03 сентября 2016 г.
Ĕç паракансемпе ĕçлекенсем хушшинчи ĕç хутшăнăвĕсене тивĕçлипе йĕркелес, хăйсен тивĕçĕсене туллин пурнăçламан ĕç паракансенчен ĕçлекенсене хÿтĕлес тĕлĕшпе район администрацийĕ «хĕрÿ» лини йĕркеленĕ. Ĕç килĕшĕвне çырмасăр ĕçе илнĕ, ĕç укçине тÿлемен е ăна конвертпа панă тĕслĕхсем пулсан эсир 2-51-31, 2-57-30 телефонсемпе пĕлтерме пултаратăр.
Ĕç хутшăнăвĕсене йĕркелес, «сăрă» ĕç укçи тÿленĕ енĕпе ыйтусем пулсан, сире район администрацийĕн экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн специалисчĕсем ĕç кунĕсенче 8-17 сехетсенче йышăнаççĕ.