14 сентября 2016 г.
Сентябрĕн 18-мĕшĕнче çĕршывăн, республикăн малашлăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм - саккунсем кăларакан влаç органĕсен депутачĕсене суйлатпăр. Кăçалхи суйлав уйрăмлăхĕсем çинчен Чăваш Республикин Елчĕк территори суйлав комиссийĕн председательне Л.Левыя каласа пама ыйтрăмăр.
- 2016 çулхи сентябрĕн 18-мĕшĕнчи пĕрлехи сасăлав кунĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйлатпăр. Çавна май кăçалхи суйлавра суйлавçăсем алла 4 бюллетень илеççĕ /икĕ бюллетенĕ – Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсене, икĕ бюллетенĕ – Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйламалли/.
- Леонард Васильевич, суйлав бюллетенĕсене мĕнле йĕркепе параççĕ?
- Саккунсем тăрăх, суйлава 18 çула çитнĕ Раççей гражданинĕсем хутшăнаççĕ. Районта суйлавçăсен списокне хатĕрлесе пĕтернĕ. Суйлав бюллетенĕсене суйлавçăсен йышне кĕртнĕ суйлавçăсене параççĕ. Вĕсене илес тесен, кашни çын паспорт е ăна улăштаракан ытти документ /çар службинче тăракан çыннăн удостоверенийĕ, шалти ĕçсен пайĕ палăртнă формăпа панă справка е урăх документ, моряк паспорчĕ, ют çĕршывра пурăнакан Раççей гражданинĕн паспорчĕ/ кăтартать.
Суйлав бюллетенĕсене илнĕ чухне суйлава хутшăнакан çын суйлавçăсен списокĕнче паспортăн е маларах асăннă пĕр-пĕр документăн серине, номерне кăтартать, суйлав бюллетенĕсене илнине алă пусса çирĕплетет. Суйлавçă килĕшсен, унăн паспорчĕн е ытти документăн серипе номерне суйлавçăсен списокĕнче суйлав комиссийĕн членĕ те паллă тума пултарать, анчах та суйлавçă хăех алă пусса çирĕплетмелле.
- Енчен те çын ватă е чирлĕ пулсан, вăл суйлав участокне килеймесси паллă. Çапах вăл суйлава хутшăнасшăн. Мĕнле майпа?
- Суйлав саккунĕсем тăрăх, çакăнта уйрăм йĕркене палăртнă. Енчен те çын ватă е чирлĕ пулнă пирки алă пусаймасан, вăл ытти çынсенчен пулăшу ыйтма пултарать. Ун пек чухне пулăшакан суйлавçă списокра хăйĕн хушаматне, ятне, ашшĕн ятне, паспортăн е ытти документăн серине, номерне кăтартать, алă пусать. Кунта çакна шута илмелле: суйлав комиссийĕн членĕ, регистрациленнĕ кандидат, унăн представителĕ, шаннă çынни, сăнавçăсем ватă е чирлĕ çынна пулăшма пултараймаççĕ. Паллах, алă пусма пултарайман суйлавçă çакăн çинчен суйлав комиссине пĕлтермелле, пулăшма ыйтмалла.
Чирленипе е ытти урăх сăлтава пула сентябрĕн 18-мĕшĕнче суйлав участокне сасăлама пыраймастăр пулсан, çав кунхи 14 сехетрен кая юлмасăр суйлав комиссине телефонпа е ытти çынсем урлă пĕлтермелле – сире киле пырса сасăлаттармалла.
- Е суйлавçă пĕр-пĕр сăлтава пула вырăнта суйлава хутшăнаймасть пулсан?
- Енчен те сентябрĕн 18-мĕшĕнче пĕрлехи суйлав вăхăтĕнче эсир отпускра – пурăнакан вырăнтан аякра, командировкăра пулатăр, ĕçлеме е вĕренме тухса каятăр, патшалăх тата общество ĕçĕсене пула сасăлама килейместĕр пулсан, эсир çирĕплетекен удостоверени илме пултаратăр. Çак документпа çĕршывăн пур кĕтесĕнче те сасăлама пултаратăр. Августăн 3-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 6-мĕшĕччен çирĕплетекен удостоверенисене Елчĕкри территори суйлав комиссийĕсенче панă, сентябрĕн 7- 17-мĕшĕсенче ăна кашни суйлав участокĕнче илме май пур. Ăна илес тесен суйлав участокне суйлав кунĕнче пулайман сăлтавне кăтартса заявлени çырмалла, пĕрле паспорт пулмалла.
- Алла бюллетень илсен, мĕн тумалла?
- Суйлав бюллетенĕсенче суйлавçăсем хăйсене килĕшекен партин е кандидатăн хушамачĕ хыçĕнчи тăваткалта мĕнле те пулин паллă /хĕрес, çаврашка, çекĕл/ тумалла. Пĕр бюллетеньре иккĕ е ытларах паллă лартсан е пĕр паллă та лартмасан çак бюллетене юрăхсăр тесе йышăнаççĕ. Хальхи суйлав бюллетенĕсенче пĕтĕм партисене е кандидатсене хирĕç сасăламалли тăваткал çук.
Кашни суйлавçă хăйĕншĕн çеç сасăлать. Ытти суйлавçăсемшĕн унăн сасăлама ирĕк çук.
- Сасăлав вăхăчĕ улшăнман-и?
- Суйлав вырăнти вăхăтпа ирхине 8 сехетрен пуçланса каçхине 20 сехетре вĕçленет. Хаклă юлташсем, суйлавçăсем! Эсир пурте сентябрĕн 18-мĕшĕнче суйлава активлă хутшăнасса, тĕрĕс çул суйласа илессе шанса тăратпăр. Енчен суйлавпа çыхăннă ыйтусем пур пулсан, эсир Елчĕк территори суйлав комиссине /район администрацийĕн 2-мĕш хутри 4-мĕш, 3-мĕш хутри 17-мĕш пÿлĕмĕсем/ килме е 2-54-92, 2-58-05 номерлĕ телефонсемпе ыйтса пĕлме пултаратăр.