17 сентября 2016 г.
Çĕнĕ Эйпеçри фельдшерпа акушер пунктĕнче 14-мĕш çул ĕçлет Тамара Матвеева заведующи. Кашни кунах Лаш Таяпа-Çĕнĕ Эйпеç çулне такăрлатать вăл. Тамара Петровна ял çыннисен сывлăхĕшĕн нумай тăрăшать, профилактика ĕçĕсене вăхăтра пурнăçлать. Кунта 262 çын пурăнать, вăл шутран - 18 тултарман 43 ача, çулталăка çитмен 2 пепке. Эрнере пĕрре ялти ФАПа Елчĕкри врачсем килсе çÿреççĕ.
- Çĕнĕ ФАП уçăлни ял çыннисен кăмăлне çĕклерĕ. Халĕ кунта çутă та хăтлă, пĕрремĕш пулăшу памалли мĕнпур майсем пур. Хамăн та ĕçлес кăмăл пысăк, - пĕлтерет опытлă сывлăх сыхлавçи.
Тамара Матвееван пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ - 34 çул. Тăван тăрăха таврăниччен вăл Хусанта, ун хыççăн Елчĕкре тăрăшнă.
В.КИРИЛЛОВА сăнÿкерчĕкĕнче: Т.Матвеева.