Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ, Сасси инçете ян! саланчĕ

03 сентября 2016 г.

Пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ, Сасси инçете ян! саланчĕ

Виçĕмкун районти шкулсенче çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ. 1917 ача партăсем хушшине ларчĕ, вĕсенчен 173-шĕ пуçласа шкула килчĕ.  Çавна май шкулсенче Пĕлÿ кунне халалланă  савăнăçлă линейкăсем иртрĕç.

Елчĕк. Кăçал шкулта 636 вĕренекен пĕлÿ илĕ, вăл йышран пĕрремĕшсем - 59, вунпĕрмĕшсем - 67. Пĕлÿ кунĕнче çанталăк кĕркуннене кĕнине систерчĕ - сивĕ çил вĕрчĕ, çĕрле çумăр çурĕ. Çапах та тăруках сулхăнлатни вĕренекенсен кăмăлĕсене хуçмарĕ, шурă бантик çыхнă хĕрачасем шкул тумĕсемпе инçетренех илемлĕн курăнаççĕ, арçын ачасем костюм тăхăнса галстук çыхнă та питĕ шукăль тăраççĕ. Кашни вĕренекен аллинче - чечек çыххи.

Савăнăçлă линейкăна Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕн çумĕ Елена Сапаркина, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин хутшăннă. Вĕсем вĕренекенсемпе вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшне çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламласа çĕнĕ çитĕнÿсем суннă. Шупашкартан килнĕ хăна пуçламăш классен вĕрентекенĕсене - Алена Даниловăпа Светлана Волковăна Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин Хисеп грамотисене, 11 класра вĕренекен Юлия Доброхотовăна министерствăн Тав хутне парса чысланă. Педагогсен йышĕнче вĕрентекенсен профсоюз рескомĕн Хисеп грамотине илме тивĕçнисем те пур. Уявра ашшĕ-амăшĕ ячĕпе ачасене Владимир Кузьмин тухтăр ăшă сăмахсем каланă.

Йăлана кĕнĕ тăрăх пĕрремĕшсене  выпускниксем асăнмалăх парнесем панă. Вĕсемех уява юрă-ташăпа илем кÿнĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕн пĕрремĕш шăнкăравне вунпĕрмĕш класри Кирилл Агеевпа пĕрремĕш класри Юлия Петрова янăратнă.

Савăнăçлă линейка хыççăнах кашни класра пĕрремĕш урок «Манăн пулас професси»  ятпа иртнĕ. Вунпĕрмĕшсем умĕнче Елена Сапаркина, Николай Миллин, Лариса Васильева, Владимир Кузьмин тухса калаçнă. Вĕсем кашни выпускника хумхантаракан - професси суйласа илес ыйтăва çĕкленĕ, вĕренекенсен ыйтăвĕсем çине тулли хуравсем панă.

Çĕнĕ Пăва. Пĕлÿ кунне  Çĕнĕ Пăвасем те тулли те савăк кăмăлпа кĕтсе илнĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕ уйрăмах пуçласа парта хушшине ларакансемшĕн пысăк та асран кайми уяв пулса тăрать. Пĕрремĕш класа килнĕ 11 ача, аллисене чечек çыххисем тытнăскерсем, хăйсен пурнăçĕнчи шкулти пĕрремĕш линейкăра пăлханса та савăнса тăни сисĕннĕ. Вĕсем пуçласа халăх умĕнче сăвăсем калаççĕ, пĕрремĕш вĕрентекенне куçран пăхаççĕ...

Пĕлÿ кунĕ ячĕпе ачасемпе ашшĕ-амăшне, хăнасене шкул директорĕ Дмитрий Горшков, район администрацийĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен тата вĕсен правине хÿтĕлекен тĕп эксперт специалисчĕ Любовь Александрова, Çĕнĕ Пăвари врач амбулаторийĕн пĕтĕмĕшле практика врачĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Алена Васильева саламланă. Пухăннисене пĕрремĕшсемпе вунпĕрмĕшсем флэшмоб ташласа савăнтарнă. Савăнăçлă линейка пĕрремĕш шăнкăравпа вĕçленнĕ. Ăна пуçласа парта хушшине ларакан Владимир Васильевпа вунпĕрмĕш класри Ангелина Мазюкина панă.

Кĕçĕн Таяпа. Пĕлÿ кунĕ çулсерен çаврăнса çитет пулин те шкул ачисемпе учительсем, ашшĕ-амăшĕ хумханмасăр кĕтсе илеймеççĕ ăна.  Савăнăçлă уява шкул директорĕ Светлана Маркова уçнă. Вăл, районти ЗАГС пайĕн ертÿçи Валентина Спиридонова, полици капитанĕ Сергей Савинов, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Петров çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче педагогсемпе вĕренекенсене çĕнĕ çитĕнÿсем, çивĕч ăс-тăн, пултарулăхра ÿсĕмсем суннă.  А.Головина, М.Галкина учитель-пенсионерсем  уявран пăрăнса юлман. Вĕсем те ăнăçусем суннă.

Шкул директорĕ вĕренÿ отличникĕсене Мухтав хучĕсемпе, активлă вĕренекенсене грамотăсемпе дипломсем парса чысланă. Вĕренекенсем юратнă шкул, учительсем çинчен сăвăсем вуланă. Пĕрремĕш класри Диана Иванова вара пĕрремĕш класс çинчен, тăрăшса вĕренме сăмах парса чĕрене тыткăнламалла  сăвă вуланă. Уява пуçтарăннисене «Три девицы под окном» сценка  уйрăмах килĕшнĕ.

Пуриншĕн те хумхануллă самант - çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ. Шкул шăнкăравĕн янăравлă сасси çĕр-çĕр ачана тата вун-вун вĕрентекене ырă сунса саламларĕ. Апла пулсан анлă пĕлÿ тĕнчине кĕрсе пурин те çĕнĕ, пуян пурнăç тапхăрĕ ăнăçупа пуçлантăр.

Е.ИГНАТЬЕВА сăнÿкерчĕкĕнче: пĕрремĕш класа, пĕрремĕш вĕрентекенпе алла-аллăн тытăнса, малалла...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика