14 сентября 2016 г.
Раççей Патшалăх Думине тата Чăваш Енĕн Патшалăх Канашне суйланас текен кандидатсемпе тĕлпулу ирттересси çинчен пĕлтернине вуланă хыççăн Елчĕкри культурăпа кану çуртне утрăм. Анчах унта çитсенех кăмăл хуçăлчĕ: залра 12-15 суйлавçă та пĕр кандидат çеç. Мĕнле хак памалла çакăн пек пулăма?
Суйлавçăсене ăнланма пулать. Депутат пулас текен кандидатсемпе партисенчен хăш-пĕри халăхăн пурнăç шайне ÿстерме темĕн те пĕр шантараççĕ, вĕсенчен чылайăшне мĕнле майпа пурнăçласси пирки шутламаççĕ те. Çак шав йăлăхтарнă суйлавçăсене - çавăнпа тĕлпулусене çÿремеççĕ пулĕ.
Ман шутпа вара, суйлава каймаллах, сăмаха ĕçпе çирĕплетнĕ кандидатсемшĕн, партисемшĕн сасăламалла.
А.СОРОКИН.
Ентеше
Суйлава, тус-ентеш! Суйлава!
Раççейре хуçара - демократи.
Путлантар сассупа ултава,
Влаçра пулĕ вара ĕçлĕ парти.
Сан сассу аслати пек пулса,
Миллион сасăпа хутшăнсассăн -
Вăй парĕ çĕршыв-пуйăса
Малалла талпăнмашкăн мăнаçлăн.
Тĕлĕрме вăхăт çук! Ăнлансам!
Сасă панă сана. Панă ирĕк.
Кам тивлетсĕр, ÿркевçĕ, кăнттам -
Ăна юлĕ кайран пушă тирĕк.
Суйлава, тус-ентеш! Суйлава!
Пурăнан пурнăçра пул тĕллевлĕ.
Усă кур сассупа суйлавра,
Ан пултăр иртни пит ÿпкевлĕ.
Владислав ПИНЕР.