10 сентября 2016 г.
Тăрмăш ялĕнче пурăнакансем хăйсен пысăк савăнăçне районти ытти çынсемпе те пайлаççĕ.
Ялăн Тĕп урамĕнче республика бюджетĕнчен тата район хыснинчен уйăрнă укçа-тенкĕпе усă курса иртнĕ çулталăк вĕçĕнче çул сарма пуçланă. Кăçал çак ĕçе вĕçленĕ. Пурĕ 725 метра тăсăлакан çак объектри ĕçсене питех те тĕплĕн пурнăçланă: унăн çиелти сийне битум сапса хытарнă.
Пысăк пахалăхпа тунă çулшăн ял çыннисем республика ертÿлĕхне, район администрацийĕн пуçлăхне Николай Миллина чĕререн тав тунине пĕлтернĕ.