07 сентября 2016 г.
Районĕпе пурĕ 671,5 гектар, çав шутран ялхуçалăх предприятийĕсенче 355 гектар, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче 316,5 гектар лаптăкра çĕрулми çитĕнтернĕ. Хальхи вăхăтра ăна 216,5 гектар /32 процент/, çав шутран хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче 110,5 гектар, «АСК-Яльчики» ОООра 220 гектар /91 процент/, «Нива» агрофирма» ОООра 15 гектар /15 процент/ пухса кĕртнĕ. «Иккĕмĕш çăкăрăн» 1 гектартан тухакан вăтам тухăçĕ, пĕтĕмĕшле илсен, 218 центнерпа, «АСК-Яльчики» ОООра - 295, «Нива» агрофирма» ОООра - 220, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче 154 центнерпа танлашать.
Август уйăхĕнчи кĕрхи çĕртме сухи агротехникăпа килĕшÿллĕн чи лайăххи шутланать. Шел пулин те, çакна кашниех ăнланасшăн мар. «Колос» ЯХПКра 650 гектартан 20 гектарне çеç сухаланă. Ленин ячĕллĕ, «Труд», «Марс» ялхуçалăх производство кооперативĕсенче, «Энтепе» сахал яваплă обществăра та сухаланмалли лаптăксем çурринчен те каярах пулни шухăша ярать. Мĕн çакă? Ертÿçĕсемпе специалистсем яваплăха туймаççĕ-ши?
Вĕсен «АСК-Яльчики», «Яманчурино», «Нива» агрофирма», «Урожай», «Победа» сахал яваплă обществăсен ырă тĕслĕхне ăса хывни питĕ вырăнлă. Августра суха тăваймарăмăр пулсан, сентябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче çак ĕçе вĕçлесчĕ.