07 сентября 2016 г.
Шăматкун пирĕн районта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Министрсен Кабинечĕн отрасльсенчи ертÿçисем пулнă.
Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, район пуçлăхĕ Петр Скворцов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин Лаш Таяпари Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркĕве уçма хутшăнчĕç.
Чăваш Ен-Шупашкар Митрополичĕ Варнава, Канаш тата Тăвай епископĕ Стефан çĕнĕ чиркĕве усал сывлăшран тасатрĕç, хăйсен пулăшаканĕсемпе кĕлĕ ирттерчĕç. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, район пуçлăхĕ Петр Скворцов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, районти влаç органĕсен представителĕсем пулчĕç.
Çак кун Лаш Таяпара чăн-чăн уяв пулчĕ. Кĕрхи çанталăкăн пĕрремĕш кунĕсем ăшăлăх, çепĕç кăмăл-туйăм парнелерĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ял çыннисемпе калаçрĕ. Вĕсем чиркÿ уçăлнă ятпа апат-çимĕç, парнелемелли япаласем илсе тухнă. Ялтан уйрăлнă, яла манман ентешсем апат-çимĕçе тутанса пăхрĕç, сувенирсем туянчĕç. Михаил Игнатьев кĕске вăхăтра çакăн пек мăнаçлă, хитре чиркÿ туса лартнăшăн ял çыннисене тав турĕ, ăнăçу сунчĕ.
Республика Пуçлăхĕн малаллахи çулçÿревĕ Аслă Елчĕке çитрĕ. И. Яковлев урамĕнче çĕнĕ çул сарнă. Вăл асфальт мар пулин те, ăна хăйăр, вак чул, сăмала ярса хытарнă. Халĕ 1 çухрăма яхăн çулпа ял çыннисем усă курма пултараççĕ. Çула тума республика, район бюджечĕсенчен укçа-тенкĕ уйăрнă, ял çыннисем те кăштах хăйсен укçи-тенкине хывнă.
Кăнтăрла Аслă Елчĕк ялĕнче районти активпа канашлу иртрĕ. Михаил Игнатьев чи малтанах Елчĕк районĕн экономикăпа социаллă аталанăвĕн пĕрремĕш çур çулхи итогĕсене кĕскен тишкерсе тухрĕ, районти ялхуçалăх отраслĕ ăнăçлă аталанса пынине палăртрĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин район аталанăвĕн çур çулхи пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ. Николай Петрович палăртнă тăрăх, районти ялхуçалăх ĕçченĕсен мăнаçланмалăх пур. 21,5 пин гектартан 60140 тонна тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Совет тапхăрĕ хыççăнхи çулсенче - çакă чи пысăк кăтарту. Кашни гектартан тухакан тухăç 28 центнерпа танлашнă. Хальхи вăхăтра кĕрхи культурăсене акас, çĕртме сухи тăвас, çĕрулми кăларас, кукуруза вырас ĕçсем пыраççĕ. Вĕсене ăнăçлă, паха вĕçлесен тухăç та, тупăш та малашне пулатех.
Малалла районăн экономикăпа социаллă аталанăвĕн 7 уйăхри итогĕсене Чăваш Республикин экономика, промышленноç, суту-илÿ министрĕн заместителĕ Виталий Емельянов, финанс министрĕ Светлана Енилина, транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Михаил Резников тата ыттисем пĕтĕмлетрĕç.
Канашлура халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕсенче тăрăшса ĕçленĕшĕн Аслă Елчĕкри фермер хуçалăхĕн ертÿçине Владимир Чернова Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăваш Республикин ялхуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» панă ятпа саламларĕ. Хастар ĕçсемшĕн ытти ĕçченсем те республика, район шайĕнчи наградăсене тивĕçрĕç.
Сăнÿкерчĕкре: Аслă Елчĕкре пурăнакансемпе.