27 августа 2016 г.
Педагогсен йăлана кĕнĕ августри конференцийĕччен пĕр кун маларах районти вĕренÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсем Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта йĕркеленĕ секцисенче çĕнĕлĕхсемпе паллашрĕç. Пĕрлехи канашлу вара Елчĕкри централизациленĕ клуб тытăмĕн залĕнче иртрĕ. Фойере тата пĕчĕк залра кашни шкулăн ĕçĕ-хĕлĕпе, çĕнĕ кĕнекесемпе, выставкăсемпе паллашма май пулчĕ.
Вĕренÿ тытăмĕн ĕçченĕсемсĕр пуçне унта Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова, «Газпром газораспределение Чебоксары» АО генеральнăй директорĕн çумĕ Татьяна Маркелова, район пуçлăхĕ Петр Скворцов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вĕренÿ пахалăхне ăста профессиллĕ учителĕн шайĕ урлă ÿстермелли пирки чарăнса тăчĕ.
Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенче 237 учитель ĕçленĕ. Шел пулин те, ачасем чакнă май педагогсен йышĕ те пĕчĕкленет. Районти педагогсен 92 проценчĕ - аслă пĕлÿллĕ. Воспитательсем хушшинче вара аслă пĕлÿллисем – 48 процент çеç. Хальхи вăхăтра 22 воспитатель куçăмсăр майпа аслă вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ пухать. Шкулсенче çамрăк учительсем те сахал - 5 çул стаж пуçтаракан 6 педагог. Çавна май районти 10 выпускника Чăваш педагогика университетне вĕренме кайма тĕллевлĕ направлени панă. Шкулсенче çамрăк специалистсене ĕç укçи çумне кăштах хавхалантарса тÿлессине йĕркеленĕ.
Педагог - вĕренĕве çĕнетсе улăштаракан тĕп çын. Унăн пĕлĕвне куллен тарăнлатмалла, вĕренекенсене кунсерен хăйĕн ăсталăхне, çĕнĕлĕхсенчен хăраманнине кăтартса памалла. Çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕрсе пынă чухне педагогсем хăйсем аталанаймасан вĕренÿ пахалăхĕ те ÿсеймĕ. Çавăнпах педагогсем малалла талпăнаççĕ, пĕлĕвне ÿстерме тăрăшаççĕ. Вĕсен пултарулăхне вара аттестаци кăтартса парать. Иртнĕ çул 46 педагог аттестаци витĕр ăнăçлă тухнă. 95 учительпе 25 воспитатель квалификацине тĕрлĕ курссенче ÿстернĕ. Педагогăн пултарулăх шайне районти методика пĕрлешĕвĕсем, семинарсем, мастер-классем, çавра сĕтелсем ирттерни те ÿстерме май парать. Вĕрентекенĕн ят-сумне, профессин ăсталăхне «Çулталăкри вĕрентекен», «Çулталăкри воспитатель», «Чи класлă класснăй», «Çулталăкри социаллă педагог», «Педагогика дебючĕ», учитель-предметниксен пĕрлешĕвĕсен конкурсĕсем те чылай ÿстереççĕ.
2011 çултан районта федерацин çĕнĕ вĕренÿ стандарчĕсем ĕçе кĕнĕ. Тăваттăмĕшсем пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн пуçламăш программине ăнăçлă вĕçлесе 2015 çултан пиллĕкмĕшсем тĕп вĕренÿ программипе вĕренеççĕ. Çĕнĕлĕхе ĕçе кĕртсе пуçламăш классен учителĕсем уçă уроксем панă, пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан учрежденисен директорăн вĕренÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсем тĕрлĕ канашлусенче пĕлĕвĕсене ÿстернĕ.
Кăçалтан вара пĕтĕмĕшле вĕренÿ организацийĕсенче сывлăх енчен хавшак ачасене вĕрентессине федерацин патшалăх стандарчĕ çине куçараççĕ. Районта 63 инвалид ача пурăнать. Вĕсене виçĕ тĕрлĕ вĕрентме май пур: килте, дистанциллĕ тата инклюзивлă мелсемпе. Сусăр ачасен электрон базине йĕркеленĕ, «Доступная среда» патшалăх программине пурнăçа кĕртнĕ, учительсем çĕнĕ мелсемпе ĕçлеме ятарлă курссенче вĕреннĕ.
Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 16 шкул, 4 шкулчченхи тата 3 хушма учрежденисем ачасене тĕрлĕ енлĕ пĕлÿ илмелли правăна пурнăçа кĕртме пулăшаççĕ. Пĕрремĕш класа килекенсем 173 ача, пĕтĕмпе шкул алăкĕсене 1900 ача уçĕ.
Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене илес пулсан унта кăçал 148 выпускник хутшăннă. Вĕсем хăйсен пĕлĕвне 12 предметпа тĕрĕсленĕ. Анчах районти ачасем вырăс чĕлхипе, математикăпа çырнă ППЭ кăтартăвĕсем республикăри вăтам кăтартуран та пĕчĕк. Предметпа 100 балл илнĕ выпускник пĕрре кăна. Тăххăрмĕшсен пĕтĕмлетÿ аттестацийĕн кăтартăвĕсем те савăнтармаççĕ. Районти выпускниксенчен физика, обществознани предмечĕсемпе ППЭ тытас текенсем йышлă, анчах вĕсен балĕсем республикăри вăтам кăтартусенчен пĕчĕк. С.Петрова пĕлтернĕ тăрăх, хими, биологи учителĕсен хăйсен ĕçĕсемпе савăнмалăх пур. Химипе тытнă ППЭ кăтартăвĕсем республикăри вăтам кăтартуран та пысăкрах.
Районти предметсен олимпиадисен çĕнтерÿçисем регионти тупăшăва кайсан заданисене çуррине те хуравлайманни пирки те вĕрентекенсен шухăшламалăх пур. Пултаруллă ачасен тавракурăмне аталантарас, тарăн пĕлÿ парас тесен вĕрентекенĕн ачасемпе уйрăммăн ĕçлемеллине çирĕплетмест-и çакă;
Çапах та районта çивĕч ăс-тăнлă, пултаруллă çамрăксем сахал мар. 2016 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине шкулсенчи 11 вĕренекен тивĕçнĕ. ЧР Пуçлăхĕн ятран паракан стипендине те çулсеренех пултаруллă çамрăксем çĕнсе илеççĕ. Вĕсен йышĕнче - Марина Михайлова, Анна Митрофанова, Анна Гаврилова. Кăçал Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадинче Елчĕк шкулĕнчи Данил Кондратьев физкультура предмечĕпе призер пулса тăни района çÿллĕ шая çĕклерĕ. Лаш Таяпари биологи учителĕн Ираида Павлован вĕренекенĕсем юлашки пилĕк çулта регион шайĕнче кăна мар, пĕтĕм Раççей шайĕнче ÿсĕмсем туни савăнтарать. Ираида Николаевнăна республикăри педагогсен августри конференцийĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ят парса чыс турĕ.
Шкул ачисене паха пĕлÿ панипе пĕрлех вĕсен сывлăхĕ çине те çирĕп пăхмалли куçкĕрет. Вĕренекенсен 99 проценчĕ шкулти хăтлă столовăйсенче апатланать. Ачасен вăй-халне пур енлĕн пиçĕхтерме спортзалсем çулсерен çĕнелсе пыраççĕ. Кăçал кăна федераци тата республика физкультурăпа спорта аталантарма 5 шкула 7 миллиона яхăн укçа-тенкĕ уйăрса панă. Районти шкул ачисем спортăн кашни тĕсĕпе ГТОн малтанхи тапхăрĕн нормисене панă.
Конференцире Ю.Попов ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн тата общество ĕçĕнчи хастарлăхшăн Кĕçĕн Таяпа шкул директорне С.Марковăна, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи математика учительне А. Красновăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе, Кĕçĕн Таяпари физкультура учительне М.Скворцова Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Тав хучĕпе чысларĕ.
П.Краснов, С.Петрова районти вĕрентекенсен ырă ĕçĕсене аса илнĕ май малашнехи çул-йĕре те палăртрĕç. Светлана Владимировна çитĕнекен ăрăва вĕрентес тата воспитани парас ĕçре пысăк тÿпе хывнă Аслă Таяпари ют чĕлхесен учительне Н.Казначеевăна, Хăвăлçырмари истори учительне Р.Карсаковăна, Тĕмер шкул директорне А.Муллина, Шăмалакри физика учительне С.Яковлевăна ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп хучĕсемпе наградăларĕ.
Курнавăшри Венера Кудряшова воспитатель республика конкурсĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн хавхалантару укçине тивĕçнине çирĕплетекен свидетельствăна алла илчĕ.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ К.Мифтахутдинов çулсеренех вĕренÿ тытăмĕнчи чи пултаруллă ĕçченсене хăй ятĕнчен преми парать. Кăçал унăн премине Хăвăлçырмари А.Карсаков физкультурник, Елчĕкри вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Е.Корнилова, Аслă Таяпа шкул директорĕ В.Малов, «Солнышко» ясли-сад заведующийĕ Н.Степанова, район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан юрисчĕ Т.Филимонова тивĕçрĕç.
Н.Миллинпа Л.Левый ăнăçлă ĕçлекен педагогсене, ытти ĕçченсене Чăваш Республикин вĕренÿ тата наука работникĕсен профсоюз рескомĕн, район администрацийĕн, район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн Хисеп грамотисем парса чыс турĕç.
Канашлура çулсеренех шкул ачисен спартакиадинче çĕнтернĕ шкулсене чысласси йăлана кĕнĕ. Кăçал вăтам шкулсем хушшинче Елчĕксем, тĕп шкулсенчен Патреккелсем мала тухнă. Çак шкулсен директорĕсем куçса çÿрекен кубока тивĕçрĕç.
«Ĕçне кура – хисепĕ», - тени тĕрĕсех çав. Аслă Пăла Тимеш шкулĕнче вĕрентекен ĕç стажне пуçăннă Вера Петровна Катюкова 30 çул ытла район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин информаципе методика центрĕнче тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та икĕ çул хăйĕн пĕлĕвĕпе ăсталăхне çамрăксене панă. Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченне савăнăçлă ларура хисеп туни кашни учителĕн чун-чĕрине ырă йĕр хăварчех пулĕ.
Общество паян учитель умне пысăкран та пысăк ыйтусем кăларса тăратать: унăн лайăх предметник кăна мар, çĕнĕлле вĕрентекен менеджер та, технолог та, психолог та, мастер та пулмалла. Паянхи вĕренÿ тытăмĕ çĕнĕлле шухăшлакан учительсенчен тытăнса тăрать те. Педагог, ашшĕ-амăшĕ пекех, яланах, кирек ăçта та, ачасемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Темле йывăр пулсан та пысăк чун-чĕреллĕ педагог пĕтĕм юратăва ачасене парас тесе ăнтăлать. Ахальтен мар вăл чи сумлă профессисенчен пĕрне - ачасене вĕрентес ĕçе - суйласа илнĕ.
В.СМИРНОВА.
Е.ИГНАТЬЕВА сăнÿкерчĕкĕнче: уяв саманчĕ.