03 сентября 2016 г.
Суйлав çывхарса килнĕ май, общество енчен вĕсене тÿрремĕнех хутшăнакансем çинчен ытларах пĕлес килет. Кандидатсен биографийĕсене суйлав комиссийĕсем, социологсем, политологсем тата, паллах, суйлавçăсен сассисемшĕн тупăшакансем тĕплĕн тĕпчеççĕ.
Ах, манса кайнă!
Суйлавăн уççăнлăхĕ тата курăмлăхĕ - обществăшăн çакă лайăх, анчах хăш-пĕр кандидатшăн лайăхах мар. Саккун тăрăх, кандидатсем пурлăх, судпа айăпланни çинчен тата ытти яланах усăллах мар сведенисене пĕлтермелле. Вăт кунта халăх суйлакан кандидатсем тĕлĕнтермĕшле манма пуçлаççĕ. Партисен федераци списокĕсем таса пулин те, регионсенче кăсăклă туллилĕх сиксе тухать. Сăмахран, Патшалăх Думине суйланма тăратнă «Справедливая Россия», КПРФ, ЛДПР партисен кандидачĕсен пĕтĕмĕшле списокĕсенчен виççĕмĕш пайĕ хăйĕн хăш-пĕр пурлăхне кăтартма «маннă». «Манăçлăхăн» шайĕ тĕрлĕрен. 22000 тенкĕрен пуçласа /кунта, чăнах та, çын манса кайма пултарнă/ гаражсем, çĕр лаптăкĕсем, хаклă хваттерсем, предприятисен акцийĕсемпе пайĕсем таранах. Каярахри ĕç-пуç тĕрлĕрен пулать. Çапах та «çыннăн материалĕн» пахалăхне хаклакан факт куç умĕнче.
Цифра: 10 кандидата маларах судпа айăпланă
Вырăнсăр фактсем? Манса кайăр!
Общество енчен кăсăклантаракан тепĕр тема вăл - хăш-пĕр кандидатсем судпа айăпланни. Паллах, маларах. Паллах, айăплава пăрахăçлани.Саккунпа килĕшÿллĕн, çыннăн пĕтĕм правине, çавăн пекех суйланмалли правăна та тавăрнă. Урăхла ыйту - çакăн пек кандидат патне суйлавçă енчен мĕнле хаклав пулĕ? Вăл çак çынсен биографийĕнче шульăклĕхшĕн, растратăшăн, вăрланăшăн, элекленĕшĕн, налуксем тÿлессинчен пăрăннăшăн, явапсăрлăхшăн, мораль енчен иккĕленÿ çуратакан япаласемшĕн судпа айăпланнă, каярахпа вĕсене саккунсемпе килĕшÿллĕн пăрахăçланă пулсан та, çак çынна ĕненĕ-ши?
Политика партийĕсем вĕсен ретĕнче çакăн пек «пăнчăллă» çынсем ан пулччăр тесе тăрăшмалла пек. Хăш-пĕри çакăн пек тăвать те. Сăмахран, енчен те ЛДПРăн кандидачĕсен йышĕнче судпа айăпланнă çын пур пулсан, регионти координатора должноçран хăтараççĕ. Çакна Жириновский хăй тĕрĕслесе тăрать. «Единая Россиян» та маларах судпа айăпланнисем çук: парти суйлав умĕнхи сасăлава хатĕрленнĕ тата ирттернĕ чухне, çавăн пекех «Кандидат» проект шайĕнче те, парти речĕн тасалăхĕшĕн тимленĕ. Чăваш Ен Патшалăх Канашне КПРФ енчен депутата суйлама тăратнă кандидатсенчен çакнашкал 3 çын пулнă. Çапах та чăваш коммунисчĕсене пÿрнепе тĕллеме сăлтав пур. «Справедливая Россиян» 7 кандидачĕ маларах судпа айăпланни паллă. Çакă маларах судпа айăпланнине кăтартма «маннă», суйлав умĕнхи ăмăртуран тухса ÿкнĕ çынна шутламасан. Маларах асăрхаттару «шăнкăравĕ» пулнă: икĕ çул каялла пысăк сумма укçа-тенкĕ вăрланăшăн пĕр банк сотрудникне айăпланă - вăл совместительлĕх майĕпе Чăваш Енрен суйланнă Патшалăх Думин депутат - справоросăн пулăшаканĕ те пулнă. Чăнах, унран хăвăрт тасалнă. Çапах та урок усса кайман - çак партире политика карьерине тума саккунсене пăхăнманни чармасть пулмалла. «Эпĕ патшалăх пуянлăхне хаклаканнисен йышне кĕрес текен партисем кандидатсен списокне хатĕрленĕ, вĕсене суйланма тăратнă чухне питĕ тимлĕ, яваплă пулмалла тесе шутлатăп», - палăртнă правительство çуртĕнче ирттернĕ пĕр канашлура Чăваш Енри Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков.
Тепĕр тесен, ку ыйтăва суйлавçă татăклăн татса парĕ. Вăхăт нумай юлмарĕ.
Тĕрĕссипе, енчен те кандидат хăй маларах судпа айăпланни çинчен информацие пытарса хăварнă пулсан, çакă ăна суйлава хутшăнма регистрацилемессе пултаракан никĕс пулса тăрать.
/Регионти «Аргументы и факты» - Чувашия» кăларăмран куçарса пичетленĕ,
№ 35 /1868/, 31.08.2016/