03 сентября 2016 г.
2. 1945 çулта Япони парăннине пĕлтерекен акт çине Совет Союзĕн, СШАн, Китайăн, Великобританин, Францин тата ытти союзниксен представителĕсем алă пуснă. Çак кун иккĕмĕш тĕнче вăрçи пĕтнине пĕлтернĕ.
8. 1812 çулта Бородино ялĕ патĕнче М.И.Кутузов ертсе пыракан вырăс çарĕ французсене хирĕç çапăçура парăнман. Ахальтен мар Раççей Бородино кунне астăвать: Наполеонăн «Аслă çарĕн» шăпи шăпах кунта паллă пулнă.
11. 1790 çулта Федор Ушаков ертсе пыракан вырăссен эскадри Тендра сăмсахĕ патĕнче турккăсене çĕнтернĕ. Турккăсем кунта 2000 çынна çухатнă, сывă юлнисем Хура тинĕсĕн çурçĕр пайĕнчен тухса кайнă. Вырăссен çухатăвĕ 21 çынпа танлашнă.
21. 1380 çулта Куликово уйĕнче Дмитрий Донской ертсе пыракан вырăс полкĕсем Уртта çарне çапса салатнă. Сергей Радонежский сăвап панăран çĕнтернĕ хыççăн Раççей никама пăхăнман, пĕрлĕхлĕ çĕршыв пулса тăнă.
24. Александр Васильевич Суворов ертсе пынипе 1799 çулта вырăс çарĕсем Швейцарири Сен-Готард ту каççи урлă паттăррăн каçнă. Халĕччен историре кун пекки пулман.
26. 1914 çулта Галици патĕнчи çапăçура Николай Иванов генерал ертсе пынă вырăс çарĕсем Австрипе Венгрин çарĕсене çĕнтернĕ. Пĕрремĕш тĕнче вăрçин малтанхи тапхăрĕнчех хăйĕн территорийĕнче çапса салатнă хыççăн Австро-Венгри çĕршывĕ малашне наступленине куçма пултарайман.