07 сентября 2016 г.
1812 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнче Бородино ялĕ çывăхĕнчи çапăçура Михаил Илларионович Кутузов ертсе пыракан вырăссен çарĕ французсене парăнман.
Салхуллăн, никампа калаçмасăр, Наполеон свитăпа тата генералсемпе пĕрле çапăçу пынă вырăна пăхса çаврăннă. Император каçхине вырăссем хăйсен 112 пин салтакĕнчен 58 пине яхăн, хăй Бородино хирне илсе килнĕ 130 пин салтакĕнчен 50 пин ытла çынна çухатнине пĕлмен-ха. Çапах та вăл чи лайăх 47 генералĕ пуç хунине, аманнине çав каçах пĕлнĕ. Французсен тата вырăс салтакĕсен виллисем тăкăс выртнă пирки императорăн лаши урисене ăçта антармаллине те пĕлмен. Уйра кашни кĕтесренех аманнисен сасси илтĕннĕ. Аманнă вырăс салтакĕсем чăтăмлă пулни свитăна тĕлĕнтернĕ. «Вĕсем пĕр сасă та кăлармарĕç, - çапла çырнă свитăри Сегюр граф. - Тен, вĕсем хăйсен юлташĕсем аякра пулнă пирки, ыркăмăллăх пирки сахал шутланă пулĕ. Çапах та вырăссем французсенчен чăтăмлăрах пулни палăрчĕ».
Бородино çывăхĕнчи çапăçура никам та хăйĕн тĕллевĕсене пурнăçлайман: Наполеон вырăс çарне çапса салатайман, Кутузов Мускава хÿтĕлесе хăварайман. Çапах кунта çакна палăртни вырăнлă: çак çапăçу французсемшĕн ăнăçсăр пулнă. Вĕсем вырăссене малалла хăваласа каяйман. Вырăссен çарĕ, хăйĕн çĕршывĕнче пулнă май, часах хăйĕн ретне çĕнĕ салтаксене чĕнсе илнĕ. Французсем вара - çук.