27 августа 2016 г.
Вячеслав Никонов - паллă çын, СССР шалти ĕçсен министрĕн Вячеслав Молотовăн мăнукĕ, РФ Патшалăх Думин вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ ?«Единая Россия» фракци/, политолог, истори наукисен докторĕ. Телевиденин тĕрлĕ проекчĕсене хастар хутшăнать. Иртнĕ эрнере вăл Чăваш Енре ĕçлĕ визитпа пулнă.
Вăл, тĕпрен илсен, профильлĕ вĕренÿ учрежденийĕсем çине тимлĕх уйăрнă. Вячеслав Никонов Ача аталанăвĕн центрĕн /8-мĕш ача сачĕ/ ĕç-хĕлĕпе, Шупашкарти Гладков урамĕнчи çĕнĕ шкул строительствипе паллашнă. Унпа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, РФ Патшалăх Думин вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов пĕрле пулнă.
8-мĕш ача сачĕ шкулчченхи сусăр ачасен профилактика меслечĕсене пурнăçлакан республикăри инноваци площадки шутланать, муниципалитетăн «Шупашкарăн çамрăкĕсем ишме вĕренеççĕ» проектне хутшăнать. Ача садĕнчи 15 ушкăнра 432 ача. Учрежденинче сывату комплексне йĕркеленĕ, ун йышне ача-пăча бассейнĕ, фитобар, сауна, тренажерпа спорт залĕсем, тăвар, гидромассаж пÿлĕмĕсем кĕреççĕ. Кунта ачасене пĕчĕкренех сывă пурнăç йĕркине хăнăхтараççĕ, ачасемпе ашшĕ-амăшĕ валли сывлăхшăн усăллă апат-çимĕç хатĕрлессипе мастер-классем йĕркелеççĕ. Унсăр пуçне тăм савăт хатĕрлекен, столяр мастерскойĕсем те ĕçлеççĕ. Вячеслав Алексеевича тĕлĕнтерекенни воспитанниксем Китай чĕлхине вĕренни пулнă. Вĕренĕве Китай Халăх Республикинчи Аньхойри патшалăх университечĕпе телекĕпер мелĕпе йĕркеленĕ. Занятисем тÿлевсĕр. Ачасем çавăн пекех чăваш тата акăлчан чĕлхисене те вĕренеççĕ.
«Ача сачĕсенче пулнă май, хамăр ачасемшĕн, пирĕн пуласлăхшăн чун савăнать. Кунта паянхи условисенче ĕçлеме пултаракан воспитательсем тăрăшаççĕ, кунтах професси хатĕрленĕвĕн пĕрремĕш утăмĕсене тума, Китай халăхĕн чĕлхине вĕренме, пур çĕрте те çаксемпе мухтанаймаççĕ, аталану условийĕсем туса хума май тупнă», - палăртнă Вячеслав Никонов.
Юлашки виçĕ çулта Чăваш Енре 45 ача садне çĕнĕрен тунă е реконструкциленĕ - халĕ те çак ĕç малалла тăсăлать. «3-7 çулсенчи ачасемшĕн эсир чăннипех пысăк ĕç пурнăçланă. Çакă пысăк талпăну - вăл малашне усă паратех. Хальхи вăхăтра шкулчченхи хатĕрленÿ вĕрентĕвĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ сыпăкĕ пулса тăчĕ», - тенĕ вăл. РФ Патшалăх Думин вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ шкулчченхи вĕренĕвĕн малашнехи тапхăрĕ - 3 çула çитмен ачасем валли ясли ушкăнсем уçасси çинчен пĕлтернĕ.
Вячеслав Никонов Гладков урамĕнчи 1100 ача вĕренмелĕх шкул çуртне тунипе паллашнă. Вăл çак шкул хăйне евĕрлĕ, унăн проекчĕ ытти регионсемшĕн кирлĕ пулнине палăртнă.Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов шкул çитес вĕренÿ çулне хатĕр пулассине, хальхи вăхăтра педагогика коллективне, шкул директорне суйласа илессипе ĕçсем пынине пĕлтернĕ.
Ĕçлĕ визитăн юлашки кунĕнче Вячеслав Никонов Раççей Президенчĕн çул-йĕрне хÿтĕлекен общество штабĕн ĕçне хутшăннă, чĕнÿпе тухса калаçнă.