Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ Эйпеçсен пысăк савăнăçĕ

07 сентября 2016 г.

Чăннипех те харсăр та ĕçчен çынсем пурăнаççĕ Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче. Шăматкун Лаш Таяпара çĕнĕ чиркĕве савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç, ытларикун Çĕнĕ Эйпеçре çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнине паллă турĕç. 

ФАПа ял варринче, культура çурчĕпе юнашар çĕклесе лартнăран кунти территори хăйне евĕрлĕ лапам евĕр илемлĕн курăнать. Кунтах Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕсене асăнса ял халăхĕн вăйĕпе çĕклесе лартнă палăк та чыслăн ларать.

Районти çиччĕмĕш фельдшерпа акушер пунктне савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн комитечĕн председателĕ Петр Краснов, Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Павлов, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Надежда Уркова тата ытти сумлă хăнасем хутшăнчĕç, вĕсем пĕчĕк ялăн пысăк савăнăçĕпе кунта пурăнакансемпе пĕрле савăннине пĕлтерчĕç, çĕнĕ те хăтлă ФАПа чирлесен кăна мар, ытларах ырă сĕнÿ-канаш илме килмелле пултăр тесе палăртрĕç.

Çĕнĕ Эйпеçре  ял çыннисемшĕн чи кирлĕ объекта хута яни - республика ертÿçисем  ял çыннин пурнăç шайне лайăхлатас тата вĕсен ĕмĕрне тăсас тесе тăрăшнине тепĕр хут çирĕплетекен ырă пулăм. Районта çиччĕмĕш ФАП хальхи йышши оборудованипе пуяннипе, хăтлăхĕпе чуна савăнтарать. «Кун пек çутă та илемлĕ медицина учрежденийĕнче ĕçлес те ĕçлес килет», - савăнăçне пытараймасть Тамара Матвеева фельдшер. Тамара Петровна  Лаш Таяпа-Çĕнĕ Эйпеç çулне 14 çул такăрлатать. Ял çыннисен сывлăхĕшĕн тăрăшать опытлă ĕçчен. Унăн пĕтĕмпе сывлăх хуралĕнче пуçтарнă стаж – 34 çул. Хăйĕн профессине чунтан парăннă сывлăх сыхлавĕн ĕçченне Юрий Попов Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Тав хутне парса чысларĕ. Ял старости Геннадий Туманов ФАП туса панăшăн республика, район ертÿçисене, пулăшу аллине тăснă депутатсене, территорине тирпей-илем кĕртме пулăшнă ял халăхне чĕререн тав турĕ.

Хĕрлĕ хăйăва касма Н.Миллина, Ю.Попова, Н.Урковăна тата пирĕшти евĕр тăхăннă хĕрачасене шанчĕç.

Лаш Таяпа тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем ял çыннисене савăк юрă-кĕвĕпе саламларĕç. Уяв юррисем инçете-инçете саланчĕç.

 

Хаклав

Н.УРКОВА, районти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ:

- Районти пĕчĕк ялсенче хальхи йышши çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем уçăлни кăмăла çĕклет. Инçетри ял çыннисене пĕрремĕш пулăшу пама мĕнпур майсем çителĕклĕ. Ял çыннин сывлăхĕ республика ертÿçисене çав тери хумхантарать, çавна май вĕсем  сывлăха упрама тивĕçлĕ условисем туса пама тăрăшаççĕ те.

М.ВАСИЛЬЕВА, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ:

- Тăван ялăмра сывлăх керменĕ çĕкленсе ларнишĕн чун-чĕререн савăнатăп. Хăйне евĕрлĕ ял лапамĕ пулса тăчĕ çак вырăн. Малашне ял халăхĕ сывлăхне тĕрĕслеттернĕ хыççăн кану çуртĕнче кăштах канса лартăр,  пурин те çирĕп сывлăх пултăр. Сывлăх керменĕ тума пулăшнă Ю.Попов, С.Павлов, хастар ял çыннисем тав сăмахне тивĕçлех.

Н.МУСТАЕВ, пенсионер, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ:

- Кĕске вăхăт хушшинчех ялта çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ ÿссе ларни юмахри пекех туйăнать. Тавтапуç пурне те çакăн пек чаплă фельдшерпа акушер пункчĕ туса панăшăн.

В.СМИРНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика