Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Терактсенче вилнисем яланах асра

03 сентября 2016 г.

Терроризм - çынсен пурнăçне хăрушă витĕм кÿрекен пулăм. Идея боевикĕсемпе вилĕмçĕ-фанатиксем влаçа ярса илес тесе мĕн кăна хăтланмаççĕ-ши: çуртсене сирпĕтеççĕ, çынсене тыткăна илеççĕ, урăхла каласан, çынсен психикине сиенлеççĕ. Çак идеологине хирĕç тăрас енĕпе йĕркеленĕ те çак паллă куна. Ăна Раççей Президенчĕ В.Путин сĕннипе федерацин 2005 çулхи июлĕн 21-мĕшĕнчи 98-ФЗ номерлĕ саккунĕпе килĕшÿллĕн паллă тăваççĕ.

Пирĕн çĕршывра юлашки вăхăтра террорăн хăрушă акчĕсем сахал мар пулса иртрĕç. Çапах та вĕсенчен чи витĕмли -Çурçĕр Осетири Бесланри пулăм. Унта пирĕн пуласлăх - ачасем йышлăн вилнĕ.

2004 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче Бесланри 1-мĕш шкулта вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕ Пĕлÿ кунне уявлама чаплă линейкăна пухăннă. Çав вăхăтра боевиксем шкула пырса кĕнĕ, унта пухăннă 1128 çынна салука илнĕ. Вĕсем бандитсен аллинче виçĕ кун тыткăнра пулнă. Çак хăрушă террор акчĕ вăхăтĕнче 350 ытла çын, çав шутра 150 ача, хĕрарăмсемпе çар служащийĕсем вилнĕ,  500 ытларахăшĕ аманнă. Салука илнĕ çынсене хăтарас енĕпе йĕркеленĕ операцире 31 террориста тĕп тунă, пĕрне арестленĕ. Вилнисен йышĕ Беслан хулинче пурăнакансен 1 проценчĕпе танлашнă. Каярахпа çак террор актне хăй йĕркелени çинчен Интернетра Шамиль Басаев пĕлтернĕ. Бесланри пулăм Раççейре çеç мар, тĕнчери ытти çĕршывсенче  пурăнакансемшĕн  те питĕ пысăк инкек, мĕншĕн тесен террористсем хăйсен тискерлĕхне уççăн кăтартрĕç.

2005 çултанпа сентябрĕн 3-мĕшĕнче, Бесланри шкулăн спортзалĕнче пĕрремĕш бомба çурăлнă вăхăтра, 13 сехет те 5 минутра, кунти мемориал комплексĕнче чан çапсан тÿпене 335 шурă шар, кăвакарчăн çĕкленет - вĕсем вилнисен чунĕсене пĕлтереççĕ. Ишĕлнĕ шкул çурчĕ патĕнче каçхине çуртасем çутаççĕ - вĕсем мĕн ирчченех ялкăшаççĕ. Раççейре терроризма хирĕç кĕрешмелли пĕршухăшлăх кунĕнче Мускавра, Чечняра, Дагестанра, Буденновскра, Первомайскра, Волгоградра тата ытти хуласемпе ялсенче пулнă ытти терактсенче пуçне хунă çынсене те аса илеççĕ. Çак кун террористсем вĕлернĕ çынсене асăнса лартнă палăксемпе мемориалсем умне чечексем хураççĕ, пĕр минутлăха шăп тăраççĕ. Шкулсенче терроризмпа экстремизма хирĕçле ятарлă уроксем иртеççĕ. Çакă общество пĕрлĕхĕ аталаннине, тĕнчене хăрушлăх кÿрекен терроризм идеологине хирĕç тăрасси вăйланса пынине çирĕплетет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика