17 сентября 2016 г.
Район прокурорĕн тавăçĕпе суд крахмал туса кăларакан предприятине сывлăша сиенлĕ каяшсем кăларассипе ирĕк илме хушнă.
Район прокуратури «Чăвашъенкрахмал» ОООра çутçанталăк сыхлавĕн саккунĕсене пăснине тупса палăртнă. Акă, май тата июнь уйăхĕсенче общество 250 тонна ытла çĕрулми крахмалĕ туса кăларнă. Çак производствăра çĕр кăмрăкĕпе ĕçлекен кăмакапа усă курнă. Çутçанталăк сыхлавĕн саккунĕсене пăсса организацире производство тата потреблени каяшĕсен нормативне, вĕсене вырнаçтарассин лимичĕсене хатĕрлемен, сывлăша сиенлĕ каяшсем кăларассипе ирĕк илмен.
Район прокурорĕн тавăçĕпе суд «Чăвашъенкрахмал» ОООна çак çитменлĕхсене пĕтерме хушнă.
Суд йышăнăвĕ вăя кĕмен.
К.КОНОВАЛОВА,
район прокурорĕн пулăшуçи.