10 сентября 2016 г.
Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствипе, Чăвашрессовпрофпа, Чăваш Енĕн Пенсионерсен союзĕпе пĕрле аслă ăру çыннисене патшалăх енчен пулăшу парас енĕпе «çавра сĕтел» йĕркелерĕ.
Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи управляющийĕ Р.Кондратьева,ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕн çумĕ Е.Сапаркина аслă ăру çыннисене кăçалхи çур çулта патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерни çинчен чарăнса тăчĕç, Раççей тата Чăваш Енĕн влаç органĕсен ырă пуçарăвĕ çинчен каласа кăтартрĕç.
Çак тема кашнинех хумхантарать, уйрăмах аслă ăру çыннисене кăсăклантарать. Пурте пĕлетпĕр, юлашки вăхăтра таварсен сутлăх хакĕсем те, пулăшу тарифĕсем те ÿссех пыраççĕ. Çăмăл мар тапхăрта пенсионерсене патшалăх енчен пулăшу кирлех. Çакна влаç органĕсенче ĕçлекенсем те ăнланаççĕ.
Чăваш Енре 366 пин çын Раççей Пенси фончĕ урлă пенси илсе тăрать. Экономикăри лару-тăрăва шута илсе, кăçалхи январь уйăхĕнчен федераци çăмăллăхçисене паракан тÿлеве пенсионерсен регионти пурăнмалли чи пĕчĕк виçе таран ÿстернĕ, пенсисене пĕрремĕш çур çулта 4 процент индексациленĕ. Иккĕмĕш çур çулта палăртнă индексацине Раççей Правительстви пĕр хутчен паракан тÿлевпе улăштарма йышăннă. Пĕр хутчен паракан 5 пин тенкĕ укçана пенсионерсем 2017 çулхи январь уйăхĕнче пенсипе пĕрле илĕç. Р.Кондратьева çак тÿлевĕн паха енĕсене те палăртрĕ. Ăна Раççей гражданинĕ шутланакан тата унта яланах пурăнакан пенсионерсем илеççĕ. Чăваш Республикинче тивĕçлĕ канăва кайнă 366 пин пенсионера тÿлеме 1,8 миллиард тенкĕ ытла уйăрма палăртнă. Индексаци тунă пулсан, социаллă пенсисем тата ĕçлекенсен пенсийĕсем ÿсместчĕç. Иккĕмĕшĕнчен, пĕр хутчен паракан тÿлев виçи иккĕмĕш индексаци хыççăнхи хушăм виçипе танлашать. 11,6 пин тенкĕрен каярах пенси илекенсемшĕн те çак тÿлев усăллă, мĕншĕн тесен индексаци тунă пулсан, кашни уйăхри ÿсĕм 1 пин тенкĕрен каярах пулĕччĕ. Виççĕмĕшĕнчен, пĕр хутчен паракан тÿлеве пенсионер тÿрех алла илет.
Укçана çитес çулхи январь пенсийĕпе пĕрле кăна тÿлени тивĕçлĕ документсем хатĕрлессипе çыхăннă. 4-5 уйăхра Раççей Правительстви федерацин саккунĕн проектне хатĕрлет, ăна Патшалăх Думи пăхса тухса йышăнать, унтан тÿлев хучĕсене йĕркелеççĕ.
Р.Кондратьева 2016 çулта пенсисене индексацилемелли йĕрке вăхăтлăх пулни çинчен те пĕлтерчĕ. 2017 çулта Раççей пенси саккунĕпе килĕшÿллĕн ăна туллин индексацилеме йышăннă. Çитес çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен страховани пенсийĕсене Росстат кăтартăвĕсемпе 2016 çулхи инфляци шайне кура ÿстереççĕ. Социаллă пенсисем апрелĕн 1-мĕшĕнчен пенсионерсен иртнĕ çулхи пурăнмалли вăтам виçе ÿсĕмĕн калăпăшĕпе тан хăпарĕç.
Чăваш Енĕн ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕн çумĕ Е. Сапаркина палăртнă тăрăх, ĕç ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем, репрессине лекнисем, вăрçа хутшăннисемпе инвалидсем кашни уйăхри пенсипе пĕрле хушма тÿлев илсе тăраççĕ, вĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тăкакĕсене саплаштарма çăмăллăхсем параççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн указĕпе килĕшÿллĕн 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн 53 пин çынна /хĕрарăмсен - 37,5, арçынсен 42,5 çул ĕç стажĕ пулсан/ «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят панă.
Çавăн пекех аслă ăрури çынсене тата инвалидсене министерствăна пăхăнса тăракан 33 организаци куллен социаллă пулăшу парать. Республикăра 70 тата 80 çула çитнисене капиталлă юсав тÿлевĕпе çыхăннă тăкаксемшĕн компенсаци пама йышăннă.
Видеоканашлура тĕрлĕ ведомствăсен, общество организацийĕсен, районсенчи представительсем те тухса калаçрĕç, аслă ăру çыннисем хÿтлĕхсĕр юлманнине палăртрĕç.
А. ФЕДОРОВ.