07 сентября 2016 г.
Пĕлÿ кунĕ - сентябрĕн 1-мĕшĕ - вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕшĕн хумхантаракан уяв çеç мар. Ăна кĕтсе илме нумай службăсемпе подразделенисен, общество организацийĕсен, влаç органĕсен представителĕсем те хатĕрленчĕç.
Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумне Николай Малова вĕрентĕвĕн кирек хăш учрежденинче те кĕтеççĕ. Шел пулин те, кашнинчех пулма май çук. Уяв линейкисемпе уроксем пĕр вăхăтра иртеççĕ çав. Çавăнпа Николай Владимирович Етĕрне районĕнче пулма кăмăл турĕ, мĕншĕн тесен вăл ăна нумай çул ĕçленипе, общество ĕç-хĕлне пурнăçланипе çывăхлатать.
Чи малтанах Николай Малов Етĕрнери 1-мĕш гимназире пулчĕ. Вăл вĕренĕвĕн хисеплĕ учрежденийĕсенчен пĕри. 2015-2016 вĕренÿ çулĕнче гимнази Чăваш Енĕн чи лайăх 90 вĕрентÿ учрежденийĕсен йышне кĕнĕ. Кăçал унтан кашни виççĕмĕш, пурĕ 13 выпускник, ылтăн медальпе тухнă. Гимназире вĕренекенсем шкул, район, республика чысне тĕрлĕ шайри олимпиадăсенче хÿтĕлеççĕ. Унăн директорĕ Надежда Порфирьева - районти «Çулталăк директорĕ - 2016» конкурсĕн çĕнтерÿçи.
Николай Владимирович ачасене, педагогика коллективне, ашшĕ-амăшне çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламланă. Вăл малашне те Чăваш Енре вĕренÿ пахалăхĕ лайăхланасса шанса тăнине пĕлтернĕ. Хальхи вăхăтра ялсенче вĕренекенсем тĕп хуласенчи тантăшĕсемпе пĕр тан пулни палăрать. Часах вĕренÿ шайĕпе пахалăхĕн шайĕ вĕренекен ăçта пурăннипе çыхăнмĕ. Кунта, паллах, çĕнĕ технологи кăна мар, педагогсен хастарлăхĕ те пысăк вырăн йышăнать.
Пĕлÿ кунĕнче Элĕк районĕнчи Мăн Вылă шкулĕнче Семеновсен ячĕллĕ çĕнетнĕ спорт залĕ уçăлнă. Хисеплĕ хăна Николай Владимирович Малов çĕнетнĕ спорт залĕнче спортăн çĕнĕ çитĕнĕвĕсем пуласса шанса тăнине пĕлтернĕ. «Пĕртăван Семеновсен ырă йăли-йĕркине сыхласа хăвармалла, - палăртнă Николай Малов. - Эпир малашне те ялсенчи шкулсенчи спорт залĕсене çĕнетессипе ĕçлĕпĕр».
Районта пурăнакан, Мăн Вылă шкулĕнче пĕлÿ пухакан ывăлĕсен _ вунпĕрмĕш класри Кирилпа пиллĕкмĕш класри Даниилăн амăшĕ Сильвия Кириллова ентешĕсем ячĕпе çакна палăртнă: «Пирĕн шкулта çакăн пек çутă та хитре спорт залне тунăшăн эпир питĕ хавас».
Мăн Вылăри шкул спорт мелĕпе утакансен, боксерсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарать - вĕсем Раççей шайĕнчи ăмăртусенче район чысне кăна мар, Чăваш Енĕнне те хÿтĕлеççĕ.
«Физкультурăпа тата спортпа хутшăнма май туса пани - вĕренÿпе воспитанин паха енĕ, - палăртнă Николай Малов. - Пирĕн патăмăрта çак задачăсене комплекслă пурнăçлаççĕ. Пирĕн ачасен тивĕçлĕ пĕлÿ илнипе пĕрлех спортра çитĕнÿсем тума майсем пур. Ялсенчи шкулсенче 70 спорт залне тĕпрен юсанă. Çитес çулсенче тат 40 зала çĕнетмелле. Çавăн пекех спорт площадкисемпе комплекссем те тăваççĕ. Çитес 10 çулта 32 шкул тума тата çĕнетме палăртнă. Ялсенче пурăнакансем пысăк хуласенче пурăнакансен пĕтĕм майĕсемпе усă курасса тарăннăн шанса тăратăп».