03 сентября 2016 г.
Тĕмер ялĕнчи Людмила Алексеевна Марковăпа чылай çул Елчĕкри тĕп больница поликлиникин аслă сестринче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Антонина Петрова паллаштарчĕ. Антонина Васильевнăпа Людмила Алексеевна ачаран пĕрле выляса ÿснĕ.
- Пирĕн ял пултаруллă тантăшăм пек харсăр та вашават, тÿрĕ кăмăллă, ĕçшĕн çунакан çынсем çинче тытăнса тăрать, -тантăшĕ çинчен ăшшăн аса илме пуçларĕ Антонина Васильевна.
- Эсĕ мана ан мухта-ха, ялти ытти хĕрарăмсенчен нимĕнпех те уйрăлса тăмастăп. Ял хăй вашават çынсене кăмăллать, - теме çеç пултарчĕ сăпайлă хĕрарăм.
Людмила Алексеевнăпа калаçса ларнă май хĕрарăмăн кун-çулне «шĕкĕлчесех» тухнăн туйăнчĕ. Ăна саманан саккăрла явнă саламачĕ ÿт-пĕвне ыраттарса шартлаттарнă пулсан та çак таса чунлă хĕрарăм чун-чĕринчи ăшăлăхне, ыркăмăллăхне упраса хăварнăшăн хĕпĕртетĕн. Çичĕ теçетке çул хушшинче хуйхи-суйхине те, йывăрлăхне те сахал мар тÿссе ирттерме тивнĕ ăна. Иртнине аса илсен куççулĕ хăй сисмесĕрех юхса анать пулсан та нихăçан та нăйкăшман, яланах патварлăхĕпе, вашаватлăхĕпе, паттăрлăхĕпе палăрнă.
- Телей валеçнĕ чухне килте пулман пулĕ эпĕ, - терĕ Людмила Алексеевна пусăрăнчăк кăмăлне кăтартас мар тесе илемлĕ хăмăр куçĕсене аяккалла тартса.
Арçын ăшшине, хÿттине туйса пурăнма тÿр килмен ăна, çавăнпах вăл телейне ĕçре тупнă. Çут тĕнче илемне хăй чун панă тĕпренчĕкĕсенче курнă.
Ялти Ивановсен çемйинче çуралса ÿснĕ Люся. Тăватă хĕр тĕрлĕ çĕре саланнă пулсан та пĕр-пĕринпе туслă çыхăну тытаççĕ, пĕр-пĕриншĕн кар тăраççĕ.
Ялти шкулта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Людмила Иванова Шупашкара сутуçăна вĕренме кайнă. Унтан дипломлă сутуçă Елчĕкри çăкăр лавккине ĕçлеме кĕнĕ. Пĕр çул ĕçлесенех çепĕç чĕлхеллĕ, тавар туянакансемпе ăшшăн калаçакан, плана вăхăтра тултаракан хĕре Кÿлпуçри лавкка заведующине лартнă. Икĕ çул тăрăшсан ăна тата яваплă ĕçе шаннă: сутуçăсен бригадирне çирĕплетнĕ. Пĕр вăхăт Тĕмер хĕрĕ Çĕнĕ Пăвари лавкка заведующийĕнче те тăрăшнă.
Маттур пике ял ачипех - Петр Марковпа туслă çÿренĕ. 1968 çулта çамрăксем çемье çавăрнă. Тепĕр çулхине Людмила Алексеевна тăван ял лавккине ĕçлеме куçнă. Çемьеллĕ çынна тăван ялта ĕç пулни питĕ вырăнлă. Маларах хĕллехи сивĕ кун-и е витререн тăкнă пек çумăр çăвать-и ирхине ĕçе кайса каçхине киле таврăнма лекнĕ хĕрĕн. Çул çук, мĕн чухлĕ пылчăк ашман-ши сутуçă хăй вăхăтĕнче?
Çичĕ çул ялти лавккара ĕçленĕ хыççăн вăл шкулти столовăйĕнче буфетчицăра вăй хурать. 1992 çулччен шкулта ĕçленĕ хыççăн колхоза ĕçлеме куçать. Малтанах бухгалтерта тăрăшать, унтан 2002 çулчченех колхозра кладовщицăра ĕçлет. Шаннă ĕçе яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă Людмила Маркова. Çавна май пĕрре мар Елчĕк райповĕн, Чăвашпотребсоюз правленийĕн Хисеп грамотисене илме тивĕçнĕ. 1970 çулта тăрăшуллă сутуçăна «Ĕçри паттăрлăхшăн» юбилей медалĕ парса чысланă.
Колхозра хăйĕн яваплă ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан хĕрарăма пурте хисепленĕ. Тивĕçлĕ канăва та вăл тăван хуçалăхранах тухнă. Хуçалăх ертÿçи ыйтнипе яваплăха туйса тăрăшакан Людмила Маркова пенсире те кладовщик тивĕçне çулталăк ытла пурнăçланă.
Людмила Алексеевнăпа Петр Павлович виçĕ ача çуратнă. Шел, ашшĕ тĕпренчĕкĕсене ÿссе çитĕнтереймен. Çамрăклах çĕре кĕнĕ. 36 çулта юратнă мăшăрĕсĕр тăрса юлнă хĕрарăмăн ачисем пĕринчен тепри пĕчĕк. Аслă хĕрачи вунă çулта, ывăлĕ саккăрта, кĕçĕнни - пиллĕкре.
Маларах амăшĕпе ашшĕ, унтан упăшки сарăмсăр çĕре кĕни Людмила Алексеевнăн чун-чĕрине амантмасăр иртеймен. Çапах ниме пăхмасăр ĕçпе йăпаннă хĕрарăм, ачисене тĕрĕс-тĕкел ÿстерсе ура çине тăратас тесе çĕрне-кунне пĕлмесĕр вăй хунă. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх ÿстернĕ. Вĕсене сутса тенкĕ çумне тенкĕ пуçтарнă. Хĕрĕсене качча панă. Ял-йыш капмар та хăтлă çурт-йĕр çавăрать, Людмила Алексеевнăн та ыттисенчен кайра пулас килмест. Пенсие тухнă пулсан та мĕнпур тăрăшулăхне пухса çĕнĕ пÿрт çĕклесе лартать. Çулсем иртнĕçемĕн чир-чĕрĕ те аякран пăрăнса иртмен чăтăмлăскертен. Ултă хутчен операци сĕтелĕ çине выртма тивнĕ унăн. Вилĕмпе куçа-куçăн чухне те амăшĕн чĕри ачисемшĕн çуннă. Хăрушă чиртен хăтăлас тесе Турăран сывлăх, ачисене пиллĕх ыйтма манман.
Паян çутă та илемлĕ çуртра Людмила Алексеевна Николай ывăлĕпе пурăнать. Типтерлĕ кил хуçи хĕрарăмĕн кил-çурчĕ те, пахчи те яланах тирпейлĕ те таса. Хăна килсен е кÿршĕ-аршă каçсан тараватлă та ылтăн алăллă хĕрарăм часах сĕтел хушшине лартать, хăй пĕçернĕ тутлă апат-çимĕçпе сăйлать. Сиплĕ курăксенчен вĕретнĕ чей ĕçтермесĕр те кăларса ямасть.
Акă пÿлĕмре кĕсье телефонĕ шăнкăртатнă сасă илтĕнчĕ. Людмила Алексеевна ăна алла илсе:
- Алло! – терĕ те тем самантра пит-куçĕ çуталса илемленчĕ.
- Анне, аннеçĕм! - илтĕнчĕ уçă та савăнăçлă сасă тепĕр енчен.
- Германирен хĕрĕм шăнкăравлать. Питĕ пăшăрханать маншăн, куллен сывлăхпа интересленет, - пĕлтерчĕ çитмĕл çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленекен амăшĕ.
- Юбилей тĕлне çитетĕпех. Ан пăшăрхан, аннеçĕм, пурте йĕркеллех пулать, - тесен Людмила Алексеевна хĕрĕшĕн питĕ савăннине пытармарĕ.
Виçĕ пĕртăвана ура çине йĕркеллех тăратрĕ вăл. Асли, Галина, Хăвăлçырмари шкулта ĕçлет. Амăшне вăл та тăтăшах шăнкăравлать, уявсенче çемйипе çуралса ÿснĕ килне васкать. Николай тĕп килте пурăнать. Ĕçлеме инçете çÿрет. Кĕçĕнни вара, Алина, малалла вĕренес тесе ăнтăлнă та, педколледж пĕтернĕ. Ушкăнра чи лайăх вĕренекенсен йышĕнче пулнипе амăшне савăнтарнă. Унтан Германие гувернанткăна ĕçлеме кайнă. Унтах Итали каччипе туслашса ăна качча тухнă. Икĕ мăнук çитĕнет Германи çĕршывĕнче. Пĕтĕмпе вара тăватă мăнук ăшпиллĕ те сăпайлă кукамайăн.
- Германири кĕрÿ, мăнуксем пирĕн патăмăрта пĕрре мар пулнă. Хам та ют çĕршыва кайса килтĕм, - савăнса каласа парать хĕрĕн телейĕшĕн хĕпĕртенĕ амăшĕ. Çапах амăшĕн чĕри амăшĕнех çав, Алина инçетре пурăннăшăн кулянать те.
Людмила Алексеевна ачисемшĕн ырă та çепĕç анне, тус-тантăшĕсемшĕн чи хаклă та ытарайми тантăш, тĕрлĕ çĕрте пĕрле вăй хунă юлташĕсемшĕн хисеплĕ ĕçтеш, пĕр çăвартан пурăнакан кÿршĕ пулнипе чыслă та сумлă ялта. Ăна юратса юбилей ячĕпе пурте çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунаççĕ. Чăннипех те канлĕ ватлăха тивĕç Людмила Алексеевна. Ырри кăна пултăр унăн малашне.
В.СМИРНОВА.
Сăнÿкерчĕкре: Л.Маркова.