17 сентября 2016 г.
Кушкăра пурăнакан Анна Ивановна Дергуновăна /хĕр чухнехи хушамачĕ Эврикова/ 90 çула çывхарса пырать тесе никам та калаймĕ. Вăл çамрăк чухнехи пекех вăр-вар-ха, хастар. Ялта ăна хисеплесе пурте Анюк аппа тесе чĕнеççĕ. Çуллахи вăхăтра хур-кăвакал ÿстерме пулăшать вăл, пахчара çум çумлать. Хĕлле вара çăм арлать, чăлха-нуски, алсиш çыхать.
1929 çулхи нарăс уйăхĕн15-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ вăл. Ачалăхĕ хаяр вăрçă вăхăтне лекнĕ. Çавăнпа ĕçе ир кÿлĕнме тивнĕ хĕрачан. Аслисемпе тан çурлапа тырă вырнă, выльăх-чĕрлĕх пăхнă. Пĕрре те ÿркенсе тăман. 1942 çул пуçламăшĕнче ашшĕ, Иван Федорович, вăрçа тухса каять. Пĕтĕм йывăрлăх амăшĕпе хĕрачасен хулпуççийĕсем çине тиенет. Виçĕ хĕрача - Анна, Саня тата Тоня - пĕчĕк пулсан та вăй çитнĕ таран колхозра ĕçленĕ, амăшне пулăшнă.
Икĕ çула яхăн тăшманпа çапăçнă хыççăн Иван тете аманса яла таврăнать. Чылай вăхăт сипленнĕ хыççăн малтан килти хуçалăхра пулăшма тытăнать, каярах «КИМ» колхозра ĕçлет. Çемьере тинех сĕтел çинче çăнăх ярса çăратнă яшка, юр-вар курăнкалама тытăнать.
Вăрçă чарăннă тĕле Анна пĕве кĕрет. Кунĕпе ĕçлесе ĕшеннĕ пулин те вăййа тухма та май тупать. Пур çĕрте те хаваслă кулă, хуткупăс сасси илтĕннĕ.
Сисĕнмесĕрех 1952 çул та çитет. Çитĕнсе çитнĕ, тулли пит-куçлă хĕр килне хăтана пыраççĕ. Калаçса татăлнă хыççăн хăйĕнчен кĕçĕнрех Санька ятлă каччăн арăмĕ пулса тăрать. Пилĕк уйăх пĕрле пурăннă хыççăн çамрăк упăшкана салтака илсе каяççĕ. Виçĕ çул çурă хĕсметре пулса таврăннă çĕре Лидия хĕрĕ урайĕнче чупса çÿресе хăйĕн чĕлхипе калаçма та пуçланă. Каярах Алюш, Валя, Аля, Леня, Коля çут тĕнчене килнĕ.
Анюк аппа чи малтан сурăх ферминче ĕçлеме пуçланă. Каярах вăкăрсем самăртнă çĕрте вăй хунă. Юратнă ĕçĕ вара унăн ĕне сăвасси пулнă. Часах вăл дояркăна вырнаçать те мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех унта тăрăшать.
- Ун чухне ĕнесене алăпа сунă. Пĕр дояркăна 18-20 ĕне тивĕçнĕ. Ĕлкĕрме мĕнле хăват çитернĕ-ши? - аса илет ĕлĕкхине ĕçпе тыл ветеранĕ.
Анна Ивановнăна хастар ĕçленĕшĕн Хисеп хучĕсемпе тата хаклă парнесемпе пĕрре мар чысланă. Вальăпа Лидия уроксем хыççăн амăшне пулăшма васканă. Каярах доярка ĕçне юратнăран кунтах юлнă та тивĕçлĕ канăва тухичченех тăрăшнă. Иккĕшĕ те тăван ялти маттур йĕкĕтсене качча тухнă. Алюш ывăлĕ салтака кайиччен те, таврăнсан та хĕлле фермăра скотник, çуллахи вăхăтра кĕтÿçĕ пулса тимленĕ. Уйрăлса тухса çурт лартнă. 1985 çулта Ленин орденлĕ «Победа» колхозра «Чи лайăх кĕтÿçĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Хĕрлĕ хăюпа пĕрле алла çыхмалли сехет парса чысланă ăна. Вăл та авăн уйăхĕнче тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Сăмах май каласан, унăн мăшăрĕ Люда та фермăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă.
Аля хĕрĕ Пенза хулинче пурăнать, Леня Патăрьел салинче тĕпленнĕ. Иккĕшĕ те çемьеллĕ.
Санька тете, Анюк аппан мăшăрĕ, хăйĕн пурнăçне фермăпа çыхăнтарнă пулнă. Вăл унта платник пулса вăй хунă. Шел, вăл пирĕнпе çук ĕнтĕ. 1999 çулта чире пула пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.
Халĕ Анна Ивановна кĕçĕн ывăлĕн çемйипе шăкăл-шăкăл калаçса пурăнать. Коля ир-ирех тăрать те фермăна васкать. Вăл унта оператор пулса тăрăшать. Альбина кинĕ килти ĕçсене пурнăçлать. Вĕсем тăватă ĕне, пушмак пăрусемпе вăкăрсем, сыснасем, хур-кăвакал усраççĕ.
Кил-çуртра яланах тирпейлĕ. Хăна-вĕрлене те тарават Дергуновсем. Анюк кинемин тĕлĕнмелле пысăк та туслă йăх-несĕл. Халĕ унăн 17 мăнук, 16 кĕçĕн мăнук. Чăннипех те ăшпиллĕ ватă мухтава тивĕçлĕ.
Юрий ГОРДЕЕВ.
Кушкă ялĕ.