пултаратăр?
- Шел пулин те, ку меслетпе усă курнă чухне вара çимĕçри С витаминăн тата В ушкăнри витаминсен пысăк пайĕ арканать. Çав вăхăтрах А, Е витаминсем туллин упранса юлаççĕ. Типĕтнĕ çимĕçсем пысăк калориллĕ пулнине асра тытмалла. Нÿрĕке çухатнă май çимĕçре сахăр виçи нумайланать, çавăнпа тутлăх пахалăхĕ ÿсет. Типĕтнĕ чухне консервантсемпе пачах усă курманнине кура çак çимĕçсемпе пĕчĕк ачасен апатланăвĕнче те усă курма юрать.
- Юлашки вăхăтра нумайăшĕ сахăрламалли меслетпе усă кураççĕ. Ытти меслетсенчен мĕнпе уйрăлса тăрать?
- Чăнах та, çынсем ку меслетпе анлăн усă кураççĕ. Çырласене стерилизацилемеççĕ, сахăр кăна сапаççĕ. Çавна май витаминсем консервланă, шăнтнă, типĕтнĕ чухнехинчен чылай ытларах упранса юлаççĕ. Сахăрланă çимĕçсене нÿхрепре е холодильникре упраççĕ.
Тĕп çитменлĕхĕ - сахăр ытлашши нумай пулни, çавăнпа пылака рациона чикĕлесе кĕртмелле.
- Лариса Валерьевна, эсир питĕ нумай меслет пирки асăнтăр, хăш меслечĕ вара лайăхрах?
- Хĕлле пурте вырăнлă. Анчах тăвар хушса маринадланă, йÿçĕтнĕ çимĕçсем юн пусăмĕ ÿсекен, пÿрепе шăк çулĕсен чул чирĕсемпе аптракан çынсене юрамаççĕ. Уксус хушнисене гастритпа, язвăпа чирлекенсене çиме хушмаççĕ. Варени-джем таврашĕ сахăр диабечĕпе, самăрлăхпа нушаланакан çынсене юрамаççĕ.
Диетологсем маринадланă, тăварланă çимĕçсене эрнере 1-2 хут кăштах кăна çиме хушаççĕ. Джемсемпе варенисене вара кунне 2-3 чей кашăкĕ пылак мар чейпе çиме юранине палăртаççĕ.
- Юлашкинчен вулакансене мĕн каласа хăваратăр?
- Тĕрĕс апатлансан эсир яланах хăвăра лайăх туятăр, çамрăк курăнатăр, сывă пулатăр.
Сывă пулăр!