17 сентября 2016 г.
Федерацин кăçалхи июлĕн 3-мĕшĕнчи 261-ФЗ номерлĕ саккунĕпе эрех-сăра сутассипе çыхăннă маларах йышăннă саккунсене улшăнусем кĕртнĕ.
Саккунпа килĕшÿллĕн алкоголь продукцийĕсене ваккăн, обществăлла апатлану организацийĕсенче сутассипе çыхăннă требованисене хытарнă, асăннă тытăмра вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене çĕнĕ полномочисем панă.
Эрех-сăрана сутма юрамасть:
- вĕренÿ организацийĕн /хушма вĕренĕвĕн, профессиллĕ хушма, вĕренĕвĕн организацийĕсемсĕр пуçне/ харпăрлăхĕнчи çуртсем, сооруженисем, пÿлĕмсем вырнаçнă территорисенче;
- çул çитмен çамрăксене пĕлÿ паракан организацисем вырнаçнă территорисенче;
- медицина учрежденийĕсем вырнаçнă территорисенче;
- куçман пурлăх объекчĕсен йышне кĕрекен, палăртнă йĕркепе регистрациленĕ спорт сооруженийĕсен территорийĕсенче;
- çар объекчĕсем вырнаçнă территорисенче;
- вокзалсемпе аэропортсен территорийĕсенче;
- Раççей Правительстви палăртнă йĕркепе çирĕплетнĕ пысăк хăрушлăх кăларса тăракан объектсен çывăхĕнче.
Территорисен чиккине халăхпа пĕрле сÿтсе явнă хыççăн вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем палăртаççĕ. Улшăнусем 2017 çулхи мартăн 31-мĕшĕнчен вăя кĕреççĕ.
П.КОКОРЕВ,
район прокурорĕн çумĕ.