03 сентября 2016 г.
Наркотиксем пурте çын сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратакан наркăмăш шутне кĕреççĕ.
Вĕсем çын органĕсене пурне те, уйрăмах тĕп нерв тытăмне, чĕрене, пуç мимине, пÿрепе пĕвере пысăк сиен кÿреççĕ. Унччен çирĕп сывлăхлă пулнă çын та наркотиксемпе усă курма пуçласан нумай пурăнаймасть. Наркомансем СПИД, гепатит тата ытти йывăр чирсемпе асапланаççĕ.
Эпĕ хамăн пурнăçра аслă çулсенчи наркомана пĕрре те тĕл пулман, мĕншĕн тесен вĕсем нумай пурăнаймаççĕ. Наркотиксемпе усă курса çын хăйне валли хăех вилĕм приговорĕ çырать.
Наркотиксемпе нихăçан та усă курмалла мар, юлташсене те çакăн пирки асăрхаттарсах тăмалла. Спортпа туслашса сывлăха çирĕплетмелле.
А. МОЛОСТВОВ.