Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тухăç никĕсĕ - çĕре хатĕрленинче

14 сентября 2016 г.

Район администрацийĕнче тунтикун иртнĕ канашлура ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен уй-хирĕсенчи кĕрхи суха ĕçĕсене сентябрĕн 25-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме тĕллев лартнă.  

Кĕрхи çĕртме - çитес çулхи тухăç никĕсĕ. Тĕрĕссипе, агротехника йĕркипе килĕшÿллĕн, çак ĕçе пурнăçламалли чи лайăх вăхăт - август уйăхĕ.  Çĕрпе пĕлсе усă куракан тата ялхуçалăх культурисенчен пысăк тухăç илекен хуçалăхсенче пушаннă хирсен 70-80 процентне  шăпах çак вăхăтра сухаласа хăварма ĕлкĕреççĕ те.

Районти опытлă ертÿçĕсемпе агрономсем, инженери служби тĕш тырă культурисене пухса кĕртнĕ хыççăнах анана сухалама кирлине лайăх ăнланаççĕ. Мĕншĕн тесен ку чухне хумăл, çумкурăк, пĕтĕм хурт-кăпшанкă тăпра айне пулса лайăх çĕрĕшет, хĕл каçиччен ÿсен-тăраншăн кирлĕ апата çаврăнаççĕ. Тăпрари нÿрĕке сыхласа хăварасси те - чи кирлĕ фактор.  Çакна шута илсе анасене кĕркуннехи çумăр пуçланиччен - тăпра типĕ, ĕçе пахалăхлă йĕркелеме май пур чухне сухаласа хăвармалла. Апла пулсан, çĕр ĕçченĕн юлнă вăхăтпа тухăçлă усă курса юлмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика