10 сентября 2016 г.

Авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикинче ĕçлĕ визитпа Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова пулнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле вĕсем хулари 1-мĕш больницăн пĕтĕмĕшле практика /çемье/ врачĕн 2-мĕш уйрăмне тата хулари ача-пăча 3-мĕш больницин поликлиникине савăнăçлă майпа уçнă çĕре хутшăннă. Çак икĕ объект пĕр çуртра вырнаçни Алькеш микрорайонта пурăнакансемшĕн питĕ меллĕ. Палăртса хăваратпăр: 2015 çулта хулари стоматологи поликлиники уçăлнă пулнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Вероника Скворцовăна региона тăтăшах пулăшу кÿнĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă, пурне те çак паллă пулăмпа саламланă, республикăри влаç тытăмĕнче тăрăшакансемшĕн çынсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулнине асăннă. «Микрорайонта пурăнакансем пирĕн пата тăтăшах тĕрлĕ сĕнÿсемпе тухрĕç. Поликлиника уçма май пулмĕ-ши тесе ыйту хускатрĕç. Эпир çак çурта туянса, ăна тĕпрен юсарăмăр. Халĕ кунта пĕтĕмпех хальхи пурнăç таппипе тÿр килекен пысăк медицина технологи хатĕрĕсене вырнаçтарнă. Палăртма кăмăллă, ачасем, аслисем те туххăмрах медицина пулăшăвне илме пултараççĕ», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.
Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова хăйĕн саламĕнче çак поликлиникăра пысăк тавракурăмлă ăста специалистсем ĕçлессине шанса каланă. Чăваш Республикин тепĕр пысăк çитĕнĕвĕ пирки те чарăнса тăнă: «Республикăри пепкесен вилеслĕхĕн кăтартăвĕ - Раççейре чи пĕчĕккисенчен пĕри тата ăна тĕнчери малта пыракан çĕршывсен кăтартăвĕсемпе танлаштарма та пулать, - палăртнă сумлă хăна. - Çак кăтарту - медицинăра тăрăшакансем хăйсен ĕçне пысăк яваплăха туйса пурнăçланине çирĕплетет, - тенĕ сăмаха малалла тăснă май. - Юлашки виçĕ çулта республикăра халăх нумай çул пурăнни пурне те савăнтарать. Вăраха чире кайса аптракансен шучĕ те пĕчĕкленсе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çитĕнÿсем, паллах, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев асăннă ыйтусене çирĕп тĕрĕслевре тытнипе, сывлăх сыхлавĕнчи кашни ыйтăва тимлĕх уйăрнипе пулса пыраççĕ».
Нумай ача амăшĕ Наталия Тимакова Алькешре пурăнакансен ячĕпе Раççейри Сывлăх сыхлавĕн министерствине, республика Правительствине чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каланă. «Эсир пирĕн сĕнĕве шута илтĕр. Чăннипех те поликлиника хăтлă, таса, çутă, условисем çителĕклĕ», - тесе палăртнă хăй шухăшне. Сумлă хăнасем ятарлă медицина пÿлĕмĕсене пăхса тухнă, условисемпе кăсăкланнă. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова регионта медицина епле аталанса пыни пирки каласа хăварнă, малашлăхри тĕллевсем çинче чарăнса тăнă. Хулари 1-мĕш клиника больницин тĕп врачĕ Наиля Зинетуллина çĕнĕ информаци технологийĕсемпе хăнасене паллаштарнă. Хулари ача-пăчасен 3-мĕш больницин тĕп врачĕ Михаил Михайлов асăннă учрежденире пĕтĕмпе çемье врачĕ - 8, педиатри врачĕсем 6-ăн ĕçленине пĕлтернĕ. Хулари стоматологи поликлиникин тĕп врачĕ Владимир Викторов тĕрлĕ медицина пулăшăвĕсен пахалăхĕсем пирки каласа хăварнă. «Сирĕн Чăваш Енре пурăнакансене илĕртÿллĕ, шап-шурă шăлсем кăтартса çÿрессишĕн тăрăшмалла», - тенĕ Владимир Викторова сумлă хăна. Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова медицина учрежденийĕсене пысăка хурса хакланă, условисем тĕлĕнмелле лайăх пулнине палăртнă.
/ЧР официаллă влаç порталĕнчен/.