10 сентября 2016 г.
Çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртессишĕн ăнтăлакан çынсене патшалăх енчен нумай пулăшаççĕ.
Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илÿ министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх - 2016 çулта лизингпа оборудовани туяннин тата производствăна çĕнетсе улăштарнин тăкакĕсене саплаштарма федераци бюджетĕнчен республикăна пурĕ 15 миллион тенкĕ уйăрса панă. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курнисем хушшинче пирĕн районти юридика сăпачĕсемпе предпринимательсем те пур. Вĕсем: «АСК-Яльчики» ООО, Николай Светлов, Владислав Ишмуратов, Владимир Чернов, Леонид Григорьев, Надежда Герасимова.
Пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарма патшалăх енчен пулăшасси малашне те сыхланса юлĕ. Çак тĕллевпе черетлĕ конкурс иртет, министерство май пур чухне пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене конкурса хутшăнма чĕнсе калать. Лизингпа оборудовани туяннин тата производствăна çĕнетсе улăштарнин тăкакĕсене саплаштарма субсиди илес тесен конкурса хутшăнакансен мĕнпур кирлĕ тулли документсене хатĕрлесе çитермелле. Заявкăсене авăн уйăхĕн 17-мĕшĕччен анчах йышăнаççĕ.
Заявкăсене мĕнле йĕркепе хатĕрлесси çинчен тĕплĕнрех «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарассипе тата халăха ĕçпе тивĕçтерекен республикăри бизнес-инкубатор» автономи учреждени специалисчĕсенчен ыйтса пĕлмелле. Вăл тĕп хулари Ленин проспектĕнчи 12 Б çуртра вырнаçнă. Телефонпа ыйтса пĕлес пулсан /8352/ 62-12-77, 62-65-08, 62-29-09 телефонсемпе шăнкăравламалла.
Заявкăсене патшалăх тата муниципаллă пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерекен нумай функциллĕ центрта йышăнаççĕ. Унăн адресĕсем: Шупашкар хули, Ленинград урамĕ, 36-мĕш çурт, е Энтузиастсен урамĕ, 36/9 çурт, е Мускав проспекчĕ, 37 А çурт, е Эгер бульварĕ, 36 А çурт. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 8 /352/ 22-47-77, 22-48-00. Электронлă адрес: mfc@cap.ru, сайт адресĕ: http://www.mfc-gcheb.cap.ru.
М.ПАВЛОВА,
район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ.