Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яваплăх ÿсет

17 сентября 2016 г.

Федерацин 2016 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнчи 272-ФЗ номерлĕ саккунĕпе Раççей Федерацийĕн Административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексне улшăнусем кĕртнĕ.

Саккунăн тĕп тĕллевĕ - ĕç паракансем хăйсен сотрудникĕсене ĕç укçине вăхăтлă кăна мар, туллин тÿлеме кирлине палăртасси. Саккун кăларакансем ĕç паракансене ĕç укçине тÿлеменшĕн, ĕç укçин чи пĕчĕк виçинчен сахалрах тÿленĕшĕн çирĕпрех айăплама йышăннă.

КоАПăн 5.27 статйине хушусем кĕртнĕ. Унăн 6 пункчĕпе килĕшÿллĕн, ĕç укçине, ун çумне хушса тÿлекен укçа-тенке вăхăтра тата туллин тÿлемесен е ĕç укçин чи пĕчĕк виçинчен сахалрах тÿлесен организацин должноçри çынсене 10 пинрен пуçласа 20 пин тенкĕ таран, уйрăм предпринимательсене - ĕç паракансене 1 пинрен пуçласа 5 пин тенкĕ таран, организацисене 30 пинрен пуçласа 50 пин тенкĕ таран штрафлаççĕ.

Енчен те маларах асăннă йĕркесене тепĕр хут пăссан 5.27 статьян 7 пункчĕпе килĕшÿллĕн айăплав шайĕ ÿсет: организацин должноçри çынсене 20000-30000 тенкĕ штрафлаççĕ е 1-3 çула дисквалификацилеççĕ, уйрăм предпринимательсене - ĕç паракансене 10000-30000 тенкĕ, организацисене 50000-100000 тенкĕ штраф параççĕ.

Çак саккунпах Раççей Федерацийĕн Ĕçлев кодексĕн 236 статйине те улшăнусем кĕртнĕ. Халĕ ĕç паракан ĕçлекенсене ĕç укçине, отпуск тÿлевне, ĕçрен хăтарнă чухне тÿлеве палăртнă вăхăтра тÿлемесен вăл тÿлевсене процент хушса саплаштармалла.

Компенсацин виçевĕ пирки коллективлă килĕшÿре, нормативлă актсенче, ĕç килĕшĕвĕнче палăртма май пур. Саккун кăçалхи октябрĕн 3-мĕшĕнчен вăя кĕрет.

П.КОКОРЕВ,
район прокурорĕн çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика