31 августа 2016 г.
Юлашки вăхăтра сусăр ачасене пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупма пулăшас тĕллевпе тĕрлĕ программа пурнăçа кĕрет. Амăшĕн капиталĕ сусăр ачаллă çемьесене кулленхи пурнăçа çăмăллатмашкăн хушма майсем туса парать.
Малашне Раççей Пенси фончĕ уйăракан укçапа кирлĕ тавар туянма май килĕ вĕсен. Тĕслĕхрен, хваттер валли пандус, массаж сĕтелĕ, велотренажер, хăпартакан хатĕр, компьютер валли техника /япăх куракансем валли уйрăм монитор, клавиатура тата ытти те/. Ку хутĕнче ача виçĕ çула çитессе кĕтмелле мар. Раççей Пенси фондне амăшĕн капиталĕпе инвалид ача валли кирлĕ таварсемпе пулăшу илме заявлени çырса памалла. Унпа пĕрле çак документсем тăратмалла:
- паспорт;
- сусăр ачана социаллă реабилитаци е абилитаци тума пулăшакан уйрăм программа;
- тавар туянма е пулăшу илме тухакан тăкаксем çинчен çирĕплетекен документсем /килĕшÿ, тавар, касса чекĕсем тата ытти те/;
- халăха социаллă хÿтлĕх паракан органсен тавара е пулăшăва тĕрĕсленин акчĕ;
- укçа куçарса пама банк счечĕн реквизичĕсем.
Саккунпа килĕшÿллĕн, заявленине пĕр уйăхра пăхса тухаççĕ. Заявленире кăтартнă банк счечĕ çине укçана 2 уйăхран куçарса параççĕ.
З.ЯКОВЛЕВА,
Раççей Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи пайĕн ертÿçи.