03 сентября 2016 г.
Юлашки вăхăтра банксенче, страхлав компанийĕсенче, кадрсен агентствисенче тата ытти вырăнсенче манăн пенсин пухăнакан пайне патшалăхăн мар пенси фончĕсене куçарма сĕнеççĕ. Пурин те пĕр аргумент - енчен эсир хăвăрăн укçа-тенке патшалăхăн мар пенси фондне куçармасан, тепĕр çул вĕсене патшалăх тытса илет, пенсионерсене пенси тÿлеме ярать имĕш. Чăнах та çавăн пек-ши?
/Редакцине килнĕ çыруран/.
- Сирĕн пенсин пухăнакан пайне патшалăх тытса илмест тата хальхи пенсионерсене пенси тÿлеме ямасть. Вĕсене патшалăхăн мар пенси фончĕсене те куçарма ыйтни çук. Кирек мĕнле фондра ?патшалăхăн е патшалăхăн мар пенси фондĕнче/ пулсан та, вĕсене инвестицилеççĕ, пенсине тухнă хыççăн тÿлеççĕ.
Пенсин пухăнса пыракан пайне ăçта куçарасси - сирĕн ирĕк. Эсир пулас пенсин пĕр пайне патшалăхăн е патшалăхăн мар пенси фондне шанса парассине хăвăрăн шутламалла.
Енчен те эсир пухăнса пыракан укçа-тенке патшалăхăн мар пенси фондне куçарас тесен, тĕплĕн шутласа пăхмалла, кирлĕ-кирлĕ мар документсем çине алă пусмалла мар. Çакна та асра тытасчĕ: енчен те эсир пенси фондне час-часах улăштаратăр пулсан, инвестици тупăшĕ пысăк пулмасть. Çавăнпа пĕр пенси фондĕнчен тепĕрне 5 çул иртсен çеç куçни вырăнлă.
З.ЯКОВЛЕВА,
Раççей Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи пайĕн ертÿçи.