Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçĕ - вăхăтлăх, хăнăху - яланлăхах

31 августа 2016 г.

Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

14 çултан пуçласа 18 çула çитичченхи çамрăксене вĕренÿрен пушă вăхăтра вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерессине мĕнле йĕркелени çинчен Елчĕк районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Марина Васильева каласа пачĕ. Кăçал çуллахи каникул вăхăтĕнче çак ÿсĕмри çамрăксен 48 процентне вăхăтлăх ĕç тупса панă. 14 çултан пуçласа 18 çула çитичченхи çамрăксене ĕçшĕн тÿлеме республика бюджетĕнчен 160,6 пин тенкĕ, район бюджетĕнчен 53,3 пин тенкĕ уйăрнă. 7 уйăхра 231 ачана ĕçе вырнаçтарнă, 21 килĕшÿ çырса вĕсене 95990 тенкĕ тÿленĕ. Çул çитмен çамрăксем ялсене тирпей-илем кĕртме хутшăннă, шкул çумĕнчи участоксенче ĕçленĕ, пĕчĕк юсав ĕçĕсене пурнăçланă. Чи малтанах сахал тупăшлă, тулли мар çемьесенче ÿсекенсене ĕçе вырнаçтарма тăрăшнă. Август уйăхĕнче тата 90 ачана вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтернĕ, çулталăк вĕçлениччен тата 60 ачана вăхăтлăх ĕç тупса параççĕ. Паллах, тулли мар кун йĕркипе ĕçлекен ачасене нумай укçа тÿлеме май çук. Кунта районти ялхуçалăх предприятийĕсен, организацисемпе учрежденисен пĕлтерĕшĕ пысăк. Вĕсен уйăхри чи пĕчĕк ĕç укçин виçи чухлĕ тÿлесе çамрăксене ĕçе хăнăхтармалли майсем пур. Ахальтен мар район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ачасене пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарасси хамăртан питĕ нумай килнине, малашне ял пуласлăхĕ ачасене хресчен ĕçне явăçтарнипе çыхăннине палăртрĕ.

Районти ялхуçалăх отраслĕнчи ĕçсем пирки ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов чарăнса тăчĕ. Кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 2011-2015 çулсенчи вăтам кăтартуран 40 процент нумайрах, пĕтĕмпе 60 пин тонна тырă туса илнĕ. Хальхи вăхăтра ял ĕçченĕсем умĕнче кĕрхи культурăсене акассине çак эрнере вĕçлес, кĕрхи çĕртме сухи тăвассине, çĕрулми кăларассине хăвăртлатас, кукурузăна силоса хывас тĕллевсем тăраççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ кăçалхи пек тухăç 1982 çулта пулнине аса илчĕ. Ун чухне район 81 пин тонна тырă туса илнĕ. Анчах 34 çул каялла тĕш тырă культурисене чылай пысăкрах лаптăк çине акса тунă. Çавăнпа тухăçа ÿстерме агротехника йĕркисене çирĕп пурнăçласа пымалла, пĕтĕм лаптăкра кĕрхи çĕртме сухи тумалла. Ĕнесенчен сĕт суса илессине ÿстермелле. «Паян кашни ĕнерен 7000 кг сĕт сăвакансен 8000 кг патне, 5000 кг сăвакансен 7000 кг патне талпăнмалла», - терĕ Николай Миллин.

Сентябрĕн 18-мĕшĕнче - Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕ. Суйлава хатĕрленсе ирттерсе ярас тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем пурнăçламалла, мĕн пĕлмелле тата асра тытмалла; Çакăн çинчен Елчĕк территорисуйлав комиссийĕн председателĕ Леонард Левый тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Кăçал çĕршывра РФ Патшалăх Думине пурĕ 450 депутат суйлатпăр. Вĕсенчен 225-шне парти списокĕпе, тепĕр 225-шне пĕр мандатлă суйлав округĕсемпе. Патшалăх Думине суйлама суйлавçăсем алла икĕ бюллетень илеççĕ. Пĕринче суйлава регистрациленĕ 14 парти ятне, теприн çине пĕр мандатлă 37-мĕш Канаш суйлав округĕпе 11 кандидат хушаматне кĕртнĕ. Кашни суйлавçăн суйлавра пĕр партипе пĕр хушамат тĕлне паллă лартмалла.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашне 44 депутат суйламалла. Кунта та депутатсене  çÿлерех асăннă йĕркепе суйлаççĕ. 7 партирен пĕрне, пĕр мандатлă 4-мĕш Комсомольски суйлав округĕпе 6 кандидатран пĕрне суйласа илмелле.

Кăçалхи суйлав законодательствинче çĕнĕлĕхсем пулаççĕ. Сентябрĕн 6-мĕшĕччен открепительнăй удостоверенисене Елчĕкри территори суйлав комиссийĕнче, сентябрĕн 7-мĕшĕнчен - участоксенчи суйлав комиссийĕсенче параççĕ. Кашни суйлавçă ăна мĕншĕн илнине, хăй ялан пурăнакан вырăнта мĕншĕн пулмассине ăнлантарса заявлени çырса илет. Сентябрĕн 7-мĕшĕнчен вара суйлавçăсен киле пырса сасăлаттармашкăн заявленисем çырма юрать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика